Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 4
Хăнасем: 4
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2023 » Пуш » 1 » Клавдия Тукайăкĕ поэта Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн медалĕпе чысланă
Клавдия Тукайăкĕ поэта Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн медалĕпе чысланă
19:42
Сăн ÿкерчĕк

Васильева Клавдия Ильиничнăна, хăй тĕллĕн аталаннă поэта тата халăх театрĕн режиссёрне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе чыслама йышăннă. Вăл 1943 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче ҫуралнӑ. Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам шкулта, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Районта культура ĕçĕнче, Красноармейскинчи вӑтам шкулта педагогра тӑрӑшнӑ. Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи халăх театрӗн ертӳҫинче чылай çул хушши ĕçленĕ. Театр репертуарĕ пуян пулнă: «Çĕрлехи çиçĕм»», «Ничава Хĕветĕрĕ» (Тихăн Петĕркки), «Ялта» (Ф.Павлов), «Хăмла» (Г.В.Краснов), «Ылханлă йăх», «Икĕ каччăн пĕр шухăш» (П.Н.Осипов), «Кай, кай, Ивана» (Н.Айзман), «Пĕр çемьере» (Г.Пласкин), «Ир такăнсан – каçчен»» (Г.В.Краснов), «Праски инке хĕр парать» (А.С.Чебанов), «Вĕрентеççĕ арăмсем» (А.Никитин – Сухан), «Хĕрарăмсем» (А.Зайцев), «Уйăх тулнă каç» (Юхма Мишши), «Вăрçă суранĕ» (Юхма Мишши), «Кăмака çинче ларса качча каяймăн» (Мунча Мишши), «Тарçă» (А.Чебанов), «В провинциальной больнице» (из репертуара Е.Петросяна), «Салтак амăшĕ» (В.Синичкин), «Шупашкарти савни» (Н.Сидоров) тата ытти те. 2000-мĕш çулта театр Фёдор Павловăн «Ялта» драмипе «Халăх театрĕ» ята тивĕçнĕ. 2005-мĕш çулта театр республикăмăрти «Ахрăм» фестивале хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăннă. 2007 çулта каллех «Халăх театрĕ» ята çирĕплетнĕ. Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2011). Сăввисем республикăри хаçат-журналсенче тата райхаçатра пичетленеççĕ. Кун ҫути курнӑ кӗнекисем: «Тавах сана, ман ирӗк шухӑш» (2008, 2013), «Шан, ӗнен, юрат…», «Чее хӗвел», «Чечеклен, тӑван ен» (2008).
Чыслав каçĕ 2023 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче каçхине Красноармейски салин Культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура пулать.

Миçе çын пăхнă: 104 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024