Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Пулас пенси çинчен шухăшласчĕ
[ ] 09.11.2010, 20:30
РФ Пенси фончĕн районти управленине А. В. Петрова чылай çул ертсе пырать. Паянхи пурнăçра пенси ыйтăвĕ пурне те интереслентерет пулĕ. Пирĕн корреспондент Альбина Валерьяновнапа курса калаçнă, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтнă. 

Ыйту: Альбина Валерьяновна, пĕр уйăхра эпир сирĕнпе район центрĕнчен аякра вырнаçнă чылай ялсенче темиçе хут та пулатпăр. Сирĕн шутпа çынсем хăйсен пулас пенсийĕпе интересленеççĕ-и?

Хурав: Хальхи çамрăксем, хăйсен пуласлăхне çулпа мар, уйăхпа виçекенсем, "Пенсиччен халĕ нумай-ха. Чи малтанах аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухасчĕ, ун хыççăн интереслĕ те лайăх ĕç укçи тÿлекен ĕçе вырнаçасчĕ”, — теççĕ. Аяккарах тинкерекенсем çемье çавăрма ĕмĕтленеççĕ. "Ача-пăчаллă пуличчен вара ура çине тăмалла тата хамăршăн кăшт пурăнас килет, — палăртаççĕ вĕсем. — Пенси пирки вара ваттисем шухăшлаччăр”.
Çулланнă çынсем ун пирки раснарах калаçаççĕ. Хăйсен пурлăхне пуянлатма вĕсен майĕсем çук. Хăш-пĕр çамрăксем хушма ĕç укçи ĕçлесе илеççĕ, теприсем перекетлĕрех пурăнаççĕ. Çавăнпа та асаттесемпе асаннесем пулас пенси пирки паянах шухăшлама хушаççĕ. Кая юлсан каю шăтать-çке. Тĕрлĕ тĕл пулусенче пенси фончĕн ĕçченĕсем малтанхипе пулас пенси тытăмĕн уйрăмлăхĕсене тĕслĕхсемпе çутатса пама тăрăшаççĕ.
"Конвертпа” илекен ĕç укçи те нумай тавлашу кăларса тăратать. Çынсем ĕç укçин пĕр пайне "конвертпа” илни, хăйсен экономикăпа çыхăннă интересĕсене хĕстернипе кăмăлсăр пулни вăрттăнлăх мар. Çапах ĕç вырăнне çухатасран хăраса тавлашăва кĕме васкамаççĕ. Çакă кама сиен кÿрет-ха? Налогсем шутласа çитереймен патшалăха е тулли канăва каяйман, банкран кредит илеймен, хăйсен пенсин пухăнса пыракан пайне йĕркелеймен ĕçе кĕнĕ çынсене? Тен, хăйсен ятне варалакан тата тĕрĕслев службисен куçĕ тĕлне лекнĕ ĕç паракансене?
Ветерансене ăнланма пулатех. Вĕсем кун сиктермесĕр ĕçе çÿресе те чи пĕчĕк пенсине çеç тивĕçнĕ. Ун чухне мĕнрен суйласа илмелли те пулман-çке. Халĕ çынсем пенси капиталне хăйсем йĕркелеççĕ, пенсипе çыхăннă ыранхи куна хăйсем тăваççĕ.

Ыйту: Хам та çамрăк пулнă май мана Пенсин патшалăх хушса тÿлемелли (софинансировани) программине хутшăнмалла е хутшăнмалла мар ыйту интереслентерет. Пулас пенси тупăшĕ валли хăй ирĕкĕпе укçа-тенкĕ хуракансене патшалăх татах хушса пама сĕнет. Ку "вăййа” кĕме тăрать-и-ха?

Хурав: Калаçусемпе тĕл пулусенчен çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать. "Хирĕç” тесе калакансен пĕрремĕш сăлтавĕ — ытлашши укçа çукки. Ятарлă пенси тÿлевĕсене ĕç паракан тÿлени — ку пĕр ĕç. Çав вăхăтрах кăмăла каякан урăх çĕре яма пултарнă укçана кайса пани расна япала. Пулас пенси валли хушма тупăш тупассине йĕркелессине хамăр алла илни лайăхрах теççĕ "Пине пин” программăна ырлакансем. "Çÿлте ларакансем” ватлăх кунĕсем пирки кашнин хăйĕн шухăшламаллине ăнлантараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кашнинех икĕ çул пур: халĕ нимĕн тумасăр кайран пĕчĕк пенсишĕн патшалăха ятласси е пулас пенсине патшалăхăн хушса тÿлемелли (софинансировани) программине хутшăнса паянах йĕркелесе пырасси.

Ыйту: Альбина Валерьяновна, пенсин пухăнса пыракан суммине еткерлĕхпе (наследство) параççĕ-и, çав шутра патшалăх хушса тÿлемелли (софинансировани) программин тÿлевĕсене те?

Хурав: Çын ĕç пенсине палăртма ыйтса çыриччен унăн пенси фондĕнче пухăнса пынă укçа-тенкĕ — шăп та лăп пухăнни. Енчен те çынпа пенси шутласа париччен инкек сиксе тухсан унăн пенси капиталне тăванĕсем илме пултараççĕ. Софинансировани программипе тунă тÿлевсене те çавăн пекех. Енчен те пенсине шутласа панă пулсан вăл пенси системин правилисене тивĕçнĕ. Ун тăрăх гражданина ĕмĕрлĕх пенси параççĕ. Ун чухне унăн пенси капиталĕ федераллă пурлăха куçать, ăна вара наследствăпа памаççĕ.

Ыйту: Енчен те çын ниçта та ĕçлемен тата ĕçлеме те шухăшламасть пулсан вара мĕнлерех? Вăл килти хуçалăха тытса тăрать тейĕпĕр. Ун пеккисене пенси тÿлеççĕ-и?

Хурав: Ĕç стажĕ çук çынсем социаллă пенси çине шанма пултараççĕ. Ăна хĕрарăмсене 60, арçынсене 65 çул тултарсан параççĕ. Унăн виçи пысăках мар. Паянхи куна вăл 2882 тенкĕпе танлашать. 2010 çултан пуçласа пенсионерăн тупăшĕ регионта палăртнă пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕк пулмалла мар. Пенси çумне ытти тÿлевсене хушсан та палăртнă виçерен пенси пĕчĕк пулчĕ пулсан — социаллă тÿлев палăртаççĕ.

Ыйту: Кăçал РФ Пенси фончĕ 20 çул тултарать. Паянхи куна вăл Раççейре социаллă пулăшу паракан федераллă пысăк система. Унăн историйĕнче, Альбина Валерьяновна, мĕн ытларах асра юлчĕ-ха сирĕн?

Хурав: Çапла, кăçал пирĕн çавра дата. Темле йывăрлăх та чăтса ирттертĕмĕр темелле, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртрĕмĕр. Уйрăмах манăн асра кашни уйрăм çынна шута илес системăна (персонифицированный учет) туса хуни асра юлчĕ. 2000 çул валли районти пур ĕçлекене шута кĕртмелле пулчĕ. Ку вара питĕ пысăк ĕç. Çакă мĕн тума кирлине çынсене ăнлантартăмăр, анкетăри ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр.

— Альбина Валерьяновна, пирĕнпе курса калаçма вăхăт тупнăшăн тавах сире

Ĕçре вара ăнăçусем сунатăп.

Калаçăва Н. Сидорова йĕркеленĕ ("Ял пурнăçĕ").

Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58 | Теги: Пулас пенси
Миçе çын пăхнă: 439 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024