Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2025 » Пуш » 30 » Мускавра, туризмпа тараватлăх куравĕнче
Мускавра, туризмпа тараватлăх куравĕнче
13:21
Сăн ÿкерчĕк

Пуш уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче Мускавра «Крокус-Экспо» комплексĕнче Пĕтĕм тĕнчери туризмпа тараватлăх индустрийĕн 31-мĕш куравĕ ĕçленĕ. Унта Раççейри регионсенче тата чикĕ леш енчи 30 ытла патшалăхран туризм енĕпе экспозици ĕçленĕ, вĕсене кăтартма 1000 ытла специалист пухăннă. Ăна йĕркелекенсем выставка шайĕнче 25 тĕрлĕ ĕçлĕ мероприяти ирттернĕ, 250 спикер тухса калаçнă.

     Курава Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăннă. Республикăмăр экспозицине Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов уçнă. Етĕрне округĕн Тури Ачак ялĕнчи «Вирьял» пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн юрри-кĕввипе савăнтарнă. Министр Чăваш енĕн 9 территорине республикăн турмаршрутне тата аталану драйверне кĕртнине пĕлтернĕ. Инвестпроектсен пиллĕкмĕш пайĕ туризма аталантарма каять, ун валли 65,5 млрд тенкĕ укçа уйăраççĕ. Вĕсем шутне çак объектсем кĕреççĕ:

● Шупашкар хули  Атăл леш енчи йăлăмпа пĕрле санаторипе курорт центрĕ пулса тăрать.

● Куславккапа Сĕнтĕрвăрри округĕсем юхан шыв туризмĕн центрĕсем пулмалла. Вĕсенче çĕнĕ причалсем çĕкленĕç тата çыран  тавралăхне хăтлăх кĕртĕç.

● Шупашкар  округĕ наци культурипе çыхăннă туризма йĕркелесе пырать.

● Улатăр округĕ тĕнпе çыхăннă паломниксен туризмне аталантарать.

● Етĕрне округĕ юхан шыв туризмĕпе агротуризм çине таянса ĕçлет.

● Муркаш округĕ Атăл çыранĕ хĕрринчи туризм инфраструктурине аталантарассипе тимлет.

● Красноармейски округĕ хăй тăрăхĕнчи юхан шывсемпе кÿлĕсем тавра туризм инфраструктурине çĕклет.

● Йĕпреç округĕ вăрман паркне хăтлать, вĕсенче кемпингпа глэмпинг комплексĕсене туса лартать.

Кунсăр пуçне Крым Раççейпе пĕрлешни  11 çул  çитнине паллă туса Чăваш Республикипе Крым Республики туризм енĕпе килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ. Çакăн йышши килĕшÿ Дагестан Республикипе те тунă. Ку пĕр-пĕрин турмаршручĕсемпе ылмашма, туризм практикин опычĕпе паллашма, пĕрле туризм форумĕсене ирттерме майсем уçса парать тенĕ министр. Чăваш енĕн куравне 16 пин ытла çын пырса курнă.

     Республикăра туристсене курмалли чылай. Вĕсен шутĕнче: «Раççейĕн тĕрĕллĕ картти» музей, «Аван» кану бази, Трактор музейĕн историпе наука музейĕ, «Нерядово» парк-отель, Шупашкарăн Хĕрлĕ тÿремĕ, Чăваш наци музейĕ, Сăра музейĕ, "Нартăван" кану бази, "Бичурин тата хальхи самана" музей, «Ясна» этнокомплекс, «Волжанка» санатори, «Заимка» турист комплексĕ, Шуршăлти Космонавтика музейĕ, Етĕрнери «Купса тата мещен пурнăçĕ» музей, Зайцев художникăн галерейи, Патша тăвĕ, «Сурские зори» турист бази, Ачакри «Чăваш хресченĕн хуçалăхĕ» музей, В.И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕ, «Ядринмолоко», Ильин Тăвĕ, Йĕпреçри этнографи музейĕ, «Эконом ялĕнчи «Хăтлă картиш» кану бази, «Строителям безмолвных рубежей» мемориаллă комплекс, Н.И. Лобачевскин çурт-музейĕ, «Кайăк вĕçевĕ» вырăн, «Чăваш керемĕ» туризмпа тавра пĕлÿ центрĕ, «Ватă юман» çут çанталăк палăкĕ, «Кĕмĕл çăлкуç» шыв сикки, «Браво» страус ферми, Александро-Невский ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕ, Тури чăвашсен музейĕ, Трак енри «19-мĕш ĕмĕрти чăваш хресченĕн хуçалăхĕ» кану бази, «Виçĕ хĕвел» çут çанталăкпа этнографи музейĕ, Яманакри шыв арманĕ, «Хăна çурчĕ» кану бази, Киево-Николаевский Новодевичий ячĕллĕ мăнастир, Свято-Троицкий ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕ, «Чăваш вăрманĕ» парк, «Вăрман кĕввисем» парк-отель, Вырăс провинцийĕн музейĕ, Эрьзя ячĕллĕ хăна çурчĕ тата ытти те.

     Куравăн тепĕр кунне Чăваш Республикин экспозицийĕнче республикăмăрăн округсенчи туризм объекчĕсене презентациленĕ. Унта Шупашкар хулин, Шупашкар, Етĕрне, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Улатăр округĕсен туризм объекчĕсем çинчен каласа кăтартнă.

     Курава Красноармейски округ делегацийĕ те хастар хутшăннă. Вăл йышра округ администрацийĕн пуçлăхĕ Павел Семенов тата Красноармейски вăтам шкул вĕрентекенĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, Трак ен ял туризмĕн маршручĕсене  йĕркелекенсем  Виталипе Зинаида Михайловсем пулнă.   Павел Семенов Трак ен виçĕ чăваш паттăрĕ Пипарс, Упи паттăр, Искей Пайтулĕ çĕрĕ пулнине çирĕплетсе округри туризм объекчĕсем çинчен тулли информаци панă. Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи «Хăна çурчĕ» канупа туризм бази, Ыхракассинчи «19-мĕш ĕмĕрти чăваш хресченĕн хуçалăхĕ» канупа туризм бази, Красноармейскинчи «Виçĕ хĕвел» çут çанталăкпа этнографи паркĕ тата Яманакри Раççейĕпе пĕртен-пĕр сыхланса юлнă турбинăллă шыв арманĕ çинчен презентаци тунă. Ку объектсем Экономика аталанăвĕн реестрне кĕнĕ. Кунсăр пуçне округăн администраци пуçлăхĕ пулас туризм объекчĕсене те асăннă: Яманакра «Çăкăр музей комплексĕ» тата Упире «Упи паттăр крепоçĕ» пулассине пĕлтернĕ.

     Мускаври ĕçлĕ курав ăнăçлă иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи тата  ют çĕршывсенчи халăхсен пуян культурипе, туризм объекчĕсемпе паллашни те асра юлчĕ. Чăваш Республикин хăй евĕрлĕ экспозицийĕ те курава хутшăнакансене хăй патне илĕртсе тăчĕ, кăсăклантарчĕ те. «Чăваш ене пĕлетĕр-и?» викторина ирттерни те курма пынисене парнесем выляса илме май пачĕ. Чи сумлă парне чăваш шăрттанĕ пулчĕ. Чăваш Республики Раççей шайĕнчи курава хутшăнса хамăр тăрăхри туризмпа тараватлăх индустрийĕ кирлĕ шайра аталанса пынине кăтартса-çирĕплетсе пачĕ.  

Миçе çын пăхнă: 62 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2025  »
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2025