ФоторепортажПĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Чатукасси тĕп вăтам шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăвăн тĕп теми: "Паянхи шкулта çĕнĕ технологисемпе усă курса чăваш чĕлхипе литератури вĕрентесси". Чи малтанах çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Р.И.Яковлева уçă урок кăтартрĕ. Унăн теми: "Туслăха тусан ан пустăр" (Надежда Григорьева çырнă "Тĕтреллĕ çумăр витĕр" калав тăрăх <"Тăван Атăл", 9-мĕш номер, 2003 çул>ирттернĕ дискусси). Итлекенсем урок ăнăçлă пулнине, вĕрентекен паянхи çĕнĕ технологисемпе аван усă курнине палăртрĕç. Уйрăмах информаципе коммуникативлă технологипе тата ачасен вĕренÿри пĕлÿлĕхне, хăй тĕллĕнлĕхне аталантаракан педагогика меслечĕпе тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Ачасен пĕлÿ шайĕ те начар марри сисĕнчĕ. Уçă урок хыççăн вĕрентекенсем шкулпа юнашар вырнаçнă культурăпа кану центрне, вырăнти музее çул тытрĕç. Чăвашсен паллă композиторĕ Ф.М.Лукин 100 çул çитнине халалланă музей экспозицине çитсе курчĕç. Н.Н.Лукина музейçĕ хамăр ентеш пултарулăхĕ çинчен туллин каласа кăтартрĕ, "Ф.М.Лукин - пирĕн мăнаçлăх" ятпа шкул ачисем хушшинче сочиненисен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Сочиненисене Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи Ф.М.Лукин композитор ячĕллĕ музей ячĕпе çырупа ярса памалла е алă вĕççĕн илсе çитермелле терĕ. Лару, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă иртрĕ. |