Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2021 » Чÿк » 4 » «Ачасем машина айĕнче упаленсех çын пулчĕç»
«Ачасем машина айĕнче упаленсех çын пулчĕç»
22:06
Сăн ÿкерчĕк

«Юратура пĕтĕмпех хĕрарăм татса парать, арçын юратать çеç. Хĕрарăм çук тесен арçын нимĕн те тăваймасть. Çемье пурнăçне епле йĕркелесси те этемлĕхĕн черчен çурринчен нумай килет. Анчах ку тĕлĕшпе иккĕшĕн те нумай вăй хумалла», - шухăшне палăртрĕ Красноармейски районĕнчи Янкасра пурăнакан Анатолий Ершов. Раççейре паллă тăвакан Ашшĕн кунĕ умĕн [ăна кăçал юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçласа уявланă] Анатолипе Екатерина Ершовсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă. «Вăхăт чуппине чатăр карса тытса чарма çук - ир пулать те каç пулать. Рейсран килетĕн те машина патĕнче чакаланатăн. Ачасене воспитани парас ĕçре йывăрлăхĕ мăшăрăм çине ытларах тиеннĕ. Ачасем пĕчĕкрех чухне те уйăхра пĕрре-иккĕ машинăпа аякри çула тухаттăмăр. Халĕ вĕсем çитĕнчĕç, рейса хăйсем тĕллĕн çÿреме тытăнчĕç те инçе çула тата ытларах тухатăп», - çапла пуçларĕ калаçăва çемье пуçĕ хăйсем пирки каласа кăтартма ыйтсан. Анатолипе Екатерина Ершовсем 38 çул шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăнаççĕ. Мĕн пур ыйтăва пĕрле татса параççĕ, савăнăçа пĕрле пайлаççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анатолий Валентинович 1961 çулта Янкас ялĕнче çуралнă. Виçĕ ачаллă çемьере ÿснĕ. Янкасри, Красноармейскинчи шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти 18-мĕш училищĕре автокрановщика вĕреннĕ. Диплом илсен Ял хуçалăх химине ĕçлеме вырнаçнă, унта ашшĕпе пĕрле вăй хунă вăл. Çара кайса килсен те малтанхи ĕç вырăннех таврăннă. Пурăна киле КАМАЗ шанса панă ăна. Предприяти салансан пĕр усламçă патне ĕçе вырнаçнă. Каярахпа хăй пысăк машина туяннă… «Эпĕ пулас мăшăрăмпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿсрĕм. Катя - хамăр ялтанах. Эпир унпа 7-мĕш класранпах туслă. Шкул пĕтерсен вăл мана салтака ăсатрĕ, кĕтсе илчĕ. Çар хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Яш чухне Катя мана тиркесрен питĕ хăраттăм… Маншăн вăл - чун варли. «Иккĕмĕш çурри» теççĕ-и-ха ăна вырăссем? «Пĕрремĕш юратăва» качча илни, манăн шухăшпа, - питĕ лайăх. Катя лайăх йăва çавăрма пултарчĕ. Вăл - çемье вучахĕн чăн-чăн управçи. Ачасене мана хисеплеме вĕрентрĕ. Пирĕн çемье питĕ туслă. Кашни канмалли кун ачасемпе, мăнуксемпе пуçтарăнатпăр. Уявсене яланах пĕрле ирттеретпĕр. Çулсеренех ачасемпе, мăнуксемпе пĕрле кăнтăра канма каятпăр. Кăçал, сăмахран, Краснодар крайĕнче пултăмăр. Çакă пирĕн пĕрлĕхе, туслăха тата çирĕплетет. «Юратупа шанчăклăхшăн» медале пани, чăн та, ырă кĕтменлĕх пулчĕ», - хавхаланăвне пытармарĕ Анатолий Валентинович. Ершовсен ывăлĕсем Валентинпа Александр - водительсем. Хĕрĕ Марина Красноармейски районĕн администрацийĕнче вăй хурать. Валентинпа Александр хăйсен «фурисемпе» тĕрлĕ çĕршыва çÿреççĕ, тавар турттараççĕ. Вĕсем çемьеллĕ. Пурте Красноармейски салинче пурăнаççĕ. Екатерина Ильиничнăпа Анатолий Валентиновичшăн 7 мăнукĕ - чăн-чăн йăпанăç. Аслă Ершовсем тăван ялĕнче, Янкасра, капмар çурт çĕкленĕ. Ачисемпе мăнукĕсем кашни канмалли кун ашшĕ-амăшĕн килне васкаççĕ. Мунча хутаççĕ, шашлăк ăшалаççĕ. «Мăнуксем ачасенчен «тутлăрах» теççĕ-и-ха? Тĕрĕсех. Мăнуксем шкула кайма пуçласан пĕррехинче канмалли куна килеймерĕç. Ай-яй, вĕсемсĕр мĕнле йывăр! Чунра тем çитмест… Шавлаççĕ пулсан та мăнуксемпе лайăх», - калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи. Ачасене воспитани пама, çемье пурнăçне йĕркелеме çăмăлмар. Чылайăшĕ çакнаашшĕамăшне пăхса туса пырать. «Аттепе анне пире мĕнле пăхнă, ачасене те çавăн пек пăхма тăрăшрăмăр. Кил-çуртра чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть. Аттепе анне пирĕншĕн тĕслĕх пулнă. Ача чухне атте пек пулма тăрăшаттăм. Халĕ те чылай ĕçе ун пек тăватăп. Хама атте пек тытма тăрăшатăп. Вăл вĕрентнĕ вăрттăнлăхсене халĕ ачасене уçса паратăп. Пĕчĕк чухне эпĕ атте-аннерен кăна мар, кирек камран та лайăххине илме тăрăшаттăм. Мана çакна никам та каламан. «Çынсен лайăх енĕсене илмелле, вĕренмелле», - тетĕп халĕ ачасемпемăнуксене. Манăн шухăшпа, пирĕн пурнăçра тĕл пулнă кашни çын хăйне май - учитель. Хăшĕсем пире - вăйлăрах, теприсем - ăслăрах пулма, виççĕмĕшĕсем каçарма вĕрентеççĕ. Хăшĕпĕри телейлĕ пулма тата кашни куншăн савăнма хавхалантарать… «Çемье пурнăçĕ хĕрарăмăн чăтăмлăхĕнчен нумай килет», - теççĕ. Тĕрĕссипе, иккĕшĕнчен те нумай килет. Лайăх çемье тăвас  тесен упăшкипе арăмĕн те нумай вăй хурас пулать. Пĕр-пĕрне ăнланма пĕлмелле. Ăнланмасан, каçармасан пурнăç пулмасть. Кÿренмелли пулать çемьере, хутшăнура. Эпир, водительсем, ахаль те кăшт вĕрирех. Çул çинче темĕн те куратпăр та… Çемье енчен хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Кăмăллă эпĕ. Ачасемпе пĕрле ытларах пулма тăрăшаттăм. Эпĕ хам та ача чухне аттерен пĕрре те уйрăлман. Ялан ун хыççăн çÿреттĕм, пĕрле ĕçлеттĕм. Ачаран тенĕ пекех Ял хуçалăх техникин автопаркĕнче тăрăшрăм. Водительсене мĕн пĕчĕкрен пĕлнĕ, мана та палланă вĕсем. Хам та машина патĕнче аппаланса ÿсрĕм, ачасемтехамăн «тимĕрут» айĕнче упаленсех çын пулчĕç. Чăх хыççăн чĕпписем чупаççĕ-çке, чат çавăн пек. Рейса кайнă чухне те: «Вăт çавнатăвăр», - тесе хăвараттăм. Çапах ытларах чухне ачамсем пĕрле ĕçлесе вĕреннĕ. Паллах, тÿрех пурне те вĕрентсе çитерейместĕн. Çын ĕçлесе вĕренсе пырать. Ăс-хакăл пĕчĕккĕн пуçтарăнать», - калаçу çăмхине сÿтрĕ Анатолий Валентинович. Вăл малашне те ачисемпе мăнукĕсене пулăшса, хавхалантарса пыма ĕмĕтленет. Эпир тĕл пулнă кун мунча кăмакине юсатчĕ. Аслă ывăлĕн çуралнă кунĕ çывхарать-мĕн, çавăнпа канмалли кун çемьене пуçтарса шашлăк пĕçересшĕн. «Телее, виçĕ ачи те хамăрпа юнашар. «Ачасен таçта каймалла ан пултăрччĕ, çывăхрах пурăнччăр. Пĕрле ĕçлесчĕ, пĕрлех савăнасчĕ», - теттĕм тĕпренчĕкĕмсем пĕчĕк чухнех. Мухтав Турра, ĕмĕтĕм çитрĕ», - пĕтĕмлетрĕ Анатолий Валентинович. Анатолий ЕРШОВ: «Пĕрремĕш юратăва» качча илни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех мăшăра саватăп. Арăм çакна хакларĕ: лайăх йăва çавăрма пултарчĕ. - Мăшăрланура чĕрĕк ĕмĕр пурăнса курман пĕр çын та чăн-чăн юрату мĕн иккенне пĕлмест. Екатерина ЕРШОВА: «Юратупа шанчăклăхшăн» медале парсан савăнăçлă пулăма ачасемпе, мăнуксемпе пĕрле пухăнса паллă турăмăр. «Эпир тĕслĕхлĕ çынсем те мар ĕнтĕ», - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне кĕрекене пуçтарăнсан Толя. «Çук, атте, эсĕ пирĕншĕн тĕслĕх», - çирĕплетрĕ аслă ывăлăмăр Валентин. Упăшка ĕçкĕпе нихăçан та иртĕхмен, ялан ĕçлет. Ашшĕ килте чухне ывăлăмсем унран пĕрре те уйрăлман, халĕ те çавах. Ялан машина айĕнче чакаланаççĕ. Толя пур енĕпе те пултаруллă, мĕн пур ĕçе тĕплĕ тăвать. Çулсем иртнĕçемĕн пĕр-пĕрне хĕрхенесси, упрасси, хисеплесси вăйланать. Халĕ вăл мана ытлах ĕçлеттересшĕн те мар. Килĕштерсе пурăнасси хăйне хăй пулса пырать. Çамрăк чухнех хĕрарăмăн хăçан чĕнме юранине, хăçан çăвара шыв сыпмаллине пĕлеттĕм. Яланах майлаштарса пынă. Майлаштарма аннерен вĕреннĕ-ши? Атте кăштах кăрарахчĕ, анне - лăпкăччĕ. Хĕрарăм шăпăрт пулма пĕлмесен çемье тытăнса тăмасть. Пирĕн килте яланах çураçу хуçаланнă, халĕ те çаплах. Хĕвел тухăç  халăхĕсен ăслайĕ çамрăк чухнех куç  тĕлне пулнăччĕ: «Ăслă хĕрарăм арçынна калакан кашни сăмах çумне пылакне хушать, арçын хăй калакан пур сăмахран та тăварне кăларать». Çакна яланах асра тытатăп.

Роза Власова ("Хыпар", 120-121 №№, 29.10.2021)

Миçе çын пăхнă: 205 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024