Фоторепортаж
Паян "Раççей чăваш пики" конкурса хутшăнакан пикесем Шупашкара çитрĕç. Пурĕ 22 чăваш хĕрĕ çак сумлă конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Иркутск, Тюмень, Самара, Пушкăртстан, Тутарстан, Питĕр, Чулхула тата ытти тăрăхсенчен килнĕскерсем паян хатĕрленÿ тапхăрне пуçларĕç. Вĕсемпе паллă балетмейстерсем, юрăçсем ĕçлеççĕ. Каç еннелле Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕсене тата Чăваш Ен районĕсене конкурсра тивĕçлĕ кăтартас кăмăллăскерсем "Паха тĕрĕ" фирмăра экскурсире пулчĕç. Вĕсем тĕрĕ музейĕпе тата фирма лавккипе паллашрĕç. "Паха тĕрĕ" предприятин ертÿçин çумĕ Маргарита Павлова хĕрсене чăваш тĕррин пуян историне каласа пачĕ, музей экспоначĕсемпе паллаштарчĕ. "Раççей чăваш пики" конкурса килнĕ пикесем кунта чун киленĕçĕ илчĕç. Уйрăмах качча каймалли пĕркенчĕк умĕнче вĕсем чылай çаврăнчĕç, кашнийĕ чăвашсен уйрăмлăхне кăтартакан пĕркенчĕке уртса пăхрĕ. Ыран конкурса килнĕ пикесемпе малалла репетицисем иртĕç. Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи. (Сăнÿкерчĕксем авторăн)
Шел пулин те, Траксем кăçал ку конкурса хутшăнмаççĕ. Настя Козлова,Трак шкулĕнче 9-мĕш класра вĕреннĕскер тата "Трак ен пики-2017" ята тивĕçнĕскер (халĕ Шупашкарта медицина училищинче вĕренет), хутшăнма кăмăл туман. |