Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Авăн » 15 » Шетмĕ Михали: Çитмĕл çул урлă каçса çитмĕл тĕрлĕ пурнăç куртăм...
Шетмĕ Михали: Çитмĕл çул урлă каçса çитмĕл тĕрлĕ пурнăç куртăм...
22:18
Сăн ÿкерчĕк

Эпĕ, 1933 çулта çуралнăскер, çитмĕл çул урлă каçса çитмĕл тĕрлĕ пурнăç куртăм. Мĕн чухлĕ асап-терт тỹсмерĕм пуль. Асатте — Степан Артемьевич — вăтам хресчен пулнă. Малтанхи арăмĕ вилсен, 65 çулхискер, 17ри хĕре качча илнĕ, ывăлпа хĕр çураттарнă. Хăй 96 çула çитиччен пурăннă. Атте — Тимофей Степанов — 1911 çулта кун çути курнă. 1928 çулта вăл Енĕшкассинчи Евдокия ятлă хĕре качча илнĕ. Вĕсем 5 ача çуратнă. Шел, аслипе кĕçĕнни пĕчĕклех вилнĕ. Асатте кил-çурчĕ аптраман, хăйне пурăнмалăх пурне те туса çитернĕ. Пỹрчĕ икĕ чỹречеллĕ, пысăкскер. Çине чус хăма витнĕ. Юнашарах — кĕлет. Унсăр пуçне алăклă сарай, выльăх вити, нỹхреппе лаç тытнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă: икĕ лаша, пĕр ĕне тата 10—12 пуç сурăх. Асатте вилсен, колхоза кĕрсен, атте çак пурлăха пĕтĕмпех салатнă: лашана, ĕнене, витепе ут таврашĕсене, çуна-урапана колхоза панă. Тĕрĕссипе каласан, вĕсемпе пĕрле хăйне те унта “панă”. Эпĕ атте каçпа килте çывăрнине пĕрре те курман. Кăнтăрласенче кăна апат çиме килсе каятчĕ. Конюх пулнăран вĕсен пỹртĕнчех çывăрнă. Тен, тĕрĕсех те каламастăп пулĕ: çывăрнă-ши? Кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ тесен, тĕрĕсрех. Аттен те пурнăç çăмăл пулман çав. Чылай çемье Çĕпĕре куçса кайма пуçăнсан, атте те унта каясшăнччĕ. Çавăнпах сарайпа нỹхрепне те сутрĕ. Вутă çук пирки атте-анне витепе карта-хурана сỹтсе çунтарса пĕтерчĕç. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче АН-2 самолет çинчен Трак пуххи çине листовкăсем пăрахса халăха вăрçă тухни çинчен пĕлтерчĕç. Аттене жнейкăпа тырă вырнă çĕртех повестка панă: кăнтăрла иртни 3 сехетре ялтан тухса каймалла. Пирĕн патне çынсем хăвăрт пуçтарăнчĕç. Ăсатрăмăр аттене. Вăл юрлани халĕ те асрах: Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, Çĕмĕрт сапаки, ай, тăкăнать. Малаллине, ай, шутласан, Куçран куççуль, ай, тăкăнать. Виçĕ ачапа макăрса тăрса юлчĕ анне. Асли — Зоя — 1930, йăмăк — 1937 çулта çуралнă. Аннепе Зоя хĕвел тухсан çурлапа тырă вырма каятчĕç те вăл ансан кăна таврăнатчĕç. Альăпа иккĕн киле юлаттăмăр. Атте кайсан, виç-тăватă кунран вĕсем Михалки станцинче пулнине анне илтнĕ те, унпа иксĕмĕр лаша кỹлсе унта тухса кайрăмăр. Çанталăкĕ ăшă та уяр. Атте унччен жнейка кỹлсе тырă вырнă “Поляк” лаша лайăх чупать. Пĕр хăлхи çурăкчĕ. Ăна жнейкăпа кастарнă-мĕн. Станцине часах çитрĕмĕр. Чукун çул хĕрринче щитсем тăратса купаланă вырăнта аттене шыраса тупрăмăр. Ыталанса илчĕç. Иккĕшĕн те куçĕсем шывланнă. Атте мана та çупăрларĕ. — Манăн лашасем шăварма каймалла-ха, Миша, эсĕ пыратăн-и? — терĕ. Хаваспах килĕшрĕм. Аттене виçĕ лаша çирĕплетсе панă. Кирпĕчрен купаланă лутра тăваткал çуртран пăрăх тухса тăрать, вĕçне кран лартнă. Аялта — курите. Икĕ лашине çавăнта çавăтса пырса шăварчĕ. Тепĕр лашине илме кайрăмăр. Ăна, хура-хăмăр ăйăра, тавралла кирпĕчпе хỹме çавăрса, ытти лашасене курмалла мар, сăнчăрпа рельсран кăкарса тăратнă. Каçалапа аттесене тревогăпа чĕнчĕç. 3—4 сехетрен кăна таврăнчĕ. Икĕ пĕççи те йĕп-йĕпе. Лашасене утлантарса чуптарнă иккен аттесене. Мана, шăнса кайнăскере, ирхине кăвак çутлах вăратрĕç. Эпир щитсем хушшине улăм сарса выртнăччĕ. — Миша, тăр, аçусем каяççĕ, — терĕ анне. Вăрансан, хăрушă ỹкерчĕк куртăм: лашасене вакунсене хăваласа кĕртесшĕн. Анчах лешсем вакунсем çине кĕмелли трапсем çине пусасшăн мар, аяккалла сикеççĕ. Лашасем кĕçĕнни, арçынсем кăшкăрашни, хĕрарăмсем ỹлесе макăрни, пăравус кĕç-вĕç тапранас пек хашлатса ларни чĕрене çурать. Кĕçех атте чупса пычĕ. — Вăхăт çук, Алтатти, каятпăр, — терĕ. Мана йăтса илчĕ те чуп тăвасшăн пулчĕ, анчах сухалĕ чикнипе пуçа пăртăм. Эх, аттене урăх курмассине пĕлнĕ пулсан... Ырă пурнăç шыраса атте Çĕпĕре каясшăнччĕ, анчах вăрçа каймалла пулса тухрĕ. Çав çул шкула çỹреме пуçларăм, атте çырăвĕсене хамах вулаттăм. Анчах пĕр çыру килсен, ăна вулаймарăм: вырăсла тата вĕтĕ çырнăччĕ. Çырăва аттен юлташĕ — вырăс çырнă пулнă. “Эпир атакăна кĕрес умĕн виççĕн — тутар (ятне каланă), вырăс (ятне каланă) тата чăваш — Тимофей Степанович Степанов пĕр-пĕрин адресĕсене çырса илтĕмĕр. Унтан тутартан “Тимофей Степановича куртăн-и?” тесе ыйтрăм. “Вăл питрен аманнăччĕ, ăна бинтпа çыхса ятăм та каллех çапăçăва кĕтĕмĕр. Урăх курман”, — терĕ. “Тен, вилмен пулĕ-ха, ан кулянăр” — тенĕ çав çырура. Тепĕр виç-тăватă кунран чаçрен çыру килчĕ: “Тимофей Степанович Степанов вăрçăра вилнĕ, яла илсе тухса пытарнă”, — тенĕ унта. Адресне те кăтартнă: “Ставропольский край, Крыжановский район, д. Жуковка. 1942 г., 18 сентябрь”. Ялта эрнесеренех салтак юрри илтĕнет. Çул çитнисемпе пĕрлех ватăрах арçынсене те вăрçа илсе каяççĕ. Колхозра ĕçлеме вăйпитти арçынсем юлмарĕç ĕнтĕ. Юнашар пурăнакан Йăкăнат мучине те вăрçа илсе кайрĕç. Вĕсен 7 ачаччĕ. Аслисем — Колькăпа Марья — пысăкланнă-ха. Ыттисем пĕчĕкрех. Вăталăххи — Олешка — манран пĕр çул аслăрах. Иксĕмĕр аннесем вырăнне йĕтем хуралне те тухнă. Кунта çулла нимĕн те пулман-ха, халĕ, кĕркунне, молотилка илсе килсе лартнă та — уйри кĕлтесене турттарса килсе капана хывнă, колхозниксем вĕсене молотилкăпа çапаççĕ. Каçхине аннесем хурала юлаççĕ. Вĕсем кăмака хутма киле кайнă пирки йĕтеме Олешкăпа хураллаттăмăр. Çанталăк ытти кунхинчен сивĕрехчĕ. Таврара шурă юр выртать. Йăмра тăррисем, пасарнăскерсем, шуррăн курăнаççĕ. Тỹпери çăлтăрсем янкăр çутă. Кĕçех Çỹремет вăрманĕ хыçĕнчен уйăх тухма пуçларĕ. Вăл темшĕн ытла та хĕрлĕ. Чĕрĕ япала пек пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çỹлелле хăпарать. — Кур-ха, Миша, ав, унта мĕн çутисем, пĕлетĕн-и? — терĕ Олешка Трак вăрманĕ еннелле кăтартса. Унталла пăхрăм та, чăн та, вăрăм икĕ юпа хĕресленсе сулкалашаççĕ. — Пĕлместĕп, — тетĕп. — Прожектор çутисем вĕсем. Пирĕннисем тăшман самолечĕсене шыраççĕ. — Курсан мĕн тăваççĕ вара? — Тỹрех персе антараççĕ. Олешка çапла калани çан-çурăма çỹçентерсех ячĕ. Вăрçă пирĕнтен инçех те мар, уй урлă кăна пек туйăнма пуçларĕ. Аннесем килсен, иксĕмĕр те ăшă киле васкарăмăр. Килте йăмăк пĕчченех. Зоя çынсемпе пĕрле Çỹремете вутă йăтма кайнă. Урамран çутă курăнасран икĕ чỹречине те çивиттисемпе хупланă. Хупламасан, штрафлатпăр, тетчĕç. Нимĕç самолечĕсем бомба пăрахасран çапла тума хушатчĕç. Пỹртре сивĕ, хутманпа пĕрех. Кăмакана пăрахса пĕçернĕ çĕрулмине çирĕм те, кăмака çине хăпарса лартăм. Кайрантарах анне йĕтем хуралне Мăн Еххĕм арăмĕпе кайма пуçларĕ. Лайăх карчăкчĕ вăл. Еххĕмне ватă пирки вăрçа илмен, килтехчĕ. Вĕсен тăватă ывăлпа пĕр хĕр пулнă. Икĕ ывăлĕ — Ваньккăпа Мĕтри — вăрçăраччĕ. Кайран Ванькки сывах, Мĕтри хăрах урасăр таврăнчĕç. Йăкăнат та килчĕ. Сулахай ал лаппине амантнăччĕ. Ĕмĕрĕпех кĕтỹ патне çỹрерĕ. Ачасем “Санăн аллуна мĕн пулнă” тесе ыйтсан, “Нимĕç йытти çыртнă” тесе хуравлатчĕ. Çулла, ачасем, вăрçăлла выляттăмăр. Мăн Еххĕмĕн кĕçĕн ачи Исак ятлăччĕ. Манран виçĕ çул аслăскер, йывăçран пăшал тутаратчĕ. Кỹршĕри Совет Ванькин Вали манран тăватă çул кĕçĕнрехчĕ. Вăл та пирĕнпе хутшăнатчĕ. Леш енчен Еххĕм Ванькин Толи каçатчĕ. Тăваттăн вăрçă юррисем юрласа стройпа утаттăмăр е хырăмпа шуса пĕр-пĕринчен тарса пытанаттăмăр. Тупсан, Исак пире йывăç хĕçпе “чиксе” пăрахатчĕ. Хĕлле çунашкапа ярăнаттăмăр — йĕлтĕр пулман пирĕн. Исаксен амăшĕпе пирĕн анне йĕтем çинче хуралта тăнă чухне киле килсе ăшăнса каятчĕç. Пĕррехинче, килтен кайнă чухне йĕтем çинчен килекен лава хирĕç пулнă. Çуна çине кăрман лартнă, унта — туллиех тырă. Анне лаша пуçĕнчен тытса “Ăçта илсе каятăр ку тырра!” тенĕ. Лавпа салтак шинельлĕ икĕ çын пулнă, аннесене юр çине тĕртсе ярса хăварнă, вĕсем тăриччен лешсем курăнми те пулнă. Пирĕнпе юнашар Еххĕм Петрович ватă пурăнатчĕ. Вăл — асаттен мăнукĕ, пурăннă чухне атте ăна “Еххĕм пичче” тетчĕ. Çав старик колхоз председателĕччĕ. Анне йĕтем çинчен тырă вăрланине пĕлтерме ун патне васкарĕ. Исаксен амăшĕпе пĕрле йĕтем çине çитрĕç. Вăрăсен ỹксе юлнă лумĕпе кĕреçине тупрĕç. Кĕреçи лаша тислĕклĕ пулнă. “Конюхсем вăрланă пуль”, — терĕç. Анчах тытман вăрă — вăрă мар. Тырă вăрлакансене тупаймарĕç. Килте хутма вутă çукчĕ. Колхозран вăрăлăх суйлама урпа е пăрçа паратчĕç. Сĕтел çине сарса хурса çỹп-çаппа çумкурăк вăрринчен суйлаттăмăр. Уншăн колхоз лаша çининчен юлнă улăм панă. Унран кĕлте çыхса кăмакара хутса пурăнаттăмăр. Пỹрчĕ çав-çавах ăшăнмастчĕ. Тумтир хывмасăрах кун каçаттăмăр. Сивĕрен чỹрече кантăкĕсем те шăнса юрланса-пăрланса ларатчĕç. Анне Хитре Мĕтрипе калаçса килĕшнĕ те вĕсем патĕнче хĕл каçма тытăнтăмăр. Типшĕмрех старикчĕ вăл. Хĕрĕпе — Уринапа çеç пурăннă. Пĕр ывăлĕ — Вихтăр уйрăлса тухнă пулнă. Вăл та таçта çухалнă — никам та пĕлмен. Тепĕр ывăлĕ вăрçăра пуçне хунă. Хитре Мĕтрин виççĕмĕш ывăлĕ — Ваçук Шупашкарта пурăннă, камит кăтартакан артист пулнă, яла килсе халăха савăнтарса хăваратчĕ. Ялта клуб пекки пурччĕ, вăл аллă çынпах тулса ларатчĕ. Çуртăн пĕр пуçĕнче колхоз правленийĕ, тепринче ял совечĕ вырнаçнăччĕ. Вĕсен хушшинчи пушă вырăна “клуб” теттĕмĕр. Унта çич-сакăр тенкел ларатчĕ. Шăнăçайманнисем ура çинчех тăратчĕç. Эпир, ачасем, урайне кукленсе лараттăмăр. Ку, паллах, кино е спектакль курнă чухне. Хитре Мĕтри Ваçукĕ цирк кăтартма килсен, халăх шкул коридорне пухăннă. Чăваш Республикинче урăх цирк пулман. Пирĕн вăхăтри çынсем унăн номерĕсене халĕ те астăваççĕ. Урина — Хитре Мĕтрин пĕртен-пĕр хĕрĕ — çамрăк чухне илемлĕ пулнă, ун патне таçтан та хăтана пынă. Анчах вăл качча тухма килĕшмен, кашнинчех тарса пытанса юлнă. Ун ятне Кĕçĕн Шетмĕсем çеç мар, таврари ытти ялсенче те пĕлнĕ. Вĕсен килĕ ял совечĕн иртен-çỹренсене çĕр каçмалли çурчĕ шутланнă. Такам та çĕр каçма кĕнĕ унта. Эпир унта пурăннă чухне вĕсем патне икĕ милиционерпа тепĕр çын выртма кĕчĕç. Çыннине таçти тĕрмене илсе кайма тухнă пулас. Пỹрт сиввине кура пĕр милиционерĕ: — Капла мĕнле пурăнатăр эсир? Выртма сивĕ-çке. Ăçта та пулин йăтса килме çывăхра вутă çук-и? — терĕ. Пĕр кил урлă Куçма ятлă çын пурăннă. Çемйи колхоза кĕмен. Пырса ухтарнă та, пỹрт кĕтесĕнче турăш тупнă. Совет влаçне хирĕç тесе, Куçмана килтен тытса тухса кайнă. Вăл ăçта тата епле вилнине никам та пĕлмен. Килйышне те хăваласа кăларса янă. Пỹртне пăсса колхоз фермине куçарма йышăннă. Аннепе пĕр милиционерĕ аркатнă пỹртĕн пĕренине йăтма кайрĕç. Часах пỹрте хутса ăшăтрĕç. Ытлашши хутнипе пỹртре сывламалла мар пăчă пулса кайрĕ, алăк уçсах уçăлтарчĕç. Апата хуран çакса вучахра е кăмака хутса чукунпа лартса пĕçернĕ. Хитре Мĕтри пĕр ĕне, 4—5 сысна усратчĕ. Пирĕн пĕр качака çеçчĕ. Яшка çине яма çу таврашĕ пулман, качака сĕчĕ ярса пĕçернĕ, ăна çăкăрсăр, çараллах сыпаттăмăр. Пирĕн анне малтанах ура ыратнипе аптратчĕ те, юлашки вăхăтра пушшех хавшарĕ. Юрать-ха, Зоя пур. Пĕтĕм ĕç ун çине тиенетчĕ. Çăва тухсан, Хитре Мĕтрисем патĕнчен киле куçрăмăр. Пỹрт татах япăхланнă. Алăк патĕнчи маччан пĕр хăми çĕрсе авăнса аннă. Кĕç-вĕç ỹкессĕн туйăнать. Çумăр çунă чух пỹрте шыв анать. Пирĕнтен çырма леш енчи айлăмра Михалкка майрин кил-çурчĕ ларатчĕ. Пĕчĕк пĕр пỹртре пĕчченех пурăнатчĕ. Эпир ун патне мунча хутма кайнă. Анне мунчара вутă çунтарнă хушăра Зойăпа иксĕмĕр майран кăштах чалăшнă пỹрчĕ патне çывхартăмăр та, пĕрене хушăкĕнчен пăхрăмăр. Михалкка майри тимĕр кравать çинче выртатчĕ. Пỹрчĕ шăтăр-шатăр туса пирĕн еннелле чалăшнă пек туйăнчĕ те, кун çинчен аннене каласа патăмăр. — Урăх ан кайăрах унта, хăвăр та аяла пулăр, çынна та вĕлерĕр, — терĕ. Çав хушăрах шăтăр-шатăр, хỹп туни илтĕнсе кайрĕ. Мунчаран тухса пăхрăмăр та, Михалкка майри кил хушшинче çара уран, çара пуçăн тăра парать. Пỹрчĕ чалăшса йăтăнса аннă. — Эх, пурнăç, пỹртсĕр юлтăм вĕт. Каллех Михалккăран тархасламалла пулать ĕнтĕ, — терĕ вăл. Михалкки унран уйрăлса Танăш ялĕнчи тепĕр хĕрарăмпа пурăннă. Вăл нумаях тархаслаттарман, кивĕ пĕренесене майлакаласа тепĕр пĕчĕк пỹрт туса панă. Çавăнта пурăнма пуçларĕ майри. Анчах кĕркунне чирлесе кайрĕ те, ирĕксĕрех кил-çуртне пăрахса Маркари шăллĕ патне пурăнма кайма тиврĕ. Анне, кĕлет парса, Михалкка майрин кил-çуртне илсе юлчĕ. Пỹрчĕ пĕчĕк пулин те, мунча та пур халĕ пирĕн. Анне куншăн питĕ савăнчĕ. Ара, пыйтă пĕтме пĕлмен вĕт пирĕн çи-пуçра. Асаттен пỹртне Хусан Санькки хĕле кĕрсен лавпа турттарса пачĕ. Вутăран аптрамастпăр. Анчах аннен урине пульницара татасшăн пулнă. Килĕшмен. Врачсем ăна урăх ĕçлеме хушман, иккĕмĕш ушкăнри инвалид хутне туса панă. Каç пулнă. Анне краççын çутипе апат пĕçерме хатĕрленет. Хурана çуса тасатрĕ те, шуратнă çĕрулмине тураса вучаха çакса ячĕ. Вутă чĕртрĕ. Зоя килте çукчĕ, улаха кайнă. Анне хăрах урине тăсса кравать çине пырса ларчĕ. Ун чухне кашни колхозрах райкомран янă пĕр представитель пулнă, вăл кам ĕçлеме тухнипе тухманнине тĕрĕслесе тăнă. Пирĕн ялта пĕчĕкрех хĕрарăм — çап-çутă шăллă Евдокия Димитриева вĕтĕлтетсе çỹретчĕ. Эпĕ ăна унчченех таçта курнăччĕ-ха. Кĕтмен-çĕртен çав хĕрарăм пирĕн пата вĕçтерсе çитрĕ. Сывлăх сунмасăрах кĕнĕ-кĕмен: — Степанова! Мĕншĕн колхоза авăн çапма тухмастăн? — терĕ. — Ура ыратать-çке ман, — пĕлтерчĕ анне. — Пасара каять теççĕ сана. Унта утма ыратмасть сан?!. Уруна мана курса юри тăсса ларатăн. Пỹрте кĕриччен чỹречерен куртăм. Чиперех утса çỹреттĕнччĕ, — парăнмасть райком инструкторĕ. — Ман справка пур. Кăтартма пултаратăп. Эпĕ — иккĕмĕш ушкăн инваличĕ, — тет анне. Вĕреннĕ çынсем ăслă, хутне курсан, аннене ятламасть пулĕ-ха тесе шухăшласа ларатăп. Çук, аннен справкине тытса та пăхмарĕ. — Ыран ирех правленине хăпар. Унта сан пирки сỹтсе явăпăр. Пымасан, ĕçлеме тух, — терĕ те, алăка хыттăн хупса тухса кайрĕ. Ун чухне атте вăрçăраччĕ. Çавăншăн патшалăх пире 72 тенкĕ пособи паратчĕ. Анне çав укçапа Зоя валли çăпата илме пасара кайнăччĕ. Çăпатине сутакансем ялта та пулнă-ха. Иван Колбасов, сăмахран, çăпатине 85 тенкĕсĕр памастчĕ. Егор Васильч 75 тенкĕпе сутатчĕ. Анчах вăл çăпати çине пушăт хуппи яратчĕ те, нумая пымастчĕ — часах çĕтĕлетчĕ. Эпĕ çăпата тĕпне сỹс кантри тирсе тухаттăм та, вăл вара икĕ-виçĕ эрнене пыратчĕ. Хам та час-часах чирлеттĕм. Çавна пула шкула кун сиктерсе çỹреме тиветчĕ. Ав, сылтăм чавса ыратма пуçăнчĕ. Шăтса юхрĕ те, хускалсанах ырататчĕ. Хулран çакса çỹреме пуçларăм. Виççĕмĕш класран тăваттăмĕшне куçармарĕç. Тепĕр çулне те виççĕмĕш класрах вĕренмеллеччĕ... Шетмĕ Михали

Миçе çын пăхнă: 577 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024