Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 21 » 101 çулти Валентина
101 çулти Валентина
02:01
Сăн ÿкерчĕк

Аса илтеретĕп: Трак енре 100 çул е унран та ытларах пурăннă çынсем вуншарăн шутланаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Тусай ялĕ палăрчĕ: Павел Трофимов — 103, Василиса Григорьева — 102 çула яхăн, Александр Александров 101 çул ытла пурăнчĕç. Хальхи вăхăтра вара Ирина Ивановна Орловаран аслă çын районта çук. Кăçалхи апрелĕн 5-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 102 çул çитет. И. Орлова райцентрти Хăна çуртĕнче ĕçлесе ĕмĕрленĕ. Паян сире вăрăм ĕмĕрлĕ тепĕр хĕрарăмпа паллаштарасшăн. Иртнĕ çулхи Сурхури уявĕнче эпир унăн 100 çулхи юбилейне епле паллă туни çинчен райхаçатра анлăн çутатнăччĕ, республикăри хаçатсем те ун пирки çырнăччĕ. Халĕ вăл январĕн 7-мĕшĕнче 101 çул тултарчĕ. Çав шутран 95 çулне хăйĕн пурнăçне Васнар ялĕпе çыхăнтарнă. Ку яла ăна йывăр пурнăç илсе çитернĕ... Çапла, Валентина Егоровна Новоселова пирки сăмах пырать манăн статьяра. Тутарстанри Апас районне кĕрекен Шонгут ятлă вырăс ялĕнче çуралнăскер, XX ĕмĕрти çирĕммĕш çулсенчи выçлăха куççуль витĕр аса илет. Çемьере çичĕ ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Вăл 2 çулта чухнех ашшĕ вилнĕ. Амăшĕ пулăшу ыйтса Ишлей тăрăхне качча тухнă аппăшĕ патне çыру ярать. Çав вăхăтра унăн упăшки кунти юханшывсем çинче шыв арманĕсем тытса тăнă. Вĕсем чĕннипе Мария Александровна 4 ачипе Васнарти арман çуртне килсе хỹтлĕх тупать. Çичĕ çул тертленсе пурăннă хыççăн тин çурт лартса хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ... Валентина Егоровна ачаранпах пĕлỹ патне туртăннă. Тĕрлĕ шкулсенче 8 класс вĕреннĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тỹр килнĕ ăна. Трак районне туса хурсан — пĕрремĕш телефонистка пулса тăнă. Унтан Перекет банкĕнче кассирта тăрăшнă. Колхозра ытларах вăй хунă вăл: колхозница, кладовщик, пахча çимĕç бригадин бригадирĕнче, сысна ферминче тимленĕ. 1940 çулта Валентина Васнарти Василий Иванович Цветкова качча тухать. Упăшкине фронта ăсатсанах Валентина пĕрремĕш ачине — Лилия хĕрне çуратать. Телее, вăрçăран тĕрĕс-тĕкелех таврăнать Василий Иванович, ветеринара вĕренсе чылай çул санитарта тăрăшать. 1962 çулта йывăç пỹрт лартнă. Халĕ фронтовик арăмĕ çавăнтах пурăнать. Упăшки вилни 22 çул çине кайрĕ ĕнтĕ. 5 ачана чун парса пăхса ỹстернĕ Валентина мăшăрĕпе — шел, чире пула Лилия вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Авентина, Володя, Викентий, Татьяна чиперех кун кунлаççĕ. Вĕсем хăйсене килĕшнĕ профессисемпе ĕçлесе канăва тухнă ĕнтĕ. Хăйсен çемйисемпе ĕмĕрлеççĕ. Валентина Егоровнан паян 11 мăнук, кĕçĕн 16 мăнук тата чи кĕçĕн 1 мăнук пур. Вĕсенчен иккĕшне Валентина, амăшне сума суса, Мария ят хунă. Викентий вара аслă хĕрне, хăй амăшне хисеплесе, Валентина тесе çыртарнă. Манмаççĕ ачисемпе мăнукĕсем ватă асламăшне тата кукамăшне — вăхăт тупса килсех тăраççĕ. Акă, иртнĕ кĕркунне хальхи тăван кил пỹртне хăтлă материалпа тул енчен хуплаштарса илемлетнĕ. Уйрăмах район центрĕнче пурăнакан Викентий час-часах пулăшать килти хуçалăха пĕччен тытса пыракан амăшне. Акă, пире те унта пĕрле кĕтсе илчĕç Çĕнĕ çул ыран тенĕ кун. Эпир кунта виççĕн пултăмăр: ветерансен районти канашĕн ертỹçи Г. Л. Ефимов, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторĕ В. М. Данилов тата çак йĕркесен авторĕ. Пĕрле хут купăс та илсе килтĕмĕр. Ку ăнсăртран мар: Валентина хăй вăхăтĕнче купăс калама вĕреннĕ те — ку таранччен те манаймасть — алла тытсан тĕрлĕ юрă-кĕвĕ янраттарать... Хăнасене чăваш сĕтелĕ хушшине лартрĕç. Викентий ывăлĕ амăшĕ тин çеç пĕçерсе кăларнă вĕри кукăльсене касса турилккене хурса сĕтел çине лартрĕ. 101 çулхи кинемей çакăн пек тутлă апат-çимĕç янтăлама пултарнинчен тĕлĕнсех кайрăмăр — тав турăмар. Уйрăлас умĕн хамăрăн тĕп тĕллеве — 100 çул тултарнă хыççăнхи çулталăкра Валентина Егоровна хăйне епле туйнине ыйтса пĕлтĕмĕр. — Нимĕнле улшăнусем те çук темелле. Ватлăх çулĕ çеç кун хыççăн кун хăвалать, — терĕ вăл. — Хăнăхрăм ĕнтĕ. Капла аванрах пек те туйăнать. Апат-çимĕç хамах пĕçеретĕп — мĕн çиес килнине ĕнтĕ. Нимĕн те тиркеместĕп. Çак хушăра больницăра пулман, васкавлă пулăшу чĕнмен. Ыйхă килет. Вăхăта хаçат-журнал вуласа, радио итлесе, тĕрĕ тĕрлесе, кавирсем çыхса, алсиш-чăлха хатĕрлесе ирттеретĕп. Мунча та хамах хутса кĕретĕп — ачасене, мăнуксене чĕнетĕп киле. Кĕсье телефонĕпе те усă куратăп... Çавăн пекех ĕнтĕ вĕсем чăваш ялĕсенчи тăван килĕнче ĕмĕрлекенсем. Чир-чĕр аптратмасан, вăй çитнĕ таран малĕмĕтпех пурăнаççĕ. Район пурнăçĕпе те кăсăкланса тăрать Валентина Егоровна. Хушăран-хушă хăйне “Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” ятпа 2015 çулта чысланă меделе те хавхаланса пăхать. “Ача амăшĕн мухтавĕ”, “Ĕç ветеранĕ” медальсемпе пĕрле упрать.

Н. Ершов

Миçе çын пăхнă: 594 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024