Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Суд алăкĕ пуриншĕн те уçă
[ ] 19.02.2012, 10:59
2011 çул çĕр-шывра нумай улшăнусемпе палăрчĕ. 2010 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнчи 49-мĕш №-лĕ Федераллă Закон вăя кĕнĕ май, Красноармейски район сучĕ Элĕк районĕнче те уголовлă, гражданла, административлă 1-мĕш инстанци ĕçĕсене, миравай судья пăхса тухнă уголовлă тата гражданла ĕçсене апелляци енĕпе, административлă ĕçсен çăхавĕсем тăрăх тишкерсе тата суда пыракан ытти материалсене пăхса тухма пуçларĕ. 
Судсене пĕрлештерни çынсемшĕн чăрмав кăларса тăратмарĕ. 2008 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи 262-мĕш №-лĕ Федераллă Законпа килĕшÿллĕн, вĕсем суд ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултараççĕ. Суд алăкĕ пурин валли те уçă. Çынсем хăйсен прависемшĕн кĕрешес тĕллевпе суда килсен, вĕсем валли ятарлă стенд, файл папкăсем çинче заявленисем , çăхавсем (жалобăсем) çырмалли тĕслĕхсем пур. Мĕнле хуравпа кам патне мĕнле çырмаллине пĕтĕмпех ăнлантарса панă. Мĕнле суд ларăвĕ пынине те çак стенд çинчен пĕлме пулать. Судăн йышăну пÿлĕмĕнче те тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. 
Интернетра район сайчĕсене уçнă хыççăн тата пысăк улшăнусем пуçланчĕç. Кунта суд епле графикпа ĕçленине, суда мĕнле майпа заявленипе, искпа тухма пулнине кăтартса панă. Вĕсен тĕслĕхĕпе усă курма пулать. Суда тухма патшалăх пошлини тÿлемелли квитанцине те хут çине çаптарса кăларма пулать. 
Суда тăратнă заявленин, искăн малашлăхне, вĕсемпе судья кăларнă определенине, суд ларăвне хăш куна, вăхăта палăртнине пĕлме пулать. "Судебное делопроизводство” пайра вĕсем паллă та. Суд пăхса тухнă йышăнусене (решенисене), приговорсене "Судебные акты” пая вырнаçтарнă. Патшалăх, çемье тытăмĕсемпе, çул çитмен çамрăксем пирки пăхса тухнă ĕçсен решенийĕсемпе приговорсене çеç ку пая вырнаçтармаççĕ. 
Иртнĕ çулта Федераллă тĕрлĕ законсем нумай улшăнчĕç. Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăснă пулăмсен Кодексĕ, Уголовлă Кодекс, Гражданла Кодекс, Уголовлă процессуаллă Кодекс, Гражданла процессуаллă Кодекс тата ыттисем те нумай улшăнусемпе палăрчĕç, Патшалăх Думи вĕсене чылай улшăнусем кĕртрĕ. Палăртнă саккунсем улшăннă май, район сучĕ, миравай судьясем пĕрремĕш номерлĕ Красноармейски тата Элĕк районĕсен суд участокĕсем хăйсен ĕçĕсене çĕнетсе пычĕç. 
Гражданла процессуаллă Кодексăн улшăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин Аслă Судĕнче апелляци инстанцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май район сучĕн решенийĕсене апелляци майĕпе Аслă Суд ячĕпе çырмалла. Апелляци жалобипе суд решени кăларнăранпа вара пĕр уйăх хушшинче çырмалла, тепĕр майлă каласан, суд решенийĕ вăя кĕриччен. Çакна каласа хăварни вырăнлă: кун пек апелляци жалобипе малтан миравай судья кăларнă решенипе, приговорпа килĕшмесен, енсен район судне тухмалла пулнă. Çак йĕрке миравай судьяпа район сучĕ хушшинче малтанхи пекех юлать. 
Аслă Суд гражданла ĕçĕн район сучĕ пăхса тухса кăларнă решенине апелляци жалобипе пăхса 1-мĕш суд инстанцийĕ пекех енсене чĕнсе пур енчен те тишкерет. Суд ларăвне чăрмав кÿнипе тăратайман хушма документсене тăратма юрать, свидетельсене чĕнме май пур. Тĕплĕнрех Интернет сайтри район сучĕн информацийĕнче паллашма пулать. Район сучĕн йышăну пÿлĕмĕнчи специалистсем, тĕслĕхсемпе усă курса, тĕплĕнрех ăнлантарса пама пултараççĕ, ыйтусене татса параççĕ. 
Уголовлă ĕçсемпе апелляци инстанцийĕ Аслă Судра 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать. 
Икĕ район территорийĕнче Красноармейски район сучĕн судйисем уголовлă 91 ĕç пăхса тухнă. Ку ĕçсенчен чылайăшĕ — 36-шĕ е 39,56% — вăрланипе çыхăннă. Çак ĕçсене пăхса тухса, преступлени тунăшăн 87 çынна уголовлă майпа явап тыттарнă, вĕсенчен 55-шĕ ниçта та ĕçлемен, 18-шĕ — хĕрарăм, 24-шĕ — унччен преступлени тунисем, 35-шĕ ÿсĕр пулнă. Çав хушăрах 1 çынна тĕрĕс мар айăпланине пула суд тÿрре кăларнă. 
Уголовлă ĕç пуçарма килĕшменнипе, уголовлă ĕç пуçарнипе, уголовлă ĕçе чарса лартнипе е пăрахăçласа пĕтернипе çăхав суда çырса тăратсан, кил хуçи ирĕк памасăр унăн кил-çуртне пăхма следстви органĕсем ходатайство тăратсан тата уголовлă ĕçпе çыхăннă материалсене суд пăхса тухать. Кун пек материалсене район сучĕ иртнĕ çул 247 пăхса тухнă, вĕсенчен 207-шĕ ыйтнине тивĕçтернĕ. Миравай судья кăларнă 17 приговора апелляци енĕпе район сучĕн судйисем пăхса тухнă. Вĕсенчен 3 приговора тĕпрен, пĕрин пайне улăштарса çĕнĕ приговорсем кăларнă. 
2011 çулта район сучĕ граждансем, организацисем, патшалăх органĕсем тата ыттисем тăратнă 525 заявленипе иска пăхса тухнă, çав шутран 374-шне тивĕçтернĕ. Суда тăратнă заявленисемпе исксенчен чылайăшĕ: юридикăлла 48 тĕслĕхе (факта) çирĕплетессипе — 48-шне те тивĕçтернĕ, 20 ĕç — кивçен укçа илсе вăхăтра парса татайманнине пула, 13 — еткерлĕх прависемпе çыхăннă, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пирки 30 çăхав (жалоба) пăхса тухнă, 19-шне тивĕçтернĕ. Миравай судья кăларнă 36 решенине апелляци майĕпе пăхса тухнă, 3-шне улăштарса çĕнĕ решени кăларнă. 
Иртнĕ çул район сучĕ РФ Административлă Кодексĕпе килĕшÿллĕн, пĕрремĕш инстанципе 32 ĕç пăхса тухнă, 26-шне явап тыттармалла тунă. Çав шутра ют çĕр-шывăн 2 гражданинĕ пирки Раççей Федерацийĕнче регистрацисĕр пурăннăшăн Кодексăн 18.8 статйипе килĕшÿллĕн РФ территорийĕнчен кăларса ямалла тата штраф тÿлеттермелле тунă, хăрушсăрлăх техникине, пушартан сыхланас правилăсене пăснăшăн 16 организаци цехĕсемпе участокĕсенчи ĕçсене 30—60 кунлăх чарма йышăннă, 7 ĕçпе штраф тÿлеттермелле тунă. 
Миравай судьясем кăларнă административлă 27 ĕç постановленийĕпе килĕшмесĕр район судне çăхав тăратнă, вĕсенчен 8-шĕ тĕрĕс тесе тивĕçлĕ йышăну кăларнă. 
2011 çулта Красноармейски районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи уголовлă 126 ĕç пăхса тухнă, ку ĕçсенче 132 çын хутшăннă. Çак ĕçсене пăхса тухнă май, миравай судья нумайăшне мирлештернĕ, ĕçĕсене пĕтернĕ. 46 çын пирки чăнахах та айăплă тесе приговор кăларнă, 3 çынна тĕрĕс мар айăпланă тесе тÿрре кăларнă. Гражданла 1026 ĕçе пăхса тухнă. Вĕсем тăрăх 938 решени кăларнă, çав шутра 930 искпа заявленине тивĕçтернĕ. 
Миравай судья административлă 617 ĕç пăхса тухнă, çав шутра 579 çынна айăпланă, вĕсен 340 штраф тÿлеме тивнĕ, пурĕ 495790 тенкĕлĕх. 72 водителĕн правапа вăхăтлăха сывпуллашма лекнĕ, 150 çыннăн 1—15 талăк административлă арестра ларма тивнĕ. 
Çынсем хăйсем хушшинче, организаци, предприяти, патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тупайман тĕрĕслехе суд тытăмĕ татса парать.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 670 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024