Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕрентет Алла Скворцова. Çамрăк специалист вĕренекенсене çут тĕнче илемне алла илме хăнăхтарать çеç мар, хăй те ỹнер куравне йĕркелет. Акă, иртнĕ эрнери Красноармейскинчи вăтам шкулта А. Скворцован ĕçĕсен выставки уçăлчĕ. Курава пурĕ 29 ỹкерчĕк тăратнă. Пысăк калăпăшлă ỹкерчĕксен йышне “Вăрçă ачисем”, “Вырăс-турккă вăрçи”, Лоуренс Альма — Тадем художникăн “Выртакан натурщица” картинăн копийĕ, “Декаденство эпохи — Игорь Северьянин” ĕçĕсене кĕртмелле. Вĕсенче автор сăнарсен чунри туйăмне, çав тапхăрти лару-тăрăва чĕрене пырса тивмелле ỹкерсе панă. “Вăрçă ачисем” — А. Скворцован диплом ĕçĕ. Унăн ертỹçи — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Н. Г. Егоров — Карай тăрăхĕнчен. “Живопись” енĕпе специализациленнĕ Алла Игоревна пир çине çуллă сăрăпа ỹкерме юратать. Выставкăри портретсемпе натюрмортсем, пейзажсемпе эскизсем куракансен кăмăлне каяççĕ. Курава уçнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан А. И. Васильев, шкул директорĕ С. М. Гаврилова, учительсемпе районти воспитательсем хутшăннă, сăмах каланă. Эпĕ те Мăн Шетмĕ вăтам шкулта ĕçлекен А. Скворцова куравĕпе паллашрăм. Вăл хăй педагогĕн шанăçне тỹрре кăларни савăнтарать. Алла сăрăпа, тĕспе ĕçлемелли меслетсемпе пĕлсе усă курать. Акă, “Вăрçă ачисем” диплом ĕçĕнче ỹкерчĕкри ачасен сăнарне, çав тапхăрти лару-тăрăва тĕксĕм калоритпа çутатнă. “Эпĕ куракансем ячĕпе çамрăк педагога творчествăра çĕнĕ ỹсĕмсем сунасшăн”, — терĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, ỹнерçĕсен районти секцийĕн ертỹçи Н. Кривошеев. Кăмăл тăвакансене курава пырса курма чĕнеççĕ.
В. Захаров |