Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Борис Романов — халăх асĕнче
Борис Романов — халăх асĕнче
17:12
Сăн ÿкерчĕк

“Тухать ирĕке чĕремри чĕрĕ сăввăм. Шăрантăр текех халăхра хĕлĕн-çăвĕн. Вăл ман ятăмран пуринпе те калаçтăр, Ан чактăр хамран, çĕнтерсе çеç çураçтăр”, — çырнă Б. Романов виçĕ теçетке ытла çул каялла П. Афанасьева халалланă хăйĕн “Чĕремри çĕнĕ сăввăм” хайлавĕнче. “Хаклă Борис Александрович! Ан пăшăрхан. Лăпкă çывăр. Пурăнаççĕ паян та халăхра, ентешỹсен асĕнче сăввусем. Малашне те пурăнĕç”. Çак сăмахсем пуçа килчĕç мухтавлă ентешĕмĕр çĕр çине килнĕренпе 70 çул тултарнă хыççăн. Çавра датăна, унăн ытти юбилейĕсем пекех, хальхинче те манмарĕç. “Тăван Атăл” журнал (2016,12 №) сăвăçăн “Хĕл ларсан” сăввисен ярăмне пичетлерĕ. “Ял пурнăçĕ” хаçатра манăн “Тарăн касă” (2016, декабрĕн 27-мĕшĕ), Г.Кузнецовăн “Поэт пирĕнпех” (2017, январĕн 27-мĕшĕ) статьясем тухрĕç. Февралĕн 3-мĕшĕнче вара сăвăçа, педагога (1970—1974 çулсенче вăл Çавалхĕрри Кăнашри шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ), журналиста (ăна районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн яваплă секретарĕнче, Чăваш телевиденийĕн литературăпа драма передачисен аслă редакторĕнче ĕçлеме те тỹр килнĕ) ентешĕсем сума сурĕç. Вăл çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа Янкасри вулавăшра “Борис Романов поэтăмăр халăх асĕнче” астăвăм кунĕ иртрĕ. Ирхине 10 сехетре Янкасри вулавăш çуртне çывăхри ялсенче пурăнакансем хĕл сиввине пăхмасăрах йышлăн пухăнчĕç. Борис Александрович çуралнă Кивĕ Йĕкĕтрен те çынсем пур. Эпĕ те сăвăçа çывăх пĕлнĕ тата районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертỹçи пулнă май ку мероприятире пултăм. Ял çыннисем патне районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертỹçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) те çитнĕ. Вулавăш ĕçченĕ Г. Ильина паллă датăна уявлама тĕплĕн хатĕрленнĕ, халăха пĕлтернĕ, ытти ĕçе йĕркеленĕ. Б. А. Романов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те вăл ăшшăн аса илчĕ, унăн манăçми сăввисене вуларĕ. Александр Романович Романовпа Матрена Алексеевна Алексеевнан 10 ачаран тăракан йышлă çемйинче Борис 5-мĕш ача çитĕннĕ. Ĕçчен ача пулнă. Шăллĕсем аса илнĕ тăрăх, Борис шкулта пĕлỹ илнĕ çулсенче килте кăнтăрла хуçалăхри ĕçсенче пулăшнă, каçхине урок тума ларнă. Тăрăшса вĕреннĕ. Сăвăсем çырма та вăхăтне тупнă. Пурăннă чух унăн Чăваш кĕнеке издательствинче 2 кĕнеке — “Ĕненỹ”, “Сенкер хĕвел” (ун хыççăн ăна СССР писательсен Союзĕн членне илнĕ), вилсен “Кăкăр сĕчĕ”, “Пăхаттир” (ку кăларăма ача-пăча валли çырнă сăвăсем кĕнĕ) кĕнекесем тухнă. Ентешсем Борис Романова манмаççĕ, тăтăшах ун ячĕпе астăвăм каçĕсем ирттереççĕ. Янкасри Н. Ершов сăвăç хăй поэтпа мĕнле çыхăну тытни çинчен каласа пачĕ. Николай Гаврилович Бориса пĕчĕкрен, çулла çаруран чупса çỹренĕ вăхăтранах курнă, пĕлнĕ. Каярахпа, вăл çитĕнсен, хăш-пĕр чух иккĕшĕ тĕл пулса хăйне евĕр “пултарулăх урокĕсене” те ирттернĕ. "Борис ача чухнех хăйĕн ĕçне ялан вĕçне çитерме çине тăратчĕ. Ку паха ене вăл пурнăç тăршшĕпех çухатмарĕ, пултарулăхне аталантарса пычĕ”, — терĕ Николай Гаврилович. Романова халалласа çырнă хăйĕн сăввине вуласа пачĕ. Эпĕ пурнăçра хам Б. А. Романовпа тĕл пулнă самантсене аса илтĕм. Унпа эпир пĕрле çитĕннĕ, вĕреннĕ, райхаçат редакцийĕнче пĕрле ĕçлеме те тỹр килнĕ. Унран çулпа икĕ çул ытла кĕçĕнрех пулнă май эпĕ ăна аслă юлташ вырăнне хунă, чун-чĕререн хисепленĕ. Унăн çитĕнĕвĕсем пире савăнтарнă, мăнаçлантарнă, хамăра та пултарулăх çулĕпе хăюллăнрах утма чĕннĕ, хавхалантарнă. Вăл паян та пирĕн чĕрере, чăннипех çутă маяк вырăнĕнче. Янкасри Ю. Ефремова, Чаканарти Ю. Волков астăвăм кунне хăйсен асаилĕвĕсемпе пуянлатрĕç, Б. Романовăн пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи тĕрлĕ самантсене ăшă кăмăл-туйăмпа аса илчĕç. Пухăннисем чаплă сăвăçăн ятне ĕмĕр асра тытса пурăнма, Кивĕ Йĕкĕт ялĕнчи вăл пурăннă çурт çине асăну хăми çакма кирлине палăртрĕç. Сăвăç çуралнă килте халĕ унăн шăллĕ Харитон пурăнать. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ хăйĕн концертне Ю. Кудаков Б. Романов сăввипе кĕвĕленĕ “Чĕнеççĕ хăнана” юрăпа пуçларĕ. Ытти юрăсемпе ташăсене те хапăл туса йышăнчĕç ял çыннисем.

***

Мартăн 2-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче “Янкас вулавĕсем” ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ пулать, унта та Б. Романовпа унăн пултарулăхне тивĕçлĕ хак парĕç.

И. Прокопьев.

Миçе çын пăхнă: 404 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024