Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2023 » Пуш » 1 » Гурий Дубров çыравçăна Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн орденĕпе чысланă
Гурий Дубров çыравçăна Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн орденĕпе чысланă
19:36
Сăн ÿкерчĕк

Дубров Г.Е. ĕç ветеранне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чыслама йышăннă. Сăвăçă, çыравçă, таврапĕлÿçĕ тата юрăç-композитор Гурий Дубров (Кăмакал Куркки)1934 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мĕшĕнче Кӑмакал ялĕнче ҫуралнӑ. Кĕҫĕн Шетмĕри ҫичĕ класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам, Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕсенче, Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ. Красноармейскинче киномеханикре, райпора кадрсен пайĕнче, райпо председателĕн çумĕнче тӑрӑшнӑ. Потребкоопераци ĕҫӗн отличникĕ (1993). РФ Писателĕсен союзĕн членĕ (2000). М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ. ЧР музыка обществин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ.
Мĕн ачаранпах юрлама, ташлама юратнă. Сасси уçă, янкăс унăн. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче çанă тавăрсах литература лаççине кÿлĕнчĕ ĕçтешĕмĕр.
— Чун юрлать, кăмăл-туйăм иксĕлми манăн, — хăйĕн шалти вĕри туйăмне уçать юрăç-сăвăç. — Тăхăр вунна çитиччен сцена çинчен анас мар...
Г. Дубровăн репертуарĕнче çĕр юрă ытла та пуль... Хăй те сăвăсем çырнипе пĕрлех юрăсем те кĕвĕлет. Ытларах Н. Никоноров, И. Прокопьев, И. Степанов, Г. Яманак, В. Рудникова композиторсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ.
Пичетленнĕ кĕнекисем: : “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” (1999), “Пурнăçăм, телейĕм” (2000), “Вĕсем – Сар Петĕр йăхĕнчен” (2000), «Пирĕн тăрăхри вăрман» (2001), “Районти суту-илỹ” (2001), “Пирĕн тăрăхри вăрман” (2001), “Вĕсем — Сар Петĕр йăхĕнчен” (2003), «Вĕсем, Путене таврашĕ» (2002), «Тăван кĕтес» (2002), “Пирĕн йăх-несĕлсем” (2004), «Çеруш таврашĕ» (2005), “Туя туй пек тăвар-и” (2007), “Кун-çул сыпăкĕсем” (2010), “Асран кайми” (2011), “Тюмень çĕрĕ çинчи чăвашсем” (2014), «Чыс-хисепе тивĕçнисем» (2016), “Кĕçĕн Шетмĕ — шыв юххи” (2017), «Çирĕм пĕрремĕш – вилĕмсĕр çул», “Революци хĕлхемĕ” (2017), “Кăвар чĕреллисем” (2018), «Райпо хĕлхемĕ» (2023). Пурĕ 26 кĕнеке авторĕ. М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ вăл. Гурий Егоровича ĕçри хастарлăхшăн тĕрлĕ медальсемпе, "Суту-илÿ ĕç отличникĕ” паллăпа, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медалĕпе, тав хучĕсемпе чысланă.
Чыслав каçĕ 2023 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче каçхине Красноармейски салин Культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура пулать.

Миçе çын пăхнă: 87 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024