Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Сывлăх сыхлавĕ — тĕп вырăнта
[ ] 18.06.2010, 20:15
Медицина ĕçченĕн кунĕ çывхарнă май районти сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Галина Николаевна Сушко хăйсен коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать.
— Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн тĕп тĕллевĕ — çынсен сывлăхне упрасси. Сывă халăх вăл — тĕнче пуянлăхĕ, унăн малаллахи аталанăвĕн пĕр енĕ. Паянхи куна районта халăх сывлăхне хÿтĕлес ĕçе 30 тухтăр, 112 вăтам тата 104 кĕçĕн медицина ĕçченĕ хутшăнать. Чирлисене сыватас ĕçре талăкĕпе ĕçлекен 55 тата кăнтăрлахи стационарта 18 койка-вырăн, поликлиника, ача-пăча консультацийĕ, "03” служба, пĕтĕмĕшле çемье врачĕн 4 офисĕ тата 14 фельдшерпа акушер пункчĕ тимлеççĕ.
2009 çулхи демографи кăтартăвĕсем пирĕн районта, Чăваш Республикипе танлаштарсан, çапларах: пин çын пуçне 12,9 (ЧР — 12,8) ача çуралнă, вилнисен хисепĕ — 20,5 (13,7). Вилнисен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула. Сарăмсăр вилекенсен шучĕ пысăкланни те шухăшлаттарать.
Больница поликлиникинче 23 енпе йышăну тăваççĕ.Çулталăкра пĕр çын пуçне больницăна пынин хисепĕ 8,0-пе (11,1) танлашать. Диспансери учетĕнче 5492 çын тăрать. Вĕсенчен 14 çул тултарман ачасем 902-ĕн, 14—16 çулсенчисем 123-ĕн. Ытларах çынсем юн пусăмĕн çаврăнăшĕпе, сывлăш çулĕ пÿлĕннипе, шăмăпа тата вар-хырăм чирĕсемпе тухтăрсем патне пулăшу ыйтма пыраççĕ. Муниципаллă заказ тăрăх 2009 çулта амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕ валли 129548 йышăну тумалла пулнă, 93170-шне йышăннă (71,9 процент). Унпа килĕшÿллĕн, палăртнă медицина пулăшăвĕ пама амбулаторипе консультаци çăмăллăхĕсем валли 14 кун, кăнтăрлахи стационарта 7 кун вăхăт пăхса хăварнă.
Талăкĕпех сывалмалли стационарăн тивĕçĕ — чирлĕ çынна тимлĕ пăхса тăрасси. 2009 çулта районти 2013 çынна сыватнă, 62-шне пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ паракан урăх стационарсене куçарнă. Чирлисене стационара вырнаçтарас шайĕ 12,4 (республикăра — 22,3), больницăра выртса сипленессин вăтам вăхăчĕ 9,5 (12,0) кун. Стационар пулăшăвĕнчи муниципаллă заказа 93,2 процент пурнăçланă, пулăшу памалли пăхса хăварнă вăхăт 45 кунран ытла пулмалла мар.
"Васкавлă пулăшу” уйрăмĕ çын пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Вăл тăватă фельдшер бригадинчен тăрать. Ĕç кунĕсенче пĕр, канмалли кунсенче вара икĕ бригада уйăраççĕ. 2009 çулта 4792 чĕнÿ пулнă, вĕсенчен 3345-шне пулăшу панă. "Васкавлă пулăшун” кирлĕ вырăна çитес вăхăчĕ 10,1 минутпа танлашать (2008 çулта — 11 минут). Ахаль шăнкăравсен хисепĕ ÿсни шухăшлаттарать (2009 ç. — 24, 2008 ç. — 17). Сменăри вăтам ĕç шайĕ 7,1 сехетпе танлашать (2008 ç. — 6,5).
Чăваш Республикинчи граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе 2009 çул валли хатĕрленĕ патшалăх гарантийĕн программипе килĕшÿллĕн тăрăшатпăр. Пĕтĕм ĕç-хĕл çак программăпа килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Çулталăкра кашни çын пуçне тивĕçекен норма — 5486 тенкĕ, вĕсенчен 2691 тенки Чăваш Республикин бюджетĕнчен, ытти медицина страхованийĕн укçи-тенкинчен килет.
2009 çулта 24460 чирпе 722 сурана тупса палăртнă, 70-шне пĕрремĕш хут инвалидсен шайне лартнă. Чирсен шутне чакарас тĕллевпе районта "Предупреждение и борьба с социально-значимыми заболеваниями на 2010—2020 годы” программа йышăннă. Вăл хăй уйрăм пĕчĕк программăсем çине пайланать. Районти сывлăх тытăмĕнчисен чыслă ĕçне пула иртнĕ çулта инфекци чирĕсемпе чирлесси çав шайрах тăрса юлчĕ. Çакă прививкăсене вăхăтра тунипе çыхăннă.
Районта иртнĕ çул 168 хĕрарăм ача çуратакансене паракан сертификатлă пулчĕ, 189 ача амăшĕ пулма хатĕрленекен тÿлевсĕр эмелсем илчĕ, 164 ача çут тĕнчене килчĕ.
Пирĕн коллектив туслă. Пĕрне ырласа теприне хурлама çук. Пурте пĕр тĕллевпе ĕçлетпĕр-çке. Эпĕ районти мĕн пур медицина ĕçченĕсене, ветерансене професси уявĕ ячĕпе саламлатăп. Çăмăл мар ĕçре ырлăх-сывлăх, çемьере тату, юрату сунатăп.
— Галина Николаевна, сире те уяв ячĕпе саламлатăп. Пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн тав сăмахĕ калатăп.

Н.Сидорова ("Ял пурнăçĕ")
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 439 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024