Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейски шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕпе Гурий Дубров сăвăçпа тĕл пулу иртрĕ. Пултаруллă поэт 6-мĕш, 9-мĕш "б", 8-мĕш "б" класс ачисемпе тата "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче хушма пĕлÿ илекенсемпе туслă калаçу ирттерчĕ. Вăл Çĕпĕр çĕрĕ çинчен çырнă хăйĕн çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарчĕ, сăмах хăвачĕпе вĕренекенсем умне Тюмень тăрăхĕнчи çут çанталăка, ял-хулана, унта вăй хуракан пархатарлă та ĕçчен çынсене чĕррĕн кăларса тăратрĕ. Кашни сăвви ăшăлăхпа-ырăлăхпа чуна çĕклентерчĕ, пуян содержанийĕпе тарăн шухăша ячĕ. Ытла та ăста калăпланă 80 çула çывхарса пыракан маттур сăмах ăсти Гурий Егорович хăйĕн "Çĕпĕр сăввисем" ярăма. Шкул ачисем сăвăсен авторне тимлĕ итлесе ларчĕç, тав туса тăвăллăн алă çупрĕç. Гурий Дубров хăйĕн юлашки çулсенче кун çути курнă кĕнекисене халăх культурипе
чăваш
сăмахлăхĕн пÿлĕмне парнелерĕ. Çак шкулта тăван чĕлхене вĕрентекен Зинаида Петровнăпа Виталий Михайлович Михайловсем Гурий Егоровича мухтаса та тав туса ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу, творчествăлла çитĕнÿсем сунчĕç. |