Фоторепортаж
Литература çулталăкĕнче Н. Ершов-Янгер литераторпа унăн мăшăрĕ ылтăн туйне паллă турĕç Юрату — пурнăç илемĕ. Юрату икĕ çыннăн интересĕ, ĕçĕ, шухăш-кăмăлĕ тата кĕрешĕвĕ. Чăннипех юратакан çыннăн туйăмĕсем пĕр çынна кăна парăнаççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕр çынна юратни илемлĕ те хаваслă. Вăл ĕçре те, вĕренỹре те савăнăç кỹрет, ăс-тăн шайне ỹстерет. Ахальтен мар В. Г. Белинский “Юрату вăл — пурнăç поэзийĕ тата хĕвелĕ”, тенĕ. “Мăшăрлантăн пулсан, юратăва упра” — хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ Янкас ялĕнче пурăнакан Людмила Сидоровнапа Николай Гаврилович Ершовсем. Вĕсем 1965 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Трак енре пуçласа çĕнĕ йăла-йĕркепе Культура çуртĕнче çырăннă. Кăçал та вĕсем районти ылтăн туйлисен чыславне пĕрремĕш пуçларĕç. Вăл районти ЗАГС пайĕнче иртрĕ. Николай Гаврилович литератор пулнăран çакăн Литература çулталăкĕнчи пĕлтерĕшĕ татах та сумлăрах. Мероприяти сценарине Н. Филиппова çырса хатĕрленĕ, вăлах йĕркелесе пычĕ. Надежда Андреевна Ершов-мăшăрсем пирки каласа панă май, Красноармейскинчи “Хавал” халăх музыкин ансамблĕ вĕсене çине-çинех çĕкленỹллĕ юрăсем парнелерĕ. Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Е. Л. Павлова Людмила Сидоровнапа Николай Гавриловича çĕнĕрен регистраци хучĕсене алă пустарчĕ, çемье пурнăçĕнче ăнăçусем, телей, ăшпиллĕх сунчĕ, ылтăн туй медалĕпе парне кỹчĕ. Вĕсем çĕрĕсемпе те ылмашăнчĕç, пĕр-пĕрне чуп тунă хыççăн вальс кĕввипе ташша тухрĕç. Телейлĕ мăшăра çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А. И. Васильев, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ю. Ермаков, район центрĕнчи “Звездочка” ача сачĕн заведующийĕ Р. И. Александрова тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ Н. В. Козлова, ачисемпе çывăх çыннисем ăшшăн саламласа парнесем пачĕç. Унтан пурте пĕрле асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.
Людмила Сидоровна 1946 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Çĕньял Упири колхозница çемйинче çуралнă. Пĕртен-пĕр хĕр пулнă килте. Янкас шкулĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн уй-хир бригадинче, фермăра ĕçленĕ. Красноармейскинче çĕнĕ “Звездочка” ясли-сад уçăлсан, унта пĕр улшăнмасăр 20 çул хушши няньăра тата воспитателе пулăшаканра тимленĕ. “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ. Николай Гавриловичпа 50 çул каялла пĕрлешнĕ те паян та Янкасрах унпа килĕштерсе пурăнаççĕ. 5 ача вĕсен: Люда педуниверситет хыççăн кĕçĕн классене вĕрентет, Люба полиграфиста вĕренсе тухнă, халĕ — суту-илỹ ĕçченĕ, Саша Çĕрпỹри совхоз-техникумра вĕреннĕ, газ уçлакан станци водителĕнче тимлет, Инна тата Алина Шупашкарти коопераци техникумне вĕренсе пĕтернĕ, пĕри — уйрăм предпринимательте, тепри Трак вăтам шкулĕнчи хатĕрленỹ класĕнче воспитателе пулăшаканра ĕçлеççĕ. Людмила Сидоровна общество ĕçне те хастар хутшăнать: хĕрарăмсен тата ветерансен юхăмĕсен активисчĕ. Фольклор ушкăнĕнче те юрлать.
Николай Гаврилович 1942 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Янкасри колхозник çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Амăшĕ ялхуçалăхĕнче тăрăшнă. Çемьере пилĕк ача пулнă. Ялти тата Красноармейскинчи шкулсенче вĕреннĕ. Ĕç биографине Саратов хулинчи çул-йĕр рабочийĕнчен пуçланă. Çарта пулнă. Ун хыççăн Красноармейскинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçи, Çĕньял Упири библиотека заведующийĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн паспорт службин начальникĕ, райхаçат редакторĕн çумĕ, Янкасри Культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Çĕрпỹри культура училищинче, Вăрнарти совхоз-техникумра тата партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Ĕç ветеранĕ. 60 çула яхăн районти тата республикăри МИХ-семпе тачă çыхăну тытать. Раççей журналисчĕсен, Чăваш писателĕсен Союзĕсен, Чăваш композиторĕсен пĕрлĕхĕн, Чăваш халăх академийĕн членĕ. Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ. Хисеплĕ чылай ытти ят пур. Тĕрлĕ премисен лауреачĕ. 14 кĕнеке авторĕ. Общество ĕçĕнче, мăшăрĕ евĕрех, хастар. Тĕслĕхлĕ çемье пуçĕ. Урă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать. Сад-пахча, вăрман ỹстерет, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе тимлет. Ершовсем халĕ 10 мăнукĕпе тата кĕçĕн 4 мăнукĕпе те савăнса пурăнаççĕ.
“50 кун çỹресе — 50 çул...” Чыслав хыççăн иккĕшне те çапларах пĕр ыйту патăм: “Тархасшăн, мăшăрпа килĕштерсе пурăннин вăрттăнлăхне уçса парăр-ха?” “Чи малтанах нумай çул пĕрле пулнине пĕр-пĕрне килĕштернипе çыхăнтармалла. Ĕмĕт-тĕллевлĕ пулни те пурнăçра тĕпре. Иксĕмĕр те чухăн кил-йышран пулнăран йывăрлăхсене чăтса ирттерме пĕлнĕ. Пĕр-пĕрин йăнăшĕсене пĕрле тỹрлетнĕ, каçарма пĕлни те çăлнă. Пĕр-пĕрне ялан шаннин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Килти хуçалăха тытса пыма тăрăшни, ачасене юратни çемье тытăмне вăйлатнă. Аннепе хуняма лайăх пулни те хавхалантарсах тăнă. Малашне те йĕркеллĕ пурăнасчĕ”, — терĕ Людмила Сидоровна. “Салтакран таврăнсан, эрнеренех ĕçе вырнаçрăм. Пĕррехинче район центрĕнче Çĕньял Упири икĕ хĕр-тантăша курса калаçрăм, хам культура учрежденийĕнче ĕçленĕрен вĕсене хор кружокне çỹреме чĕнтĕм. Людмила репетицисене юлма килĕшрĕ. Çĕрле ăна килне ăсатса яраттăм. Каярахпа амăшĕпе те паллашрăм, пĕрлешме шутланине пĕлтертĕм. Амăшĕ те, Людмила та хирĕçлемерĕç. Анчах та “Эпĕ сана юрататăп” тесе нихăçан та каламан — ун чухне самани çапла пулнă та — вăтаннă. Туйччен пĕтĕмпе те 50 кун çỹресех шанчăклă юрату тĕвĕлеме пултартăмăр. 50 çул пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне пур енлĕн пĕлсе çитрĕмĕр. Тата нумай çул пĕрлех кун-кунласчĕ”, — пĕлтерчĕ Николай Гаврилович. Çапла, юратушăн пулсан, вăхăт та, пурнăçри йывăрлăхсем те хăрушă мар. Пĕр-пĕринчен аякра пурăнни юратушăн вут-çулăмпа çил пекех. Пĕчĕк юратăва çак уйрăлу сỹнтерет, пысăк юратăва вара ытларах чĕртсе ярать. Çĕнĕлле ылтăн туя паллă туни Ершовсемшĕн те юратăва пуянлатса пымалли ырлăх пултăр. Ялан çапла пултăр!
Д. Викторов |