Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Чÿк » 16 » Асамлă тĕрĕ-çĕвĕ тĕнчинче
Асамлă тĕрĕ-çĕвĕ тĕнчинче
22:36
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн вĕçĕнче районти краеведени музейĕнче Культура çулталăкне халалласа «Асамлă тĕрĕ-çĕвĕ тĕнчинче ăсталаннă Трак ен çи-пуçĕ» темăпа ал ăстисен куравĕ уçăлчĕ. Чаплă курав тесен те йăнăш пулмĕ. Курава тăратнă кашни экспонат куçа илĕртет, чунра ырă туйăм çуратать. Курса киленме те, пăхса тăранма та май çук. Асатте-асаннесен авалхи çи-пуçĕнчен пуçласа паянхи илемлĕ тумтир таранах паллашма пулать унта. Çавсене йăлтах халăх алли ăсталанă, тĕрлĕрен тĕрĕ-эрешпе илемлетнĕ. Мĕн чухлĕ ăсталăх, пултарулăх, тăрăшулăх, чăтăмлăх, хастарлăх, ыркăмăллăх, чунлăх палăрса тăрать çав япаласенче. Кашни япали – пысăк пуянлăх. Харпăр хăй илемлетсе ăсталанă ĕçсене нимĕнле укçапа та виçме май çук. Вĕсене ăшă куçпа та чунпа çеç хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунă. Çавăнпа илемлĕ те вĕсем, çавăнпа чуна тыткăнлаççĕ те.

Музей ĕçченĕ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ăстисемпе калаçса, кашни япалишĕн яваплăха хăй çине илсе çак курава йĕркелеме пултарнă. Экспонатсене пĕлсе вырнаçтарнă вăл: эстетика тĕлĕшĕнчен те паха, содержани енчен те пуян.

Халăх ăсталăхĕ иксĕлми иккен. Мĕн кăна çук куравра: илемлĕ тĕрĕллĕ хĕрарăм тата арçын кĕписем, сурпансем, масмаксем, чĕнтĕрлĕ вырăн хатĕрĕсем, хура халат, шурă шупăр, кĕрÿ минтерĕ, çытар пичĕ, çыхнă тутăрсемпе кофтăсем, ал шăллисемпе ал тутрисем, … Чăваш халăхĕн пурлăх культури – йăлтах куç умĕнче. Унсăр пуçне куравăн пĕр пайне алăпа тĕрлесе илемлĕ рамăсене вырнаçтарнă  портретсем, сюжетлă ÿкерчĕксем, йывăç-курăк, чечексем, кайăк-кĕшĕк йышăнаççĕ. Вĕсем, йăлтăркка вĕтĕ шăрçасемпе (бисерпа)  тĕрленĕскерсем, тĕлĕнмелле капăр курăнаççĕ.

Курава йĕркелеме пулăшнă ал ăстисем – Трак тăрăхĕн пултаруллă ĕçченĕсем. Вĕсем хăйсен çĕлес-тĕрлес ăсталăхне пĕр-пĕр кружокра е хăйсем тĕллĕн туптаççĕ. Тĕслĕхрен, «Заволжски» клубĕ çумĕнчи «Ал ăсти» («Рукодельница») кружока çÿрекенсем курава пурĕ 116 ĕç тăратнă. Вĕсем – Наталья Ефимова, Лариса Артемьева, Светлана Суховетрюк, Елена Тюмерова, Наталья Ильина, Антонина Леонтьева, Ирина Федорова, Надежда Сидорова, Валентина Иванова, Валентина Егорова, Эмилия Васильева, Эльвира Калинина, Надежда Яковлева, Светлана Петрова, Ирина Сергеева, Ольга Романова, Зоя Степанова, Людмила Каршова, Валентина Петрова. Çак маттур ăстасене вĕрентсе хавхалантарса пыраканни вара «Ал ăсти» кружок ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михайлова Жанна Михайловна.

Асаннесен арчинчи тĕрĕллĕ çи-пуçа е харпăр хăй тĕрлесе илемлетнĕ япаласене курава тăратнисем татах та пур. Вĕсем те ăста маçтăрсем – Альбина Лебедева (Красноармейски), Людмила Козлова (Кĕçĕн Шетмĕ), Ольга Дмитриева (Красноармейски), Раиса Евсеева (Именкасси), Римма Яковлева (Чатукасси), Сира Спиридонова (Крентейкасси), Наталья Лукина (Чатукасси), Галина Ефимова (Еншик Чуллă), Лина Александрова (Красноармейски), Надежда Андреева (Красноармейски), Алена Федотова (Красноармейски).

Валентина Аркадьевна курава пынă çынсене ăшшăн кĕтсе илет, экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарать. Курав уçăлнăранпа музейра пин ытла çын пулса курчĕ. Вĕсем пурте куравпа кăмăллă, музей ĕçченĕсене, экспонатсен хуçисене тав тăваççĕ, кăмăл çĕкленĕвне палăртаççĕ. Ытларах çакăн пек куравсем шкул ачисемшĕн усăллă. Красноармейски шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пурте тенĕ пекех куравпа паллашма пултарчĕç. Шкул администрацийĕ музейăн пуçарăвне хапăлласах йышăнчĕ, ачасене районти ал ăстисен ĕçĕсемпе паллашма майсем туса пачĕ. Трак, Чатукасси, Именкасси шкулĕсенче вĕренекенсем  те хаваспах курава çитсе курчĕç, хăйсем пĕлекен-паллакан çынсен тата тăванĕсен ĕçĕсене курса савăнчĕç. Упи, Пикшик тата ытти шкулсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те çитес кунсенче курава пырса курас кăмăллă.

Валентина Аркадьевна, шкулта 28 çул хушши ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕскер, ачасен кăмăл-шухăшне лайăх пĕлекенскер, (вăл – педагог та, воспитатель те, тавра пĕлÿçĕ те, экскурсовод та) вĕренекенсемпе кăмăллăн калаçса, уçăмлăн ăнлантарса, арçын ачасемпе хĕр ачасен чунĕсене ырă шухăшсемпе пуянлатса, ал ăстисен пархатарлă ĕçĕсемпе мăнаçланса йĕркелесе пычĕ курав ĕç-хĕлне.

Куравра шкул ачисем çеç мар, аслисем те чылайăн пулса курма ĕлкĕрчĕç. Музей директорĕ В. Серафимов тăрăшнипе Шупашкарти куçса çÿрекен куравсем те хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма май тупрĕç Трак ен çыннисене.

Ал ăстисен куравĕ чÿк уйăхĕн вĕçĕчченех ĕçлет. Çитсе курма ĕмĕтленекенсене хапăл тусах йышăнаççĕ. Тавра курăма анлăлатни, чун-чĕрене пуянлатни пуриншĕн те усăллă пулĕ.

Пуçаруллă та ырă ĕçшĕн ЧНКан Трак енри уйрăмĕн правленийĕ музей ĕçченĕсене тав тăвать. Малашне те музей ĕçĕ-хĕлĕ ăнса пытăр, курăмлăхпа пуянлансах  тăтăр.

Зинаида Михайлова, ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи

Миçе çын пăхнă: 585 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024