Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Çурла » 26 » Мĕншĕн Красноармейски районĕ пĕтсех пырать? ("Ял пурнăçĕ" хаçатран)
Мĕншĕн Красноармейски районĕ пĕтсех пырать? ("Ял пурнăçĕ" хаçатран)
21:33
Сăн ÿкерчĕк
Кашни çыннах хăй çуралнă, пурăнакан вырăнпа мухтанать, мăнаçланать. Ăна вăл илемлĕрех те пуянрах курма ĕмĕтленет. Мана та тăван Красноармейски (хамран килес пулсан, çак ята паянах Трак ятпа улăштарнă пулăттăм — автор) районĕ, унăн тĕп ялĕ, çыннисем пуринчен те хаклă. Ан тив, вăл республикăри 21 районтан чи пĕчĕккисенчен пĕри пултăр. 
Манма кирлĕ мар, сухалакан çĕрсен лаптăкĕпе вăл чи пĕчĕккисен шутĕнче мар. Халăх йышĕпе те район мухтанма пултараймасть. Çитменнине тата çынсен хисепĕ çулсеренех чакса пырать. Промышленность предприятийĕсемпе те савăнмаллиех çук. Çаксене шута илсех пуль, район пуçлăхĕнче нумай çулсем ĕçленĕ С. Железин республика шайĕнче района пĕтерес ыйтăва çĕкленĕччĕ. Питех те ăссăр шухăш. Вăхăт хăех татса парĕ, пирĕн пек пĕчĕк районсем, паянхи цивилизаципе шута илсен, хăйсен статусне çухатмаллах. 
Илсе пăхар-ха икĕ тĕслĕх. Хăй вăхăтĕнче Карай тата Мăн Шетмĕ больницисем пысăк хисепреччĕ. Вĕсене хупсан, вырăнти халăх пăшăрханчĕ, вăрахчен шавларĕ. Халĕ эпир районăн тĕп больницине те тивĕçлĕ шайра ĕçлеттерме пултараймастпăр. 
Е тата шкулсенех илер. Хăй вăхăтĕнче вĕсен хисепĕ районта вăтăртан та иртнĕ. Халĕ вара пĕтĕмпе те вун икĕ шкул тăрса юлчĕ. Савăнмалли кунта нимĕн те çук. 
Ман шутпа, пĕрех пуçа усма кирлĕ мар. Малаллах талпăнмалла, ĕçлемелле, пурнăçран-вăхăтран тăрса юлма юрамасть кăна. Эпир вара темшĕн вăхăт шайĕпе пĕр тан утма пултараймарăмăр. Районăн малтанхи ертÿçисем хитре пуш сăмах çапсах вырăнти халăха пуш валашка çине лартса хăварчĕç. Енчен те районта çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ газ уçлакан станци пулман пулсан, эпир республикăра чи мĕскĕн район пулмаллаччĕ. Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Вăрман хĕрринчи газ уçлакан станцинче ĕçлекенсен поселокне кăларса пăрахсан, Красноармейскинчен пысăк ял кăна тăрса юлнă пулĕччĕ. 
Халĕ районăн кулленхи пурнăçĕ патнех таврăнар-ха. Ĕçлĕ кун-çулăмра республикăра çитсе курман район юлмарĕ ĕнтĕ манăн. Тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă май, ĕç пĕтĕмлетĕвне, тĕпрен илсен, вырăнти культура çуртĕнче йĕркеленĕ. Элĕк районне илер-и, е Муркашпа Патăрьелне çитер-и — пуринче те типлă проектпа хăпартнă куçа илĕртекен культура керменĕсем тыткăнлаççĕ. Пĕр пирĕн районта кăна иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче вырăнта М. Прохоров (ун чухне вăл районти ĕç тăвакан комитетăн культура пайĕн ертÿçи пулнă) хатĕрленĕ проектпа çĕкленĕ культура çурчĕ мĕскĕннĕн курăнса ларать. Ĕлĕкрех ăна мунча проекчĕпе çĕкленĕ культура çурчĕ тетчĕç. Аллă çул хушшинче çак çуртăн кÿлепине миçе хут сапласа укçа тăкмарĕç пуль, пĕрех унăн хĕсĕк сценипе залне улăштарма май çук. Çавăнпах пуль ĕнтĕ пирĕн района тĕп хуларан артистсем те килме васкасах каймаççĕ. Пĕлес килет, республикăри ытти районсем культура керменĕсене çĕкленĕ чухне мĕн туса пурăннă пирĕн район ертÿçисем? 
Çынна çăкăрпа кăна усраймăн. Çăкăр хăй пĕлтерĕшне паян та çухатман, нихăçан та çухатмĕ те. Çав вăхăтрах çынна пурнан кунра чун канлĕхĕ, лăпкăлăх, ĕненÿпе шанăç кирлĕ. Çак пуянлăха эпир, тĕпрен илсен, чиркÿре тупатпăр. Çурта лартса турăш умне тăрса хĕрес хурса пуç çапсан, хăвна шалтан çăмăлрах туятăн, ыратнисем те самантлăха таçта кайса çухалаççĕ. Чиркÿ вăл — тăнăç пурнăç тыткăчи те, çемьере килĕшÿ те. Пирĕн хушăра турра пач ĕненмен çын çук тесе каласшăн эпĕ. Ан тив, çамрăк чухне урăхларах шухăшлатпăр пулсан та, çулсем иртнĕ май турă еннеллех çаврăнатпăр-çке. Е тата çынна юлашки çула ăсатнă чухне те эпир чиркÿ алăкĕ умĕнчен пăрăнса иртместпĕр, турă умĕнчех хăвăн чуруна ĕмĕрлĕх канлĕ вырăна вырнаçтар тесе пуç çапатпăр. Шел пулин те, пĕр пирĕн районта кăна турăран ирĕк илнĕ çĕр лаптăкĕ çинче ятарласа хывнă никĕс çине çĕкленĕ чиркÿ çук. Ирĕк самана пуçланнăранпа çирĕм икĕ çул иртнĕ вăхăтра пур районта та çĕнĕ чиркÿсем çĕкленчĕç, çĕкленеççĕ те, пĕр эпир кăна такама кĕтсе, шанса пурăнатпăр. Питĕ лайăх ас тăватăп, 1994 çулта, С. Николаев район администрацийĕн ертÿçи пулнă чухне, ятарлă комиссипе виçĕ кун çÿресе пулас чиркÿ вырăнне палăртсаччĕ. Ĕçĕ вара паян кун та вырăнтан хускалмарĕ. Мĕншĕн?! 
Физкультурăпа спорта эпир сывă пурнăç никĕсĕ тесе палăртатпăр. Уйрăмах ку çамрăксене ытларах пырса тивет. Спортпа туслă çамрăк ялан сывлăхлă, ĕçре те, вĕренÿре те пултаруллă. Сывă пурнăç йĕркинчен аякалла пăрăнма унăн вăхăт та, тĕллев те çук. Çак ырă енсене тĕпе хурсах ĕнтĕ, юлашки çулсенче çĕр-шывра спорт комплексĕсем çĕклесси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç, укçа шеллемерĕç. Халĕ ĕнтĕ Чăвашри пур районта та спорт комплексĕсене ĕçе кĕртсе пĕтерчĕç теме пулать. Пирĕн район вара ку енĕпе — пионер. Вăрман хĕрринчи спорт комплексне республикăра чи малтан ĕçе кĕртрĕç. Çакна палăртмалла: кашни районтах спорт комплексĕсем район администрацийĕсен аллинче пулсан, пирĕн районта унăн хуçи — "Заволжский” газ уçлакан станци. Район çамрăкĕсене унта кĕме алăк хупă. Маларахри çулсенче район центрĕнче вырнаçнă, 1988 çулта çĕкленĕ "Спорт çурчĕ” ĕçлетчĕ. Çакăнта çамрăксем пушă вăхăта ирттеретчĕç, тĕрлĕрен секцисенче хăйсен пултарулăхне аталантаратчĕç. Вăрман хĕрринчи спорт комплексне ĕçе кĕртнĕ май, "Спорт çуртне” "Вольник” спорт коллективне шанса пачĕç. Кунта çамрăксене спортăн тĕрлĕ меслечĕпе кĕрешме хăнăхтараççĕ. Ку лайăх тейĕпĕр. Çав вăхăтрах волейбол, баскетбол тата ытти вăйăсене кăмăллакансене кунта кĕме чарчĕç. Тĕлĕнмелле, мĕншĕн пĕр пирĕн районта патшалăх укçипе çĕкленĕ спорт комплексĕсем район çамрăкĕсен пуянлăхĕ мар? 
Юлашкинчен мунча патне таврăнар. Район центрĕ нихăçан та обществăлла мунчасăр пурăнман. Иртнĕ хăрушă вăрçă çулĕсенче те Утар çырминчи лапамра мунча ĕçленĕ. Эрнере пĕрре пулин те ăна вутăпа хутса вырăнти халăх тасалнă, сипленнĕ. Унтанпа мунча хăйĕн вырăнне те, калăпăшне те, пахалăхне те темиçе хут та улăштарнă, çĕнелнĕ. Юлашкинчен ăна тивĕçлĕ шая çитернĕччĕ. Халăх кăмăлласа çÿретчĕ кунта. Ăнланмалла мар, тăватă çул каялла мĕн сăлтавпа район ертÿçисем коммуналлă хуçалăха аркатса, обществăлла мунчана уйрăм çын аллине парса ăна хупса хучĕç. Халĕ мунча çурчĕ витĕр çил кăна шăхăрать. Татах çав сăмахсене аса илме тивет: республикăри пĕр пирĕн районта паянхи кун ĕçлекен обществăлла мунча çук. Килĕшме пулать-и çакăнпа? Ниепле те. 
Район пурăнтăр, хăйĕн ятне ан çухаттăр тесен, асăннă тата ытти çитменлĕхсене васкавлăн пĕтермелле. Çаплах пултăрччĕ.

Леонид Сунар (Антонов)
Миçе çын пăхнă: 492 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024