Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 8 » Ят-сумлă йăхран
Ят-сумлă йăхран
18:34
Сăн ÿкерчĕк
Яков Иванович Максимов — çемьере виççĕмĕшĕ. Вăл 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче кун çути курнă. 8 çул тултарсан, 1—4 классенче Нимĕчкассинчи пуçламăш шкулта, ун хыççăн, 1973 çулччен, Супарти 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. 1975 çулхи çу уйăхĕччен Алманчри вăтам шкулта вĕреннĕ. Çав çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа салтак тивĕçне пурнăçланă. 
— Эпир, чăвашсем, ют çĕрте хăюсăр, пуçтах çынсем мар. Хамăра лăпкă тытатпăр. Эпĕ командирсем, аслисем каланисене вăхăтра пурнăçларăм, хушнисене вăй çитнĕ таран пур кăмăлтан тăрăшса туса пытăм. Халĕ те çаплах. Пирĕн пысăк мар ушкăн яланах çул çÿревреччĕ, хамăр чаçре сайра-хутра çеç пулнă. Эпир çĕнĕ йышши çар хĕç-пăшалне вакунсемпе кирлĕ çĕре вăхăтра çитерсе паракансем пулнă. 
Пĕррехинче, 1976 çулхи раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенче, пирĕн командир — Калашников капитан: 
— Яков Максимов пире çул çÿревре яланах тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çитеретчĕ. Çавна шута илсе эпир сана 10 кунлăха киле канма яма йышăнтăмăр, — терĕ. 
— Паллах, çакăн пек ырă хыпар пĕлтернĕшĕн чĕререн тав турăм. Тăван кĕтесре пулса куртăм. Эпĕ чăнахах та тусăмсене час-часах серте, вĕлтĕрен яшки пĕçерсе çитереттĕм. Юратсах çиетчĕç чăваш апатне. 
1978 çулта Кÿкеç поселокĕнче водительсем хатĕрлекен курсра пĕлÿ пухрăм. 1979 çулччен "Гигант” хуçалăхра хам кăмăлланă ĕçре вăй хутăм. Ун хыççăн Шупашкарти троллейбус управленийĕнче — электромонтер, водитель пулса ĕçлерĕм. 1981 çултанпа, çемье çавăрнă хыççăн, 19 çул хушши Красноармейскинчи МСОра тимлерĕм, — паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Яков Иванович. 
Амăшне ачисем "аннеçĕм” тесе чĕннĕ, ашшĕне ырă та уçă кăмăлĕшĕн хисепленĕ. Хуть те мĕнле кăткăс ыйтăва та çак çемьере лăпкă, тĕрĕс-тĕкел татса пама тăрăшнă. Пĕр-пĕрне ас тумасăр кÿрентернĕ пулсан, хăвăртрах каçару ыйтма васканă. Çакнашкал лайăх çемье пулнă Максимовсен. 
— Эсир тăватă пĕр тăван çитĕннĕ. Сирĕн ача чухнехи вăхăтсем еплерех иртнĕ-ши? — пĕлес килчĕ манăн. 
— Вăл вăхăтсем ытларах колхоз ĕçĕпе çыхăннă. Çав çулсенче килĕренех анасем валеçсе паратчĕç. Шкултан таврăнсан, аннене пулăшма уя чупаттăмăр. Кантăр ани çинчи пусана суйлама тÿр килнĕ. Ун хыççăн кантăрне çурлапа выраттăмăр та кĕлтисене лаша кÿлсе пĕве хĕррине хутма турттарса хураттăмăр. Шыва та хамăрах пусарнă. Лаша патне хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ирхине ирех 6 сехетре каяттăмăр. 
Тырă вырса пуçтарса кĕртнĕ вăхăтра вара комбайнсем хыççăн улăм урисем тунă çĕрте те сахал мар вăй хунă. Купаран юлнă арпине кăрман çине пуçтарса ура пуçне турттарса купалаттăмăр. Ана çинче пучах, улăм, арпа таврашĕ юлман, анасем таса пулнă. Тыр-пула тăкаксăр пуçтарса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли те апат çителĕклĕ таранах хатĕрленĕ. Хирти çĕр улми касси хушшисене те суха пуçĕпе кăпкалататтăмăр. Улăх ути çулнă вăхăтра та пире валли ĕç сахал мар пулнă. Типсе тутлă шăршă кăлараканскере йĕтем çине турттарса ура тăваттăмăр, — тет Яша, ача чухнехи çулсене аса илсе. 
— Эсĕ юрă-ташăпа çав териех туслă пулни пуриншĕн те паллă. Шупашкарти музыка училищине те вĕренме кĕнĕччĕ эсĕ, — терĕм тусăма. 
— Çапла, 1984 çулта Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕччĕ. Конкурс та пĕчĕк мар пулнă. Анчах та тĕрлĕрен сăлтавсене пула хамăн ĕмĕте пурнăçлаймарăм, — тет Яков Иванович. 
— Сирĕн аçупа аннÿ ку енĕпе еплерех пулнă-ши? — терĕм унăн пусăрăннă кăмăлне сирес тесе. 
— Атте юрлама, такмаклама юрататчĕ: 
"Йăмра касса ким турăм та, 
Мăн шыв тăрăх çÿреме. 
Мана анне çуратнă та, 
Тĕнче тăрăх çÿреме”, — тесе хурланса юрланине нихăçан та манаймастăп.
Аннесен йăхĕнче те юрă-ташăпа туслисем сахал мар пулнă, халĕ те хăлхара янăрать: 
"Пиç-пиç, палан, пиç, палан, 
Сана пиçме лартнă вĕт 
Кăмакана куршакпа. 
Чăт-чăт, тăван, чăт тăван, 
Сана чăтма лартнă вĕт 
Кĕрекене четвĕртпе...” — шăрантаратчĕ уçă сассипе. 
Пирĕн килте карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Кĕркунне çитсен, сысна, сурăх, пăру, хур-кăвакал, чăх-чĕп какайĕ виçесĕр нумай пулнă. 
Кил хушши тавра çурт-йĕр çавăрнă: ăшă витепе сарай, ампар, мунча, виçĕ юманран ăсталанă вырăсла хапха алăкĕ. Кĕлетре тырри-пулли те самаях пулнă: тулă, ыраш, сĕлĕ, урпа, пăрçа валли ятарласа (пушăтран ăсталанă) икĕ мăн кушил пулнă. Халĕ те пур. Тĕрлĕрен катка-пичке. Пĕрин çине 25 витре таран сăра, ăсла е тĕш тырă вырнаçтарнă. 
Питĕ аванччĕ ман атте. Вăл аннепе юратса калаçатчĕ. Атте ĕмĕр тăршшĕпех вăрçă суранĕсемпе асапланса пурăнчĕ. Ыратать тесе ал усса ларман. Пире те хăй пек чăтăмлă пулма, йывăрлăха çĕнтерме, ваттисене хисеплеме вĕрентсе хăварчĕ. Эпĕ 42 çулта чухне атте вăрçă суранĕсене пула çĕре кĕчĕ. Унăн çутă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех асăмра, чун-чĕрере упранĕ. 
Яков Иванович Максимов мăшăрĕ — Зоя Иосифовна Максимова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Никандрова, 1963 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Нурăс салинче кун çути курнă). Ачаранах спортпа туслă пулнăран кĕрнеклĕ хул-çурăмлă, тулли сăн-питлĕ çирĕп çын. 
1981 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче, юрату хĕлхемĕпе çунатланнăскерсем, çемье тĕвĕлеççĕ. Вĕсем икĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Халĕ вĕсем те харпăр хăй çемйипе пурăнаççĕ. Аслин — Алешăн — хĕрĕ кăçал çулталăк тултарчĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне ачисем тăтăшах килсе çÿреççĕ, пахчари, кил-çуртри ĕçе тума пулăшаççĕ. Кăмăллă ачисемпе ашшĕ-амăшĕ. 
— Çăва тухсан Нимĕчкассинчех пурăнатпăр темелле. Пахча çимĕç, кăшман лартса çитĕнтеретпĕр. Ялти пурнăç килĕшет пире. Кил хушшинчех çĕнĕрен пусă та турăмăр. Шывĕ вара тăрă та тутлă, — тет Зоя.

Гурий Дубров

Миçе çын пăхнă: 639 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024