Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 27 » ЧНК уйрăмĕ 2015 çулхи ĕç планне йышăннă
ЧНК уйрăмĕ 2015 çулхи ĕç планне йышăннă
17:04
Сăн ÿкерчĕк

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Уйрăм пайташĕсем ларура 2015 çулта туса ирттермелли ĕçсене палăртрĕç, тĕп ĕçсен планне çирĕплетсе хăварчĕç. Тума палăртнă ĕçсем ытларах Красноармейски районне туса хунăранпа 80, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине тата Литературăпа К. Иванов çулталăкне халалланисем пулчĕç. Çак паллă пулăмсен пĕлтерĕшне шкул ачисемпе аслисем хăйсем мĕнле ăнланнине, мĕн туйни-сиснине, вĕсем çинчен мĕн шухăшланине тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса палăртса пама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, сăвă çыракансен "Чĕререн тухакан сăмахсем", сочинени хайлакансен "Мухтавлă ентешсем" конкурсĕсем иртмелле. Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче "Улăп-2015" Интернет викторина та ирттерме палăртса хунă. Ентеш-çыравçăсене те хисеплесе те сума суса районти историпе краеведени халăх музейĕнче "Трак енри литература тĕнчи" курав-экскурси йĕркелесшĕн тата районти шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Чăваш тĕрри-эрешĕ" ỹкерчĕксен конкурсне ирттересшĕн. К. Иванов çулталăкне халалласа тата Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пултарулăхĕпе хавхаланса та мăнаçланса районти шкул ачисем хушшинче илемлĕ вулакансен "Сентти çăлтăрĕ" тата "Юрий Сементер сăввисем" конкурс ирттерме палăртни те — пархатарлă шухăш-кăмăл. Ача садне çỹрекенсене чăваш халăх юрри-кĕввипе паллаштарас, юрлама вĕрентес тĕллевпе "Ай, юрлар-и юррине!" фольклор фестивалĕ ирттересшĕн. Культура ĕçченĕсем хушшинче вара К. Ивановăн "Нарспи" поэми тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсен "Çак çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен..." конкурсне ирттерме палăртнă. Паллах, ЧНКан районти йрăмĕ 2015 çулта туса ирттерме палăртнă ĕçсем вĕсем — ачасемпе аслисен ăс-хакăлĕпе тавра курăмне аталантармалли, чун-чĕрипе шухăш-кăмăлне пуянлатмалли, пултарулăхĕпе ăсталăхне ỹстермелли ырă та курăмлă ĕçсем. Кăçалхи çул та, иртнĕ çулхи пекех, кашни ĕç-пулăма хастар хутшăнасса, Трак ен кун-çулне ырă та сăваплă ĕçсемпе пуянлатса пырасса шанас килет. Кăмăлтан тăвакан кашни ĕç сире ăнăçу та савăнăç кỹтĕр!

З. Михайлова.

Миçе çын пăхнă: 561 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024