Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 5
Хăнасем: 5
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 23 » Асран каймаççĕ çав кунсем
Асран каймаççĕ çав кунсем
23:25
Сăн ÿкерчĕк
Афганистан, афганец... Пирĕн çĕр-шывра пурăнакан ватти-вĕттишĕн те çак сăмахсем ыттисенчен уйрăм, питех те пĕлтерĕшлĕ пулса юлчĕç. Ку ахальтен мар. СССР пулнă çĕр-шывăн салтакĕсемпе офицерĕсем вунă çула яхăн (1979—1989) кÿршĕллĕ çĕр-шывăн интересĕсемпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕленĕ-çке. 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче вара пирĕн çарсене асăннă туллă-сăртлă çĕр-шывран илсе тухнă. 
Унтанпа кăçал 23 çул çитрĕ. Çав датăна Раççейре воин-интернационалистсене асăнмалли кун тесе палăртнă. 
Çапла, çулленех нарăс уйăхĕн çурринче хаяр та вут-çулăмлă, юнлă тутăçусем витĕр тухнă ĕнерхи салтаксем Асăну кунне пухăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Трак енре çуралнă 90 ытла каччă Афганистан вăрçи витĕр тухнă, паянхи куна вĕсенчен 18-шĕ пирĕн тăрăхра пурăнать. 
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн залĕ райцентрта пурăнакансемпе, шкулсенче вĕренекенсемпе тулнă. Малти ретре çав вăрçа хăйсем тÿссе ирттернĕ салтаксем лараççĕ. Çара кайма повестка илнĕ е присяга тытнă чухне каччăсенчен нумайăшĕ хĕр тутине те чуп туса курман пулĕ, паян вара вĕсем ачасен ашшĕ, хăшĕ-пĕри аслашшĕ-кукашшĕ пулса тăнă. 
Залта вырнаçтарнă экран çине çав вăхăтри вăрçăн эпизочĕсем тухаççĕ. Вунă çул... Истори тапхăрĕпе шутласан ытла пысăк вăхăтах мар пулин те, никама кирлĕ пулман вăрçăшăн вара... Çак тапхăрта пиншер те пиншер салтакпа офицерăн кун-çулĕ татăлчĕ. Пирĕн салтаксем алла пăшал тытса душмансене хирĕç кăна çапăçман, вĕсем Афганистанра çурт-йĕр çĕкленĕ, çулсем тунă, хаяр тăшманран аэропортсемпе вокзалсене сыхланă, çĕр-шывшăн чи пĕлтерĕшлĕ ытти обăектсене хÿтĕленĕ. 
Вăрçăсем тĕрлĕрен вĕçленеççĕ. Пирĕншĕн Афганистанри те çаплах пулчĕ. Акă экран çинче çавна сăнлакан кадрсем вырăн тупнă. Афганистана Таджикистанран уйăракан 800 метр ытла хывнă кĕпер урлă бронетранспортерсемпе пехотăн çар машинисем, юлашкинчен вара пирĕн çарсен командующийĕ Б. Громов генерал каçаççĕ. Çапла вĕçленет Афганистан вăрçи. 
Асăну кунне пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаковпа ЧР юстици министрĕ Н. Прокопьева саламларĕç. "Эсир çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе, çар присягине чыслăн пурнăçланă. Анчах епле вăрçă та çухатусăр пулмасть. Эпир туллă-сăртлă çĕр-шывра, каярах Çурçĕр Кавказра пуç хунисене нихăçан та манмăпăр. Сирĕн вут-çулăм витĕр утса тухнă кун-çулăр паянхи яш-кĕрĕмшĕн чăн-чăн паттăрлăх пулса юлĕ. Паянхи мирлĕ пурнăçра та эсир ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Малашне те çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сире”, — терĕç вĕсем. Андрей Владимирович К. Степановăн кăкăрĕ çине "Афганистан вăрçин ветеранне” медаль çакса ячĕ. Ÿсекен çамрăк ăру хушшинче патриотизмла воспитани ĕçне тивĕçлипе туса пынăшăн А. Чаховскипе И. Иванова район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Наталья Викторовна вара А. Аркадьева, Раççейри Афганистан ветеранĕсен канашĕн ЧР организацийĕн районти уйрăмĕн председательне А. Терентьева, Чечен Республикинче пынă юнлă тытăçусен вăхăтĕнче çар хĕсметне Çурçĕр Кавказра ирттернĕ А. Тюмерова Чăваш Республикин Юстици министерствин хисеп грамотипе наградăларĕ. Савăнăçлă мероприятине Афганистан вăрçинче пуç хунă Çĕнĕ Йĕкĕтри Валерий Кацовăн ашшĕ Василий Андреевич Кацов, Енĕшкассинчи Виталий Степановăн шăллĕсем Константинпа Иван Степановсем хутшăнчĕç. 
Акă еплерех аса илчĕç вăл вăхăта ĕнерхи салтаксем. А. Терентьев: "Вăхăт иртет, кун хыççăн кун хыçа юлать. Маншăн вăрçă хирĕнче илнĕ "За боевые заслуги” медальтен, çарти туслăхран хакли çук. "А. Чаховский: "Мана çарта икĕ çул та пилĕк уйăха яхăн служба кунĕсене ирттерме тиврĕ. Çак тапхăрта çуралнă ен нихăçан та асран тухман ĕнтĕ, хăй патнех туртнă. Командир хăй патне чĕнсе илчĕ те: "Чаховский юлташ, ыран киле кайма хатĕрленĕр, терĕ”. Çак сăмахсене илтсен епле савăнмăн ĕнтĕ”. И. Иванов: "Эпир çар службине ирттернĕ вăхăтра çĕр-шывăн хăрушсăрлăх службин органĕсен ĕçĕ çÿллĕ шайра пулнă. Пирĕн, салтаксен, киле яракан çырусенче çарти нимĕнле вăрттăнлăха та, служба кунĕсене ăçта, хăш чаçре ирттернине те пĕлтерме юраман. Эпир çапла тунă та. Пĕр çырура эпĕ конверт ăшне Афганистан хăйăрне чиксе янăччĕ”. 
Епле уяв-ха вăл юрă-ташăсăр? Пухăннисене "Заволжский” клуб çумĕнчи вокалпа инструментсен "Апрель” ансамблĕн ертÿçи Е. Небытов "Мертвый взвод”, çарпа çыхăннă ытти юрăсене, А. Тюмеров "Мой дом Россия”, А. Тюмеровпа Е. Небытов "За волю” юрăсене парнелерĕç, "Çăл куç” ансамбль (Кĕçĕн Шетмĕ) пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Андрей Леонидович афганецсене: "Эсир пирĕн пиччесем, сирĕнпе пирĕн хушшинчи туслăх малашне те çирĕпленса пытăр”, — терĕ. А. Маркова вĕренекен "Простите, мальчики” сăвă вуларĕ. 
Уява килнисем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнисене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç, афганецсен ушкăнĕ райцентрти Мухтав Монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Ю.Борисов
Миçе çын пăхнă: 613 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024