Вĕрентекен çулталăкне халалласа, пур шайра та чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Мускавра, Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине хăпартмалли академире "Инноваци моделĕсем — Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă методика службисен кадрĕсене çĕнетмелли никĕс" темăпа пулнă тата 200 ытла çынна пуçтарнă Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцийĕ те çав шутранах. Асăннă форума Чăваш Енрен иккĕн — пирĕн районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Ф. Фризен тата ку центр методисчĕ Г. И. Николаева хутшăнчĕç. Пĕрремĕш кун Пĕтĕм Раççейри "Методика служби — çĕнĕ шкула" конкурс финалĕ иртнĕ. Ăна академи ректорĕ Э. М. Никитин уçнă. Финалта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи муниципаллă 10 методика служби хăйĕн ĕçне презентациленĕ. "Пирĕн тĕп тĕллев çĕр-шыври çак службăсен аталанăвĕ мĕнле шайра пулнипе паллашасси пулчĕ. Ректорăн витĕмлĕ сăмахĕсем чун-чĕрене пырса тиврĕç. Вăл "Вĕрентÿ çинчен" Законра малашне методика службисем çине тимлĕх ытларах уйăрма пăхмашкăн пĕлтерни савăнтарчĕ те", тет Марина Филимоновна. Конференцин иккĕмĕшпе виççĕмĕш кунĕсенче Раççейри методслужбăсен зведующийĕсен квалификацине хăпартмалли курссем ĕçленĕ. М. Ф. Фризен кунта хăйĕн "Проблемы диссеминации управленческого и педагогического опыта" ĕçне тăратнă. "Пирĕн педагогсем вĕрентĕвĕн уйрăм маршручĕсене хатĕрленине Е. М. Пахомова преподаватель те ырласа йышăннă-мĕн. "Сирĕн районти методслужба никĕсĕ çинче федераци шайĕнчи эксперимент ирттерме те май пур", терĕ Елена Михайловна", палăртать М. Ф. Фризен. Конференцин юлашки тăваттăмĕш кунĕнче Марина Филимоновнапа Галина Ивановна Раççейри ятлă-сумлă педагог-ăсчахсен сăмахĕсене итленĕ. М. Ф. Фризен, сăмахран, 7-мĕш секцин академи ректорĕн канашçи Н. В. Немова йĕркелесе пынă ĕçне хутшăннă, хăйсен çÿлерех асăннă ĕçĕпе паллаштарнă, ăна ятарлă сертификат панă. Секци ертÿçи ыттисене Чăваш Республикинчи методика службисенчен тĕслĕх илме сĕннĕ. Ку конференцине хутшăнни Марина Филимоновнана çĕнĕ вăй-хăват кÿнĕ, методикăн пултарулăх ĕçне Пĕтĕм Раççейри "Хальхи шкулпа ертсе пырасси" çĕнĕ конкурса тăратма хистенĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕнче красноармейскисем I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. "Академири Е. М. Пахомова преподаватель пирĕнтен приоритетлă "Вĕрентÿ" наци проекчĕпе ĕçлекен чи лайăх учитель материалĕсене ярса пама ыйтрĕ. Эпир Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти В. М. Михайлов педагог-çĕнтерÿçĕн информаци картине, "Тăван тăрăх культури" предметри хамăр ентешĕн, паллă ÿнерçĕн Э. М. Юрьевăн пултарулăхĕпе çыхăннă уçă урок конспекчĕсене, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине вĕрентмелли элективлă курс программине, тăван тăрăх культури енĕпе дидактика материалĕсене ярса патăмăр. Елена Михайловна электрон почти урлă вĕсене "калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ материалсем" тесе хаклани çинчен хыпарларĕ", тет Марина Филимоновна.
В. Данилов
|