Иртнĕ кунсенче Трак тăрăхĕнчи шкулсенче истори, географи тата общество
пĕлĕвĕ вĕрентекенсен ушкăнĕ (18 вĕрентекен) Чăваш Республикипе юнашар вырнаçнă
кÿршĕ Мари ел Республикин шĕкĕр хулине – Йошкар-Олана çул тытрĕç. Унта вĕсем
хула центрĕнче çĕкленекен çĕнĕ архитектура микрорайонне çитсе курчĕç, тĕрлĕ паллă
вырăнсенче экскурире пулчĕç. Вĕрентекенсене уйрăмах çармăссем хăйсен тĕп хулин
историне, унпа çыхăннă паллă çынсен ячĕ-шывне çĕклеме тăрăшни кăмăла кайрĕ тата
Европа шайĕнче тăракан архитектура çурчĕсемпе парксем, урамсемпе лапамсем
çĕклеме вăй-хал çитерни тĕлĕнтерчĕ. Экскурсие йĕркелекенĕ – районти методика
пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Красноармейски шкулĕн истори вĕрентекенĕ Илларионова Л.Ю.
Вĕрентекенсем çак хулана районти шкул ачисене те килсе кăтартсан вĕсен
пĕлÿпе тавракурăм шайĕ ÿсессе палăртрĕç.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен