Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Пуш » 31 » «Хавал» Патшалăх Канашне сессие чăвашла ирттерме сĕннĕ
«Хавал» Патшалăх Канашне сессие чăвашла ирттерме сĕннĕ
19:50
Сăн ÿкерчĕк

«Хавал» пĕрлĕх Чăваш Патшалăх Канашĕн Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлнелли сессие чăвашла ирттерме сĕнсе çырупа тухнă.

«Чăваш Республикин Конституцийĕпе республикăра икĕ чĕлхе: чăвашла тата вырăсла — пăхса хăварнă. Апла тăк чĕлхесене усă курассипе нимĕнле чăрмав та пулмалла мар. Çавăнпа та эпир Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлнелли сессие чăвашла ирттерме ыйтатпăр», — тенĕ иккен çырура. «Енчен те чăваш чĕлхие патшалăх чĕлхисенчен пĕри тесе хут çинче кăна каламастпăр пулсан Патшалăх Канашĕн сессине çулталăкра пĕрре кăна мар, тăтăшах чăвашла ирттермелле», — тесе каланă «Ирĕклĕ сăмах» интернет-хаçата асăннă организацин пайташĕсенчен пĕри.

Аса илтеретпĕр, Чăваш чĕлхи кунне ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче (ун чухне Иван Яковлев вĕрентекенĕмĕр çуралнă) паллă тăваççĕ.

Чăвашла пĕлменнисем валли «хавалçăсем» синхронлă куçару йĕркелеме сĕнеççĕ.

«Ирĕклĕ сăмах» интернет-хаçат сесси вăхăтĕнче чăвашла калаçма хăтланни 2011 çулта хирĕç-тăрупа вĕçленнине аса илтерет. Ун чух Чăваш наци конгресĕн президентĕнче тăрăшакан Геннадий Архипов чăвашла калаçни хăш-пĕр депутата килĕшмен иккен, вĕсем ăна вырăсла калаçма хушнă. Ун чух Патшалăх Канашĕн председателĕ пулнă Михаил Михайловский «тĕп чĕлхе — чăваш, ун хыççăн вырăс чĕлхи» тесе кăшт ăнăçсăртарах персе янине хăшĕсем хăйсене май çавăрттарса хытах шăв-шав çĕкленĕ.«Хавал» пĕрлĕх Чăваш Патшалăх Канашĕн Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлнелли сессие чăвашла ирттерме сĕнсе çырупа тухнă.

«Чăваш Республикин Конституцийĕпе республикăра икĕ чĕлхе: чăвашла тата вырăсла — пăхса хăварнă. Апла тăк чĕлхесене усă курассипе нимĕнле чăрмав та пулмалла мар. Çавăнпа та эпир Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлнелли сессие чăвашла ирттерме ыйтатпăр», — тенĕ иккен çырура. «Енчен те чăваш чĕлхие патшалăх чĕлхисенчен пĕри тесе хут çинче кăна каламастпăр пулсан Патшалăх Канашĕн сессине çулталăкра пĕрре кăна мар, тăтăшах чăвашла ирттермелле», — тесе каланă «Ирĕклĕ сăмах» интернет-хаçата асăннă организацин пайташĕсенчен пĕри.

Аса илтеретпĕр, Чăваш чĕлхи кунне ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче (ун чухне Иван Яковлев вĕрентекенĕмĕр çуралнă) паллă тăваççĕ.

Чăвашла пĕлменнисем валли «хавалçăсем» синхронлă куçару йĕркелеме сĕнеççĕ.

«Ирĕклĕ сăмах» интернет-хаçат сесси вăхăтĕнче чăвашла калаçма хăтланни 2011 çулта хирĕç-тăрупа вĕçленнине аса илтерет. Ун чух Чăваш наци конгресĕн президентĕнче тăрăшакан Геннадий Архипов чăвашла калаçни хăш-пĕр депутата килĕшмен иккен, вĕсем ăна вырăсла калаçма хушнă. Ун чух Патшалăх Канашĕн председателĕ пулнă Михаил Михайловский «тĕп чĕлхе — чăваш, ун хыççăн вырăс чĕлхи» тесе кăшт ăнăçсăртарах персе янине хăшĕсем хăйсене май çавăрттарса хытах шăв-шав çĕкленĕ.

Миçе çын пăхнă: 493 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024