“Мухтавлă ентешсем” сочиненисен районти конкурсне (малалла — Конкурс) Красноармейскинчи тĕп библиотека Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ирттерет. “Мухтавлă ентешсем” сочиненисен районти конкурсне Красноармейски районĕ — 80, Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем: — Трак тăрăхĕнче пурăнакансемпе çитĕнекен ăрура тăван ялăн, тăван халăхăн, Тăван районшăн, Тăван çĕршывăн мăнаçлăх туйăмне аталантарасси; — ачасемпе аслă ăрури çынсене тăван вырăнти историри тата культурăри пуянлăха тимлĕн тишкерме явăçтарасси; — Трак ен халăхĕн активлă пурнăçĕнчи вырăнне палăртасси; — пултаруллă çынсене тупса палăртса малалла аталантарасси. Конкурса йĕркелекенсем — Красноармейскинчи тĕп библиотекăпа Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ йĕркелесе ирттереççĕ; — конкурс çинчен информацине райхаçатра пичетлеççĕ; — конкурс материалĕсене йышăнаççĕ; — конкурс комиссийĕн ĕçне йĕркелеççĕ. Конкурса Красноармейски районĕнчи шкулсенчи 12 çултан аслăрах вĕренекенсемпе районта пурăнакан çынсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнакансен ушкăнĕсем: ; 6—7 классем; ; 8—9 классем; ; 10—11 классем; ; çитĕннĕ çынсем. Конкурса хутшăнас текенсен ĕçсене 2015 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕччен тăратмалла. Конкурса тăратнă ĕçсем çак йĕркесене пăхăнмалла: ; конкурс темине уçса памалла; ; сочиненисене шурă А4 форматлă хут çине компьютерпа Times New Roman шрифтпа (14пт.) чăвашла çырмалла; страницăсен шучĕ — 3 листа, йĕркесен хушшинче пĕр интервал пулмалла; ; сочиненисен титул листи пулмалла, унта çаксене кăтартмалла: ĕç ячĕ, хушамат, ят, ашшĕ ячĕ; миçе çулта; класс, вĕренỹ çурчĕн ячĕ, телефон. Ĕçсене хакламалли виçесем: сочиненисене конкурс условийĕсене пăхăнса йĕркелени (4.2 п.), темăна анлăн уçса пани, ĕçе тĕрĕс йĕркелени. Сочиненисене электрон почтипе йышăнмаççĕ. 6. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ ; Пĕтĕмлетỹсемпе çĕнтерỹçĕсене чысласси районти культура çуртĕнче ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре иртет. ; Конкурса тăратнă ĕçсене жюри членĕсем хаклаççĕ: 1. Виктор Михайлович Данилов, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн ялхуçалăх, промышленность тата строительство пай редакторĕ; 2. Валентина Аркадьевна Тихонова, районти историпе краеведени музейĕн ĕçченĕ; 3. Светлана Аверкиевна Гурьева, тĕп библиотека ĕçченĕ. ; Çĕнтерỹçĕсене — Дипломсемпе, ыттисене Тав çырăвĕсемпе чыслаççĕ. ; Конкурса тăратнă ĕçсене рецензилемеççĕ, каялла тавăрса памаççĕ. ; Çĕнтерỹçĕсен ĕçĕсене “Ял пурнăçĕ” хаçатра пичетлеççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-22-63 —Красноармейскинчи тĕп библиотека. Адресĕ: 429620, Чăваш Республики, Красноармейски ялĕ, Васильев урамĕ, 2-мĕш çурт. |