2014 çула Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Трак енре Культура çулталăкне официаллă майпа уçнă ятпа савăнăçлă уяв иртрĕ. Асăннă мероприятине Трак енре Культура çулталăкне уçнине, Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 79 çул тултарнине тата районти "Ял пурнăçĕ” хаçат вулаканĕсем палăртакан "Çулталăк çынни-2013-не” (ăна кăçал акционерсен хупă "ТУС” обществин генеральнăй директорне Н. Ф. Угаслова панă) чысланине халалларĕç. Красноармейски ял тăрăхĕн информаципе культура центрĕн залĕ халăхпа лăках тулнă, ларма-тăма вырăн çук тейĕн. Сцена çинчи экран çинчен "Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!” тесе çырни аякранах курăнать, экран çине черетленсе тухса пыракан, район пурнăçне сăнлакан кашни ÿкерчĕкех чĕрене çывăх. Шăпăр сасси янăраса каять те сцена çине чăн чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем тухаççĕ. Уява ертсе пыракан Н. Филиппова сцена çине район пуçлăхне В. Григорьева, район администрацийĕн ертÿçине А. Шестакова, республикăри конкурент политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçине А. Егорована, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, акционерсен хупă "ТУС” обществин генеральнăй директорне, ЧНК Президентне Н. Угаслова, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçине А. Львова йыхравлать. "Çул хыççăн çул хыçа юлать. Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 79 çул çитрĕ, — терĕ Владимир Николаевич. — Эпир пĕр вырăнта тăмастпăр, малаллах аталанатпăр. Трак енĕн историйĕ питех те пуян, унăн çыннисем мĕне тăраççĕ, кунтан çĕр-шыв, республика шайĕнче палăрнă вун-вун çын тухнă. Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп”. Трак ен уйрăмах пултарулăх çыннисенчен пуяннине палăртрĕ Андрей Владимирович. "Пирĕнтен кашниех тăван ен историне пĕлмелле, ăна юратмалла. Сирĕнпе эпир çитес çул районăн 80 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Çавна май районăн çĕнĕ энциклопедине хатĕрлес ĕçсем тытăннă. Унта тăван тăрăхпа çыхăннă пĕр пулăм та аякра юлмалла мар”, — палăртрĕ вăл. Альбина Егоровна пирĕн район туллин те пур енлĕн аталанса пыни çинчен каларĕ. Акă иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче республикăри муниципаллă районсен инвестици активлăхĕн рейтингне палăртнă пулнă. Унта Трак енсем пĕрремĕш вырăн йышăннă, дипломпа укçан премине тивĕçнĕ. Трак енсен ял хуçалăх производствин калăпăшĕн, ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕн индексĕ пысăк пулнă, тĕп капитала хывнă инвестици калăпăшĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿснĕ, хамăрăн налук тупăшĕсен кăтартăвĕсем, уйăхри вăтам ĕç укçин шайĕ пĕчĕк мар пулнă. Тата иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче Красноармейскинчи пиччĕн керамика кирпĕчĕ тата хушма майпа пысăк технологиллĕ керамика туса кăларакан ”КЕТРА” завода ĕçе кĕртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Сирĕнпе эпир пĕр ĕç тăватпăр”, — терĕ Николай Федорович. Вăл Трак енре чăнахах туслă та пултаруллă, ĕçе юратакан çынсем пурăнни, çакна паян "КЕТРА” заводра вăй хуракан çамрăксем яр уççăн çирĕплетсе пани çинчен каларĕ. Районăн паллă кунĕ ячĕпе саламланă май Трак енĕн историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнисен хушамачĕсене хальхи ăрăвăн пĕлмелли çинчен палăртрĕ Алексей Николаевич. Вăл район ертÿçисене "Трак ен” ентешлĕх ячĕпе асăнмалăх парне пачĕ. Трак тăрăхĕ пултаруллă, ĕçчен, паттăр, хастар çынсенчен пуян. Акă Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи И. Яковлев 40 çула яхăн тăван хуçалăхра механизаторта вăй хунă. Иосиф Яковлевич чыслă ĕçшĕн "Ĕçри хастарлăхшăн. В. Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă май”, "Ĕç ветеранĕ”, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Ăна чечек çыххипе, парнепе чысларĕç. Кăçалхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче районта Кĕçĕн Шетмĕри Марковсен çемйинче пĕрремĕш ача çут тĕнчене килнĕ. Вĕсен çемйинче вăл иккĕмĕш пепке. А. Шестаков Марина Валерьяновнана ача çурални çинчен ĕнентерекен хута тыттарчĕ. Трак тăрăхĕнчи А. Федоров, Н. Керзакова, В. Мефодьев, Ю. Осипов "Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята тивĕçрĕç. А. Егорова аллинчен "Колос” хуçалăхăн механизаторĕ Н. Фомин РФ Ял хуçалăх министерствин хисеп грамотине, асăннă министерствăн тав çырăвне "Таябинка” Агрофирма” ООО ертÿçи А. Афанасьев, "Караево” хуçалăхăн тĕп агрономĕ В. Семенов илчĕç. Районăн общество пурнăçĕнче пысăк активлăхпа палăрнăшăн çак кунсенче 80 çул тултарнă сăвăç тата юрăç Г. Дубров, Раççейри "Пенсионерсен пĕрлĕхĕн” районти уйрăмĕн ертÿçи А. Никитин, "Единая Россия” партин районти уйрăмĕн секретарĕнче вăй хунă З. Долгова, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров "Единая Россия” партин Красноармейскинчи уйрăмĕн тав çырăвĕсемпе парнисене илчĕç. Н. Угаслова Ф. Лукин 100 çул тултарнине халалласа кăларнă юбилей медальне тата Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕн Тав çырăвне пачĕç. Чăвашлăха аталантарас çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн А. Бажбенова (Кĕçĕн Шетмĕри кану çурчĕ), В. Николаева (Чатукассинчи кану çурчĕ çумĕнчи "Телей” ушкăн ертÿçи), Трак вăтам шкулĕ (Г. Юлмасова) Чăваш наци конгресĕн хисеп хутне илчĕç. Районти "Ял пурнăçĕ” хаçат вулаканĕсем палăртакан "Çулталăк çынни” ята 2013 çул кăтартăвĕсемпе акционерсен хупă "ТУС” обществин генеральнăй директорĕ Н. Ф. Угаслов тивĕçнĕ. Ăна "Çулталăк çынни” хăюпа (А. Шестаков), свидетельствăпа (И. Прокопьев), кубокпа (В. Григорьев) чысларĕç. Николай Федорович тав туса сăмах каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков Трак енре Культура çулталăкĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. ЧР Культура министерствинче кăçал иртекен Культура çулталăкĕн республика эмблемин чи лайăх эскизĕн тупăшăвне пĕтĕмлетнĕ. Конкурсра Красноармейски ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн ÿнерçи А. Казаков çĕнтернĕ. Александр Анатольевича асăннă уявра чĕрĕ чечексемпе чысларĕç. Газ уçлакансен Заволжски клубăн илемлĕх ертÿçинче вăй хуракан М. Дмитриева "ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Унтан уяв концерчĕ пуçланчĕ. Халăх музыкин "Раштав” ансамблĕ ("Конь”, "Ты прости меня, родная”, "И будем петь”, "Рождество” юрăсем), Заволжски клуб çумĕнчи кĕçĕннисен тата вăталăххисен "Юность”, "Капельки” ташă ушкăнĕсем, "Шурăм пуç” фольклор, вокалпа инструментсен "Апрель” ансамблĕсем, Н. Никоноров ертсе пыракан халăх музыкин "Хавал” ушкăнĕ юрă-ташăпа, ачасен "Асамат кĕперĕ” театра çÿрекен А. Журавлева "Поход”сăвăпа савăнтарчĕç. Куракансем вĕсене питех те ăшшăн йышăнчĕç. Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета) |