Республика Пуçлăхĕ ирттернĕ пĕр канашлура Красноармейски районĕн тĕп больницин пысăк парăмĕсем тавра хивре калаçу пулнăччĕ - ларура çав тема патне таврăнчĕç. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - больница парăмĕ паян 14,5 миллион тенке çитнĕ. «Сиплев учрежденийĕсене вĕсем пулăшакан çынсен шутне кура укçапа тивĕçтерни пысăк мар больницăсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Пĕчĕк ытти учрежденире те лару-тăру çавнашкал: Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай районĕсен тĕп больницисенче...» - терĕ вăл. Красноармейскисене васкавлă медпулăшу больниципе пĕрлештерсе йывăрлăхран тухмалли мел тупнă. Министр кăткăс лару-тăрури ытти медучреждение те çавнашкал шăпа кĕтнине çирĕплетрĕ. Анчах ку хăлхине касса урăх вырăна сапланă пек пулмĕ-и? Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Моторинăн та ыйту çуралчĕ: парăмлисене тупăшлă ĕçлекенсен шучĕпе пулăшмастпăр-и? Ăна хуравланă май Алла Владимировна Красноармейскинче больницăн ытлашши çуртсем пулни çинчен каларĕ. Çавăнпа тăкаксем те пысăк пулнă. Пĕтĕмпех пĕр çурта пухнă май коммуналлă тÿлевсем пĕчĕкленеççĕ, налук чакать. Сăмах май, райбольницăн тĕп врачне ĕçрен хăтарнă. |