Альбина Соловьева Красноармейски салинче 1953 çулта çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ. 2006 çултанпа Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче директорта вăй хурать. Ĕç стажĕ - 49 çул. Вăл - Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. «Эпĕ урăх вырăнта ĕçлеме пĕлеес те çук», - тет Красноармейски округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн директорĕ Альбина Соловьева. Педагогика ĕçне чунтан парăннă çын вăл. Альбина Геннадьевнăпа вĕрентекенĕн çул-йĕрĕ, паянхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçрăмăр.
- Альбина Геннадьевна, сирĕн çемьере учительсем пулнă-и?
- Пирĕн çемье пысăк пулнă. Атте Геннадий Филиппович ĕмĕр тăршшĕпех штукатурта ĕçленĕ. Çамрăкрах чухне ял канашĕн председателĕнче тăрăшнă. Анне Нина Кирилловна колхозра тĕрлĕ вырăнта вăй хунă. Фермăра та пилĕк авма тивнĕ. Çемьере эпир саккăрăн ÿснĕ. Эпĕ - иккĕмĕшĕ. 3 ывăлпа 5 хĕр пулнă. Пĕри 2014 çулта чире пула çĕре кĕчĕ. Çиччĕн пурăнатпăр. Пире Трак шкулĕнче кĕçĕн классенче Нина Степанова вĕрентрĕ. Вăл мана яланах хăйĕнпе пĕрле тетрадьсем тĕрĕслеме хăваратчĕ. 4-мĕш класра учитель ĕçĕ килĕшме пуçларĕ. Ачасемпе пуçтарăнса пĕрмай шкулла выляттăмăр. Пирĕн пÿрт пĕчĕкчĕ. Фуфайка сарса кравать айĕнче те çывăраттăмăр. Кăмака çинче те вырăн тупаттăмăр. Апла пулин те интереслĕ пурăннă. Маларах, тĕрĕссипе, журналист пулас шухăш та пурччĕ. Сăвă çыраттăм. Вĕсем «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленетчĕç. Çавăнпа ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Каярахпа журналист пулас ĕмĕт çухалчĕ, учитель пулас тени çĕнтерчĕ. Шкулта ăс пухнă чухне нимĕç чĕлхине те юрататтăм. Ют чĕлхене Галина Егорова вĕрентетчĕ. Нимĕç чĕлхине тарăнрах пĕлес килнипех 3-мĕш курс хыççăн куçăн мар мелпе вĕренме Чулхулари Н.А.Добролюбов ячĕллĕ пединститутăн ют чĕлхесен факультетне куçрăм. Нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕн дипломне илтĕм. 1974 çулта Енĕшкасси шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Нимĕç тата чăваш чĕлхисем вĕрентеттĕм. Физкультура ертсе пыма та шаннăччĕ. Мĕншĕн тесен йĕлтĕрпе чупма юрататтăм, разряд та пурччĕ. Анне вилчĕ те 1977 çулта Янкасри 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме куçрăм, мĕншĕн тесен йăмăксемпе шăллăмсене пăхмаллаччĕ. Унта та чăваш тата нимĕç чĕлхисемпе пĕлÿ патăм. Вожатăй ĕçне туса пытăм. Çав ĕçе питĕ килĕштереттĕм. Янкас шкулĕнче 26 çул вăй хутăм. 2003 çулта Вĕренÿпе производство комбиначĕн директорĕ Зоя Долгова завучра ĕçлеме чĕнчĕ. Унта та чăваш тата нимĕç чĕлхисенех вĕрентрĕм.
- Шăпа сире Кĕçĕн Шетмĕ шкулне епле илсе çитерчĕ?
- «Вĕренÿпе производство комбиначĕсене пĕтересси пирки сăмах тухрĕ», - асăрхаттарчĕ виçĕ çул иртсен Зоя Марковна. Роно пуçлăхĕ Николай Антонов хăй патне чĕнчĕ те: «Альбина Геннадьевна, эпир сире Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн директорне ярасшăн», - терĕ. «Каймастăп, директор пулма килĕшместĕп. Эпĕ ку ĕçе пĕлместĕп», - хирĕçлерĕм эпĕ. «Пĕлетĕр, ан иккĕленĕр, завуч ĕçне лайăх туса пыратăр, сире ырлаççĕ», - çине тăчĕ Николай Илларионович. Ÿкĕте кĕртес тесе пичче патне те шăнкăравланă вăл. Пичче Владимир ун чухне комбинат директорĕнче вăй хуратчĕ. Ронона каяссинчен пăрăнма тăрăшаттăм. «Зоя Марковна, документсене хăвăрах илсе кайăр-ха», - теттĕм. Пĕррехинче роно патĕнчен иртсе пынă чухне Николай Илларионович хирĕç пулчĕ. «Эсир ăçталла?» - ыйтрĕ вăл. «Киле каясшăн», - терĕм эпĕ. «Тăхтăр-ха, эпир шăпах унталла çул тытатпăр. Сире лартса каятпăр, килĕр умĕнче антарса хăваратпăр», - сĕнчĕ роно пуçлăхĕ. Хистесе ыйтнăран лартăм. Машинăра ронора ĕçлекен Галина Алексеева та пурччĕ. Вĕсен шухăшĕ урăхла пулнă. Кил еннелле каймарĕç хайхисем, кĕпер еннелле вĕçтерчĕç. «Эпир сире Кĕçĕн Шетмĕ шкулне илсе кайса кăтартса килетпĕр. Кайран киле кĕртсе хăваратпăр», - ăнлантарчĕ Николай Илларионович эпĕ хыпăнса ÿкнине кура. Эпир çитсен вĕрентекенсемпе пĕлÿ çуртĕнче ĕçлекенсене ларăва пуçтарчĕç. «Сирĕн патра Альбина Геннадьевна директорта ĕçлеме тытăнать», - терĕ Николай Иванович. «Эсир мана ун пек каламарăр вĕт», - тесе макăрма тытăнтăм. Çапла, мана ку шкула конвойпа тенĕ пекех илсе килчĕç. «Ан хăрăр, пулăшатпăр», - терĕç вĕрентекенсем. Ку 2006 çулхи раштав уйăхĕнче пулчĕ. Раштавăн 7-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларăм. «Пĕр çул ĕçлетĕп те, урăх килĕшместĕп. Урăххине тупăр», _ терĕм Николай Ивановича.
_ Эсир ĕçлеме пуçланă чухне шкулта миçе ача вĕренетчĕ?
_ Эпĕ килнĕ чухне 137 ача пулнă. Йыш çултан- çул сахалланса пычĕ. Директорта вун çиччĕмĕш çул ĕçлетĕп. Коллектив питĕ лайăх. Мана хавхалантарма, пулăшма тăрăшаççĕ. Ĕçе пикенсенех нумай çул ĕçлекен учительсене хам пата чĕнсе илсе ыйткаласа пĕлеттĕм. Ара, кашни шкулăн хăйне май йăла-йĕрке пур-çке.
_ Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
_ Эпĕ кунта киличчен директорта Александр Ильин ĕçленĕ. +ĕр ĕçне лайăх йĕркеленĕ. Трактор та пулнă. Çĕре тара илнĕччĕ. Пĕчĕк ферма уçнă. Ĕне, сысна усранă. Эпир те ĕçленĕ унта. 2008 çулта пире ронона пуçтарчĕç те шкулсенчен çĕрсене илесси çинчен пĕлтерчĕç. «Шкулăн çĕр ĕçĕпе мар, ачасене пĕлÿ парас енĕпе ĕçлемелле», _ терĕç. Çĕрсене Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне патăмăр. Шкул таврашĕнчи çĕр кăна - 2 гектар – юлчĕ. Халĕ ав ăна та пĕчĕклеттереççĕ.
- Сирĕн шкула ачасем миçе ялтан ç(реççĕ?
- Тăхăр çул вĕренмелли шкула маларах вунă ялтан çÿренĕ. Хăш-пĕр ялтан халĕ ачасем пачах килмеççĕ. Сăмахран, Очкассинче, Дубовкăра тата Ешкилтре пĕр шкул ачи те юлмарĕ. Çирĕклĕрен 1 ача килет. Хăшĕ-пĕри Красноармейски шкулне çÿрет. Шкулта паян 72 ача вĕренет.
- Çакă хальхи вăхăтра тĕп шкулшăн лайăх-и е начар-и?
- Алманчри шкулта _ 71, Упире 81 вĕренекен. Пикшикри 11 класс вĕренмелли шкулта 38 ача кăна. Карайра - 28, Мăн Шетмĕре - 39, Еншик Чуллăра 35 ача пĕлÿ илеççĕ. Пирĕн пĕрех нумайрах шутланать. Çавăнпа пирĕн шкула тĕпрен юсама йышăнчĕç. Çав тĕллевпе 76 миллион тенкĕ уйăрчĕç. Строительсем нарăс уйăхĕнче ĕçлеме тытăнчĕç. Ĕçсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
- Мĕнле ĕçсем тума палăртнă?
- Сÿтсе пăрахнă хыççăн стенасем кăна юлнă. Урайне йăлт улăштарĕç. Классенче - линолеум, коридорсене плита сараççĕ. Алăксене, сантехникăна çĕнетеççĕ. Хутса ăшăтмалли тытăма, шыв пăрăхĕсене улăштараççĕ. Юсав хыççăн садик шкул çуртне куçĕ. Унта 15 ача çÿретчĕ. Халĕ вĕсем килте лараççĕ. Шкул ачисене Пикшик шкулне илсе çÿретпĕр. Садик çуртне Красноармейски округĕн Кĕçĕн Шетмĕ уйрăмне парăпăр.
- Эсир ачасене вĕрентетĕр-и?
- Манăн халĕ уроксем çук. 2011 çулччен уроксем ирттертĕм. Вăхăт пач çук. Директор ĕçĕпе таçта та çитмелле. Ачасене хăйсем тĕллĕн лартса хăварма тиветчĕ. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕн умĕнче хама аван мар туяттăм. Вара сехетсене уйăрса пĕтертĕм. Тĕрĕссипе, çичĕ сехет анчахчĕ. Вĕрентме пăрахсан чунра питĕ лайăх марччĕ. Вожатăй ĕçне пăрахнă хыççăн та хăй вăхăтĕнче тем çитмест пек туйăнатчĕ. Çавăнпа чун ыйтнипе çар мухтавĕн кĕтесне тунăччĕ. Унта никама та явăçтарманччĕ. Информаци пуçтарма çар комиссариатне темиçе те çитсе килнĕччĕ.
- Учителе кайнăшăн кулянмастăр-и?
- Çук, пачах та. Халĕ йăлтах хăнăхса-вĕренсе çитрĕм ĕнтĕ. Пирĕн йăхра анне енчен вĕрентекенсем пулнă. Аннен иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ Канашра кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Пичче Владимир - педагог. Физика вĕрентет. Йăмăкăм Елена Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта ĕçлет. Мускавра пурăнакан тепĕр йăмăк Ирина методист, садикре вăй хурать. Пирĕн çемьери учительсен династийĕн ĕç тапхăрĕ 164 çулпа танлашать.
- Эсир тавра пĕлÿпе те интересленетĕр пулас?
- Янкас шкулĕнче ĕçленĕ чухне ялсен историйĕпе кăсăкланма тытăннăччĕ. Янкас тăрăхĕнчи пĕтĕм ял историне пуçтарса альбомсем хатĕрленĕччĕ. Çĕньял Упи, Хĕлеç, Чаканар, Янкас, Кивĕ Йĕкĕт ялĕсен кун- çулне тĕпченĕччĕ. Ватă çынсемпе тĕл пулса çырса илнĕ, ялсен вырăнĕсене, урамĕсене кăтартса карттă тунă. Ветерансем пурăннă çуртсене çăлтăрпа паллă тунă. Çав ĕçе тимуровецсене те явăçтарнă. 1993 çулта тăван ен культурине вĕрентме пуçларăмăр та чăваш халăх йăли-йĕркипе интересленсе кайрăм. Салтака ăсатнине, улах ларнине, Сурхури, Çăварни, Мăнкун, Çимĕк епле ирттернине тĕпчесе çыртăм. Сценарисене йĕркелерĕм те сценкăсем лартма тапратрăмăр. Сăмах май, вĕсене «Тантăш» хаçатра пичетленĕччĕ. Кайран Зинаида Михайловăпа тата Виталий Михайловпа кĕнеке кăлартăмăр. Район энциклопедийĕ валли те материал пуçтарма пулăшрăм. Çав тĕллевпе ятарласа отпуск илнĕччĕ, Шупашкарти Кĕнеке палатине те çÿрерĕм.
- Сирĕн ачăрсем те вĕрентекен çулне суйланă-и?
- Вăталăххи Андрей - учитель. Вăл Упи шкулĕнче физкультура вĕрентет. Асли Вероника – юрист. Халĕ ача пăхать. Кĕçĕнни Сергей архитектора вĕреннĕ. Вăл Мускавра хăйĕн профессийĕпех ĕçлет. Мăшăрăм Валерий Васильевич зоотехникра ĕçленĕ. Халĕ – пенсире.
- 2023 çула Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе пĕлтернине епле йышăнтăр? _ Кун пек çулталăк питĕ кирлĕччĕ, мĕншĕн тесен учитель ĕлĕк питĕ хисеплĕ пулнă. Вĕрентекене курсан çынсем пуç тайса иртнĕ. Е вăтаннипе аякран пăрăнса кайнă. Учительсем маншăн та Турă вырăнĕнче пулнă. Хальхи вăхăтра, шел те, тепĕр чухне учительсене хисеплеменни палăрать. +акă питĕ пăшăрхантарать. Педагогпа наставник çулталăкĕ учителĕн сумне хăпартма май парĕ. Вĕсене хаçат-журналта, телекуравпа радиора, социаллă сетьсенче вырăн ытларах уйăрмалла. Тен, нумайрах çырсан çамрăксен шухăшĕ те улшăнĕ? Хальхи ачасем вĕрен( çине те урăхларах пăхаççĕ. Эпир вара ача чухне ăмăртса вĕреннĕ. Пĕр-пĕринчен юлас мар тенĕ. Паянхи ачасене телефон, интернет кирлĕ. Килти ĕçсене çур сехетрех туса пĕтерме пултараççĕ. +иелтен пурнăçланипех çырлахаççĕ.
- Эсир ача чухне уроксене мĕн вăхăт хатĕрленнĕ?
- Тепĕр чухне çур çĕр иртсе каятчĕ. Çутă çутса ларни çывăх çынсене çывăрма кансĕрленĕ паллах. «Мĕншĕн çаплах туса пĕтерместĕн?» - тетчĕ атте. Пур предметпа та тĕплĕн хатĕрленме тăрăшнă. Утиялпа хупланаттăм та урок тăваттăм. Пĕртен-пĕр пĕчĕк сĕтел пулнă. Çавăнтах апат çинĕ, урок тунă. Халĕ условисем лайăх. Кашни ачан уйрăм пÿлĕм пур. Апла пулин те ачасем вĕренесшĕн мар.
- Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче ачасем чăвашла калаçса ÿсеççĕ-и?
- Шкулта, чăнах та, вырăсла калаçакан нумай. Çавăнпа садикри воспитателе: «Ачасене чăвашла пуплеттерме тăрăшăр», - тетпĕр. Аякран куçса килнĕ Михеевсем маларах вырăсла кăна калаçатчĕç, халĕ чăвашла пуплеççĕ. Хăшĕ-пĕри чăвашла пач сăмах вакласшăн мар. Ашшĕ-амăшĕ те тăван чĕлхепе калаçтарасшăн мар. «Мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи?» - теççĕ.
- Учитель ĕçĕ мĕнпе килĕшет?
- Питĕ яваплă пулнипе. Пĕтĕмпех унăн витĕр тухать вĕт. Педагогран çав тери нумай килет. «Ачасене шкула янă эпир, эсир вĕрентĕр», - çаплах калать хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ «килте ачасемпе сахал ларатăр» тесе асăрхаттарсан. Педагогăн ашшĕ-амăшĕпе те калаçма пĕлес пулать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ шкула юратманнине те сисетпĕр. Пĕр амăшĕ шкула шутсăр хирĕçле калаçатчĕ. Халĕ ун пек мар. Паян шкулшăн тем тума та хатĕр вăл. Пирĕн шкулта профессие чунтан парăннă çынсем ĕçлеççĕ. «Сирĕн патран килнĕ ачасем пĕлÿшĕн тăрăшаççĕ», - теççĕ Трак шкулĕн педагогĕсем. Пирĕн пĕлÿ çуртĕнчи ачасен 42 проценчĕ «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет.
- Директор тивĕçне шансан йĕрсе янă терĕр. Пуçлăх ĕçне часах хăнăхрăр-и?
- Учительсем пулăшмасан ĕçлеме йывăр. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Спортзалта юсав ĕçĕсем тунăччĕ. Ун хыççăн пире тĕрĕслеме килчĕç. Укçатенкĕпе тĕрĕс усă курнă-и? Сметăна пăхăннă-и? 58 пин штраф тÿлемелле пек тухрĕ. Пире сметăпа килĕшÿллĕн мар, урăхла туса панă иккен. Сметине питех ăнланман ун чухне. Халĕ йăлтах ăса хыватăп. «Айтăр, стенасене хамăр сăрлатпăр», - сĕнчĕç ун чухне педагогсем. Ывăлăмпа сметăра кăтартнă маркăллă сăрă шырама кайрăмăр. Ăна Шупашкартан илсе килтĕмĕр. Ĕçтешĕмсемпе уроксем хыççăн юлса икĕ сехет çурă сăрларăмăр. Шăллăм электричество енĕпе ĕçлет те щит лартса пачĕ. Çав вăхăтра Финанс министерствине виççĕ çитрĕм. Турра шĕкĕр, пĕр пус та тÿлеме тивмерĕ.
- Сирĕн чун киленĕçĕ валли вăхăт юлать-и?
- Эпĕ çыхма юрататтăм. Кофтăсем, костюмсем çыхаттăм. Директорта ĕçлеме пуçланăранпа ал ĕçĕпе аппаланма вăхăт çитмест. Ахаль те киле нумай ĕç илсе каятăп. Документсемпе килте ларатăп. Пахчара ĕçлеме кăмăллатăп. 32 сотка çĕр пур.
- Паян мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр? - Юсав ĕçне йĕркеллĕн туса пĕтересчĕ. Эпĕ халĕ округри шкул директорĕсен йышĕнче - чи асли. Пĕлтĕрех пăрахас шухăш пурччĕ. Хамăн ачасем те мана ĕçлеттересшĕн мар. 2022 çулта ĕçрен кайма ыйтса çырнăччĕ. Ямарĕç. «Шкулта юсав ĕçне кам тăвать?» - терĕç. Апла çанă тавăрмалла та вăй хумалла. Роза ВЛАСОВА ("Хыпар" хаçат, 52 № 2023, çу, 16) |