Красноармейски районĕнче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пухса илесси вĕçленчĕ. Халĕ районти пур хуçалăх та çĕр улми ани çине куçрĕ. Ял çыннисен "иккĕмĕш çăкăра" пĕтĕмпе 805 гектартан кăларса илмелле. Авăн уйăхĕн 9-мĕш тĕлне 226 гектар çинчен кăларса илнĕ те ĕнтĕ. Ку вăл пĕтĕм лаптăкăн 28 проценчĕ пулать. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ гектартан 198 центнер тухать. «Таябинка» агорфирмăра ку кăтарту 220 центнерпа танлашать (вĕсем 200 гектартан 90 гектарне кăларнă та ĕнтĕ). Çĕр улми кăларас ĕç «Гигант» КЯХПре, «Бахча» ЧЯПре, Шумилов В.Н. тата Артемьев Л.С. фермер хуçалăхĕсенче аван пырать..
Ĕççине район территорийĕнчи предприятисемпе организацисем те анла хутшăнаççĕ. Çав шутра - шкул ачисем те. Сăмахран, Красноармейски иккĕмĕш шкул ачисем, 8-10 класра вĕренекенсем, "Нива" КЯХПре тăрăшаççĕ. "Карай" ял хуçалăх предприятийĕнче район администрацийĕн ĕçченĕсем вăй хураççĕ. 40 çын пер кун хушшинче 3 гектар çер улми пухса илме пултарнă.
"Иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртесси хĕрсех пырать.
Миçе çын пăхнă: 767 |
Кам хушнă: mixaj_58
| Тегсем: Çĕр улми
| Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ. [ Регистрация | Вход ]
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен