Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 20-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7237 гектар акса хăварнă. Çав шутра çурхи тулă — 3023, урпа — 3682, пăрçа — 95 гектар. Трак енре кăçал "иккĕмĕш çăкăр" 941 гектар лаптăк йышăнмалла пулсан, асăннă кун тĕлне çĕр улми 503 гектар лартнă. "Красное Сормово" пĕрлешÿре 35 гектар куккурус акса хăварнă. Çум курăксемпе кĕрешсе А. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче 20 гектар çине гербицид сапнă.
|