Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 43
Хăнасем: 43
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2021 » Авăн » 11 » Анатолий Алексеев музыкант-юрăçа "Чăвашлăха аталалантарнăшăн" медальпе чысланă
Анатолий Алексеев музыкант-юрăçа "Чăвашлăха аталалантарнăшăн" медальпе чысланă
18:15
Сăн ÿкерчĕк

Анатолий Петрович Алексеев 1956 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Яманак ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинчи оркестр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн, 2008 çулччен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатнă. Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре пулнă. Çар хыççăн, 2012 çулчченех, Упири, Яманакри, Красноармейскинчи Культура çуртĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçинче, Яманакри тата Карайри шкулсенче музыка учителĕнче вăй хунă. Хăй вăхăтĕнче Яманакри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Нестер Янкас ячĕллĕ Премин лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулнă. 2012 çултан вара районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене, çав шутра "Карай ен" пултарулăх ушкăнне те, районти Культура çурчĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен хорне те ертсе пырать, республикăри тата Раççейри пултарулăх каçĕсене хутшăнать. Опытлă методист хутшăннипе "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕ, Культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен ушкăнĕ тĕрлĕ шайри конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Районта вăл хутшăнмасăр пĕр пултарулăх каçĕ те, пĕр концерт та иртмест теме пулать. Унăн пултарулăхне республикăмăр та пысăк хак панă - 1992 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. 2016 çулта музыка искусствине тата халăх пултарулăхне аталантарнăшăн Ф.П. Павлов ячĕллĕ медале тивĕçнĕ. Нумай çул хушши тăван Трак енре халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, юрă-кĕвĕ ăсталăхне çÿллĕ шайра тытса пыма пултарнăшăн Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Культурăпа вулавăш ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджет учрежденийĕ çумĕнчи «Трак ен» юрăпа ташă халăх ансамблĕнче нумай çул хушши хастар ĕçленĕшĕн, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕн пайташне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн членне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Алексеев Анатолий Петровича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă. «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи авăн  уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи культурăпа кану çуртĕнче чаплă лару-тăрура ирттереççĕ.

Миçе çын пăхнă: 188 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024