Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 15 » Неçтĕр Янкас ячĕллĕ Премие илме кандидатсем тăратаççĕ
Неçтĕр Янкас ячĕллĕ Премие илме кандидатсем тăратаççĕ
22:02
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2015 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2016 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси. 

Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.

Премие уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.

Премие тивĕçлĕ кандидатсене Нестер Янкас çуралнă кунччен икĕ уйăх малтан тăратаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ ята пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла.

Преми фондне учредительсен ертсе пыракан органĕсем хăйсем хушшинче калаçса килĕшсе, пĕрлĕхĕн хывăм-счечĕ çине çителĕклĕ укçа-тенкĕ хывса пухаççĕ. Преми лаурачĕсен спонсорсем те пулма пултараççĕ. Ун пек чухне спонсорсен хăйсен ирĕкĕпе пухнă укçа-тенкĕпе ятарлă комисси суйласа илнĕ çынна преми пама ирĕк пур. Премие укçалла та, парне-япалалла та пама юрать.

Премисен шутне Преми паракан ятарлă комисси палартать. Вĕсене уйрăм ентешсене, çав шутран пĕрне район тулашĕнче ĕçлесе пурăнакан, литературăра, искусствăра тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентеше, пултарулăх енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн параççĕ. Уйрăм премие пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлă тата фермер хуçалăхĕсене, коммерцилле майпа ĕçлекен фирмăсене пама пултараççĕ.

Премипе пĕрле лауреата çакна çирĕплетекен Диплом тата лауреатăн ятарлă паллине (медальне) параççĕ. Вĕсене Неçтĕр Янкаса халалланă пĕрлĕхĕн савăнăçлă каçĕнче чаплă лару-тăрура парса чыслаççĕ.

Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ

Миçе çын пăхнă: 529 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024