Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслă категориллĕ учитель, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Конкурс материалĕсен рецензенчĕ - Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Виноградов Ю.М. профессор. Акă, 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах-2011" V инçет вăйă конкурс пуçланать. Вăйă конкурс йĕркине çакăнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3 Вăйă конкурс икĕ турпа иртет. Пĕрремĕш тур - куçăмсăр тур. Вăл инçет майпа "Çамрăк ăсчах-2011" вăйă конкурсăн сайчĕ урлă иртет, ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Иккĕмĕш тур - куçăм тур. Вăл ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче иртет. Унта пĕрремĕш турта чи нумай балл пухнă 15 шкул ачи хутшăнмалла. Вăйă конкурс çĕнтерÿçи "Çамрăк ăсчах-2011" медале тата I степенлĕ Диплома çĕнсе илĕ. Призерсемпе финала хутшăннисем вара - II тата III степенльĕ Диплома тивĕçĕç.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен