Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 11 » Çĕр пĕр çулхи Вĕçелис каллех... Тусайран
Çĕр пĕр çулхи Вĕçелис каллех... Тусайран
22:44
Сăн ÿкерчĕк
Упи ял тăрăхне кĕрекен Тусай ялĕ чăннипех те вăрăм ĕмĕрлĕ çынсемпе палăрчĕ: 21 çул каялла Александр Александрович Александров 101 çул та пĕр уйăх пурăнсан çĕре кĕнĕ. 2012 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче кунти ĕçпе вăрçă ветеранĕ Павел Трофимович Трофимов 101 çул тултарнăччĕ. Вăл халĕ те хăйне чиперех туять. Ун пирки райхаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче вара Василиса Григорьевна Григорьева 101-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Сăмах май, çулталăк каялла кинемин 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе "Ял пурнăçĕ” хаçат умлă-хыçлă икĕ пысăк статьяпа паллаштарнăччĕ вулакансене.
Çулталăк хушшинче Вĕçелис кинеми еплерех улшăннă-ши тесе, ун патĕнче менелникĕ çитиччен 5 кун маларах пулса куртăм. Пĕлтĕрхи пекех, вăл мана чÿрече витĕр асăрхаса, аллисене çĕклесе пÿртренех саламларĕ. Ывăлĕпе кинне çийĕнчех систернĕ пулас: хирĕç тухсах кĕтсе илчĕç çак хăтлă кил-çурт хуçисем. 
Ренăпа мăшăрĕ — Дуся — вун виççĕмĕш çул пăхса пурăнаççĕ амăшне. Çавăнпах пулĕ, пĕлтĕрхинчен нимех те улшăнман тесех шутларăм: çав-çавах йăрă, вăр-вар, хаваслă, куçĕсем чăр-чăр та вичкĕн пăхаççĕ, хăлхисем лайăх илтеççĕ. Пÿрте кĕнĕ-кĕмен хирĕç тухса алă тытрĕ. Яланхи пекех çыпăçуллă тумланнă. Савăнăçлăранах пулĕ-ăшĕнче юрă ĕнĕрленĕ сасă тута-çăварĕнченех илтĕнет... 
Çапла тепĕр хут ăшшăн калаçса лартăмăр кинемипе. Мана та вăл сăн-питрен çитмĕл çултан иртнĕ çын пек мар — çамрăкрах та илемлĕрех туйăнатăн тесе мухтасах каларĕ, хавхалантарчĕ. Кĕскен аса илтеретпĕр: Василиса Григорьевна Тусай ялĕнчех çуралнă. Ашшĕ — Кĕркури — Макçăм ывăлĕ пулнă. Амăшĕ те — Татьян — ялти хĕрех, анчах та ăна Яманакран Тусай çынни усрава илнĕ иккен. 
Унпа пĕр тăваннисем Яманакра Кĕтеринпа Клава (Кăлати) пулнă. Кĕтеринăн ывăлĕ — Мĕкĕте, хĕрĕ — Урине. Кăлатин хĕрĕпе кĕрÿшĕ — Тамарăпа Гера. Ашшĕ енĕпе вара Çитăр мучĕшĕ шутланнă Вĕçелисшăн. Çитăрăн ачисем те йышлăччĕ: Петĕр, Хĕветĕр, Хĕветле, Хĕветÿри... 
Вĕçелисăн та пĕр варта çитĕннисем тăваттăн çут тĕнче курнă: хăй тата Йăванпа Михал, Пăлаки аппăшĕ. Пиччĕшĕсем иртнĕ вăрçăра вилнĕ. Пăлаки Васнара качча тухнăччĕ... Пĕве çитсен Вĕçелис та ялти Евдоким Ивановпа мăшăрланнă. 55 çул пĕрле пурăннă вĕсем. Упăшки вăрçăра пулнисене шутласа, паллах. Мăшăрĕ 82 çулта чух çĕре кĕнĕ унăн. Тăватă ывăла çуратса тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ вĕсем — çĕр-шыва юрăхлă çынсем тунă. Халĕ Витя, Валерьян, Володя, Гена хăйсем те тахçанах пенси çулĕсенче ĕнтĕ. Каларăмăр: амăшне кĕçĕн ывăлĕпе — Геннадий Евдокимовичпа Евдокия Ивановна Ивановсем пăхаççĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çĕнĕ çурт лартса, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тăван килех таврăннă вĕсем. 
— Эсир хунеçупа пĕр ятлă, кĕрÿсем те Йăван пулнă: Евдоким Ивановичпа Евдокия Ивановна, — тесе шÿтлесе илтĕм. 
— Çавă çеç те мар, хÿнеçепе хуняма мана питĕ килĕштернĕ-юратнă. Эпĕ те вĕсене çаплах кăмăлланă, — хушса хучĕ вашаватлă кинĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Нĕрĕш ял хĕрĕ пулнăскер. 
Вăл каланисем ман куç умĕнчех тÿрре тухрĕç: çийĕнчех тăрса хунямăшне ăшăрах кофта пырса тăхăнтартрĕ — шăнса ан пăсăлтăр терĕ пулас. Çавăнпа пĕрлех ватă çын 100 çул тултарнă хыççăн пĕрре те чирлеменнине пĕлтерчĕ. Юн пусăмĕ хăпарнă самантсем пулнă-ха, анчах васкавлă пулăшу чĕнмен. Иртнĕ çуркунне участокри врач хушнипе ватă çынсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç район больницинче. Тухтăрсем те тĕлĕнсе кайрĕç 101 çула кайнă кинеми сывлăхĕ çирĕп пулнине ĕненсе. 
Тепре чух вар-хырăм ыратни, апат анманни пулкалать имĕш. Çапах та эмел ĕçмесĕрех ирттерсе ярать кинеми. Çирĕп сывлăхăн сăлтавне çапла та çыхăнтарма пулать: ватă хăй пĕлнĕ пек асăрханса пурăнать. Вăхăтпа çыврать, тăрса кил хушшине тухса кĕрет. Нумай çÿремест хĕлле. Çулла вара урамра уткалать, сак çине ларса иртен-çÿренсемпе калаçса кăмăлне уçать. Пÿртре ăна аслă пÿлĕм уйăрса панă. Çывăрмалли вырăнсем тирпейлĕ. Чун киленĕçĕсенчен те уйрăлман-ха: телевизор пăхать, Чăваш наци радионе итлет. Газ е электроприборсем çывăхне пымасть. 
— Хам çуратнă ачасем те вăхăт тупса аякран килсе курни те вăй-хăват парса хăварнăнах туйăнать, — тет кинеми. — Ултă мăнукпа вунă кĕçĕн мăнук та чуна уçаççĕ. 
Пайтах нуша курнă вăл. Мăшăрĕ вилсен, вунă çул хушши — 90 çула çитиччен — пĕчченех килти хуçалăха тытса пынă. Халĕ вара ачисем ăна нимĕнле ĕçпе те чăрмантармаççĕ, канлĕ ватлăх сунаççĕ. 
Кинеми çине пăхсан, ун хусканăвĕсене сăнасан — ниепле те 101 çулхи теес килмест. 
Хамăн анне пекех çупăрласа юратас килчĕ ăна. Алă сулсах, ырă сунсах ăсатрĕ Вĕçелис кинеми мана. Хăй вара тавралла мăрлатса çÿрекен кушакĕсене алла тытса ачашласа юлчĕ. 
— Ватă пулсан та вилес килмест, Турă парсан тепĕр çур ĕмĕр те пурăнма килĕшетĕп, — тени халĕ те асрах...

Н.Ершов
Миçе çын пăхнă: 602 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024