Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Роза ВЛАСОВА: "МАНĂН ЧИ ЮРАТНĂ КУРĂК – АРМУТИ" («Самант»)
[ ] 02.10.2010, 19:53
Унпа калаçса тăранма çук: кашни сăмахĕ чунтан тухнине палăртса куçран тÿррĕн пăхать, хаваслă самантсенче кирек кам кăмăлне уçса ямалла кăлтăр-кăлтăр кулать. Вăл çырни те çу сĕрсе пынă пекех çăмăллăн вуланать, пĕр пуçласан вĕçне çитмесĕр чарăнаймастăн, статйисене те – пĕчĕккине е пысăккине пăхмасăрах – хăйне евĕрлĕ ят пама пĕлет. Ăсталăх ĕçленĕ май туптанать тени тĕрĕсех: Роза Власова "Хыпар” Издательство çурчĕн” штатне кĕнĕренпе кăçалхи августăн 1-мĕшĕнче 15 çул çитрĕ (çак сăлтавпа ăна ятарлă преми те панă). Журналистикăра вăй хума тытăнни вара –20 çул. Пĕлекенсем ас тăваççĕ: "Тантăш” хаçат 1990 çулта ирттернĕ "Çамрăк журналист” конкурсра Роза Скворцова (Красноармейски районĕнчи Вăрманкасра çуралнă хĕр пĕрчин качча кайичченхи хушамачĕ çаплаччĕ) пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Тăрăшулăхне кура вăл тепĕр 8 çултан ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ пулнăччĕ. Халĕ Роза Анатольевна – "Хыпар” хаçатăн хроникăпа хамăр корреспондентсен пайĕн редакторĕ. Вулакансем ыйтнипе эпир унпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçас терĕмĕр. 

– Роза, темĕнле васканă чух та кĕл чечек тĕлне пулсан ун умĕнче пуç таймасăр, самантлăха та пулин ытарайми шăршине туйса илмесĕр иртсе каяймастăп. Сана та курмассерен юлташла ытамласа илмесĕр, ик-виç сăмах та пулин хушмасăр чун чăтмасть. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Яту çав чечек сăнарĕпе тÿр килнĕрен-ши е темскер урăххишĕн-ши?

– Ман шутпа, ку ятпа çыхăнман. Чун мĕнлипе, çут çанталăк илемне туйма пĕлнипе... Эпĕ те чечексене, ÿсен-тăрана çав тери кăмăллатăп. Манăн чи юратнă курăк – армути. Таçтан аякран курсан та ăна шăршласа пăхмасăр иртсе каяймастăп. Кайăк юрланине те чарăнса тăрсах итлетĕп. Уйрăмах шăпчăк сасси килĕшет. Вăл юрланине ыйхă çинчен мансах çĕрле пахчана тухса итлетĕп. Эпĕ мĕн кăмăлланине ачасем те пĕлеççĕ. Чи кĕçĕнни: "Санăн кайăку юрлать”, – тет вара. Ун пек чух эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп. Çынăн çут çанталăкпа çыхăнса, унпа пĕр кĕвĕре пурăнмалла. Унсăрăн эпир телейлĕ пулаймастпăр. Роза чечекне ыттисенчен уйăрмастăп. Хама ун валлиех мар пуль тетĕп. Чунпа та, кăмăлпа та ансатрах çын эпĕ. Куçпа мел килнĕрен-ши, мана утмăл турат çывăхрах. Ача чухне аттерен: "Мана мĕншĕн çавăн пек ят патăр?” – тесе ыйтнăччĕ те: "Роза чечекне юратнипе”, – тенĕччĕ. Ÿсерехпе чăн вăрттăнлăхне пĕлтĕм те-ха, çапах хама та каласа паман историе сире шарлас мар пуль.

– Ачалăху питĕ таса та çутă иртнĕ пек туйăнать...

– Чăнах та, вăл вăхăтсем пирки çĕр проценчĕпех телейлĕ теме пултаратăп. Пирĕн килте пахча тулли тĕрлĕ чечек, роза тĕммисем ÿсетчĕç. Анне шкулта биологи вĕрентнĕрен-ши ÿсен-тăранпа аппаланма юрататчĕ, атте – хурт-хăмăр ăсти. Вĕлле хурчĕсен ытамĕнче ÿснĕ эпĕ, вĕсен ĕçченлĕхне курса та тĕлĕнсе. Çитĕнсе çитсен хурт-хăмăр ăсти пулатăпах теттĕм. Уйрăмах "Салампие” вуланă чух ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрес килетчĕ. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, университетра 2-3-мĕш курссенче чух ятарласа ял хуçалăх институчĕн тĕп корпусне каяттăм, çак картлашкасем тăрăх Салампи утнă вĕт-ха тесе сăнама. Вăл чăннипех те пурнăçра пулнине питĕ ĕненес килетчĕ. Унăн прототипĕ пур тетчĕç вĕт-ха.

– Çапла, кун пирки Александр Артемьев хăй те пĕр интервьюра каланăччĕ, ачана усрава илнĕ хĕрĕн чăн хушамачĕ-пе ятне те асăннăччĕ. Çапах та Салампи "çул-йĕрĕнчен” пăрăнса епле майпа журналистикăна суйласа илтĕн-ха?

– Куншăн "Тантăша” тав тумалла. Аслăрах классенче çак хаçата çырма тытăнтăм та, пĕр материалне те каялла тавăрса памарĕç, йăлтах пичетлесе пычĕç. Çапла майпа хам çырма пултарнине ăнланса илтĕм. Студент çулĕсенче те практикăра чухне 50-шар материал таран тухатчĕ, çынсем 2-3 статья пичетленипех çырлахатчĕç.

– Çапах ĕç пĕлтерĕшĕ шутĕнче кăна мар, пахалăхĕнче те-çке-ха.

– Вăл вăхăтри статьясене илес пулсан тĕрлĕрен шухăш-кăмăл çуралать. Хăшĕ-пĕри, чăнах та, айвантарах та хавшакрах пек курăнать. Теприсене вара – хальхи ăспа та çырайрас çук.

– Пĕтĕм чун хавалĕпе, таса шухăш-кăмăлпа çырнисем ĕнтĕ вĕсем. Çав вăхăтри Роза Скворцова студентка-практикантка пирки Юрий Яковлев критик: "Ку хĕр ача кĕç-вĕç романсем çырма пуçлать-и-ха?” – тенине те илтнĕччĕ.

– Валентин Александрович Абрамов преподаватель те мана: "Санран романист пулайрать, çак стиле кăна упраса хăвар, ирĕклĕ пулма ан пăрах”, – тенĕччĕ. Халь çынсем нумай вуласшăн мар, çавăнпа ман "шăналăксем” те кĕскелме пуçларĕç. Çапах та хамăн стиль упранса юлнă пуль. Вулакансем: "Сан чĕлхÿне ватă кинеми те ăнланма пултарать”, – тени мана чăннипех те хавхалантарать. Хама питĕ ăслă кăтартас тесе тăрăшмастăп. Мĕнле калаçатпăр, çапла ансатрах çырма кăмăллатăп. Нумаях пулмасть редакцие Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкассинчен пĕр ар çын шăнкравланă. Вĕсен ялне тăватă тилĕ иленнĕ те чăхсене тыта-тыта кайма пуçланă иккен. "Кун пирки çырма ятарласа Роза Власовăна чĕнесшĕн, ыйтăва татса пама тархасласа ыйтатпăр”, – тенĕ тет. Çынсем шанни кăмăллă пулчĕ. Вулакансем хаклани темрен паха, вĕсем валли ĕçлетпĕр-çке.

– Хăвна ырă сăмах каланине хапăлласа йышăннине, çунатланса хавхаланнине пытармастăн апла?

– Пултарулăх çыннине çавă питĕ кирлĕ. Хăвна шаннине, хакланине пĕлсех тăмалла. Ун пек чух урасене кута çаптарсах, чупсах ĕçлес килет. Интереслĕ темăсем пур чухне çĕр çывăрас килмест, çырса пăрахмасăр та лăпалаймастăн. Хăвна ĕçре тупни – чи пысăк телейсенчен пĕри. Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет. Вырăнтан вырăна куçса çÿренине ырламастăп. Мана ирĕклĕ пулма чăрмантармаççĕ. Хама никам та пусахламаннине туйнăранах ĕнтĕ Вольная, Вольская хушма ятсемпе çыратăп.

– Çапах та мĕнле темăна эсĕ тем парсан та тĕкĕнес çук, мĕн пирки пĕр сăмах та çырас çук?

– Политика пирки.

– Мĕншĕн?

– Ман чунпа тÿр килменрен. Хаçатра журналистăн тĕрлĕ темăпа ĕçлесе курмалла теççĕ пулин те обществăпа политика пайĕ хĕрарăм валли мар.

– Апла пулсан хĕрарăмпа ар çын ĕçне уйăратăн?

– Килти ĕçсене тунă чух уйăрмастăп.

– Пулма пултараймасть. Эпир çапах вĕсем пек йывăр йăтаймастпăр-çке.

– Эпĕ йăтнă, йăтатăп та. Кирлех пулсан упăшкана та çĕклесе илейретĕп.

– Сывлăху йăшасран, тем татăлса каясран хăрамастăн та-и?

– Ачаранпах хăнăхнă та... Кирек хăш япалана, михĕсене, тем пысăкăш вĕллесене те йăтнă.

– Аннÿ качча каймалла, ача çуратмалла тесе асăрхаттармастчĕ те-им?

– Вар анать текелетчĕç. Çапах та Турă сыхланă пулас. Ыттисенче çук ар çынлăх пур манра. Халь питĕ пăшал пеме вĕренсе сунара çÿреме хăнăхас килет. Ятарласа тепĕр хут Мĕтри Кипекĕн "Кайăк тусĕ” кĕнекине вуласа тухрăм. Кăранташпа. Çĕнĕлле. Хальхи куçпа. Ар çынсемпе сунара кайса, кайăкне тытсах "Хыпар” валли статья çырасшăн вĕт-ха. Ку темăна туллин çутатма 3 çул хатĕрленетĕп ĕнтĕ. Ятарлă литература вулатăп, Чăваш Енре миçе тĕрлĕ кайăк пуррине те пĕлтĕм. Егерьсемпе, сунарçăсемпе паллашрăм. Сунарăн хăйĕн йĕрки, вăхăчĕ пур, çавăнпа та халь сезон çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

– Темĕнле хирĕçÿлĕхе асăрхамастăн-и кунта? Унччен армутие те юратса шăршласа çÿрекенскер кайăка пăшалтан тĕллесе перет...

– Сăмахĕ кунта хам пересси пирки пымасть. Тĕллевĕм – сунар йĕркине тĕпченĕ май çут çанталăкпа киленесси, унти кĕтменлĕхсенчен тĕлĕнсе çакăн çинчен çырса кăтартасси. Хам эп халиччен пĕр чĕр чуна та вĕлерсе курман. Аттепе ача чух кайăк-кĕшĕк сунарне пĕрре мар çÿренĕ пулин те. Хĕр çулĕсенче клубри ташă каçĕсене пĕрре те кăмăлламан. Ытларах ватă çынсем калаçнине итлеме юрататтăм, Евдокия аппа е Вера аппа патне ларма çÿреттĕм. Ватă çын тăватă çын тени тĕп-тĕриссине ун чухнех ăнланса илнĕ. Ман чун хам çулсенчен самай аслăрах тесе шутлатăп. Пĕлменнисене кăшт ÿс-теререх хĕрĕх çула çывхарса пыратăп теме те юрататăп.

– Вăхăт иртнĕçем хăв улшăннине туятăн-и?

– Малтанхинчен сахалтарах калаçатăп, ытлашши шăпăл-шапăл пулма пăрахрăм. Эпир упăшкапа пĕр пек çынсем мар. Пĕри – вут, тепри – шыв. Вăл лăпкă çын. Тĕслĕхрен, троллейбус тăнине курсан эпĕ чăтаймастăп: "Атя чупатпăр!” – тетĕп, вăл васкамасть: "Тепре те килет”, – тет.

– Эсĕ вара мĕн тăватăн? Чупатăн-и?

– Упăшкапа юнашар чух паллах чупмастăп. Эпĕ ăна пăхăннă пек кăтартма хăнăхнă. Упăшки хушнине итлесе арăмĕ питĕ тĕрĕс тăвать тесе шутлатăп. Мана килте мĕн ачаранах хĕр качча кайиччен ашшĕ ирĕкĕнче, кайнă хыççăн упăшки ирĕкĕнче тесе вĕрентнĕ.

– Хуняму мĕн çĕннине, аçу-аннÿ каласа çитерейменнине вĕрентрĕ?

– Хуняма маншăн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех. Ĕмĕрлĕхе ăша хывнă сĕнĕвĕ: "Ар çынна темĕнле тарăхсан та кÿрентермелли сăмах каламалла мар, тарăхса ятламалла мар. Мĕн пăшăрхантарнине йăлтах лăпкăн, малтан пуç тавра шухăшласа каламалла”. Упăшкапа пĕрлешсессĕнех вăл мана малтанхи вăхăтра пĕр-пĕрне ăнланманни те, кулянмалли те пулма пултарать тесе асăрхаттарнăччĕ. Каярахпа йăлтах йĕркеллĕ пуласса шанса тăни питĕ пулăшрĕ. Тав ăна. Çветтуй хĕрарăм пек туйăнать вăл мана. Эп качча пынă çул вĕсен кил хуçалăхĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче "Чи лайăххи, тĕслĕхли” ята тивĕçнĕччĕ. Сыр тума, çăкăр пĕçерме те хунямаранах вĕрентĕм. Хĕрĕмсем Аньăпа Анастасия та асламăшне питĕ юратаççĕ. Ачасемшĕн çулласерен ялта пулни, вĕсен кукамăшĕпе кукашшĕ те, аслашшĕпе асламăшĕ те пурри, мăнукĕсене юратса ырă ăса вĕрентни темрен паха. Асли ак нумаях пулмасть хăй тĕллĕнех салтак тÿми чечекĕсене пухса типĕтни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ питĕ савăнтăм, ăна мухтарăм.

– Ан кÿрен те, мана эсĕ ачусене кашни утăмрах тĕл пулакан анлă сарăлнă ятсем пани кăшт тĕлĕнтерет те...

– Чăннипе эпĕ вĕсене Ирпи е Илемпи евĕрлĕ чăваш ячĕсене парасшăнччĕ, анчах мăшăрăм хирĕç пулчĕ. Кайран ÿсерехпе хăйсене çапла чĕннинчен вăтанма тытăнĕç терĕ. Эпĕ тавлашмарăм, килĕшрĕм. Ман пек чăвашлăхшăн хыпса çунмасть мăшăрăм, вуланă чух та вырăсла хаçатсене кăна суйлать. Çапах та ман ĕçе хисеплет, командировкăсенчен ывăнса килнине курсан пулăшать, пули-пулми вĕрентсе чăрмантармасть. Хавхалантарма пĕлет, ирĕклĕх парать, мĕншĕн тесен вăл çав тери ăслă, тавра курăмĕ те анлă. Эп çырнисене хуняçа Леонид Петрович пĕр сиктерми вуласа пырать. Унччен шкулта ĕçленĕскер ман пĕрремĕш критик, кирлĕ канашсем параканни. Эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп, ун сăмахне мала хуратăп.

– Нумай çыракана тиркекенни тупăнатех... Ырланине хапăлласа йышăнакана хăйне ÿпкеленине тÿссе ирттерме çăмăлах мар пуль?

– Пытармастăп, ку чуна ыраттарать, çапах та тиркенине йĕркеллĕ йышăнатăп. Çитменлĕхĕмсене тĕрĕсех каларĕç-ши тесе шутласа çÿретĕп. Тиркенинчен тĕшшине суйласа илме тăрăшатăп. Критиклекен çын усал сунмасть, татах та ÿстĕр тесе калать. Ахальтен мар ĕнтĕ: "Мухтаканран тар, тиркекенни патне кай”, – тенĕ. Ваттисен сăмахĕсене эпĕ питĕ юрататăп, вĕсемпе хам çырнисенче усă курма тăрăшатăп. Ку вулакансене те килĕшнине питĕ лайăх пĕлетĕп.

– Малашне те çавăн пек ăнăçлă ĕçлемелле пултăр сан, Роза. Пурнăçа та хальхи пекех юратса пурăнмалла пултăр.

Римма ПРОКОПЬЕВА
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 670 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024