Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ писательсен Союзĕн членĕ, Чăваш патшалăх премин лауреачĕ, Митта Ваçлейĕпе Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ пурнăçран уйрăлнă.
Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ.
Геннадий Юмартпа ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, Республикӑн клиника больницин моргӗнче вырнаҫнӑ) 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сыв пуллашнă. |