Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Ака » 9 » "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" XXI фестивалĕ иртрĕ
"Шетмĕпе Çавал кĕввисем" XXI фестивалĕ иртрĕ
21:46
Сăн ÿкерчĕк

Эй, вăхăчĕ пĕр шелсĕр малалла васкать. Анчах хĕллеччĕ, авă, çуркунне хăйĕн илемĕпе савăнтарма пуçларĕ. Савăк çур кунĕсенче черетлĕ çуралнă куна паллă тунă май вулакана пуçа килнĕ шухăшсемпе паллаштарма кăмăл турăм. Вĕсем вара пурнан пурнăçра тупăнсах пыраççĕ. Кăçал хĕлĕпе юр нумай çурĕ. Кун таврăннă хыççăн çỹл тỹперен юр пĕрчи ỹкмен кун пулмарĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Çуркунне енне вара вăл нумайăшне хăратса пăрахрĕ: çур кунĕсем васкавлă, çумăрлă килес пулсан пỹрт-çурта, хуралтăсене шыв илес хăрушлăх тухса тăчĕ. Кĕçĕн ывăлăмпа икĕ хутчен пултăмăр çуралнă ялта: пỹрт-çурт çумĕсене хĕлĕпех тулнă юртан тасатрăмăр. Çамка çине тухнă пăр-çа пысăкăш тара шăлса илсе кăшт канма тесе урама тухса кĕме шут тытрăм. Маларах унти ача-пăча сасси хăлхана кĕнĕччĕ-ха. Тухрăм — хайхискерсем, 4-5 пепке, ашшĕ-амăшĕ купаласа панă тăвайккинчен аялалла вирхĕнеççĕ çеç. Нихăшне те палламастăп. Хамăр урам ачисемех пулас. Анчах кашниех вырăсла перкелешет. Вĕсен çăварĕнчен пĕр чăваш сăмахĕ те тухмасть. “Эсир, мĕн, чăвашла пĕлместĕр-им? — ыйтрăм капăр тумланнăскерсенчен чăвашла. — Хуларан мар пулĕ те”. “Çук. Ялтан. Чăвашла пĕлместпĕр эпир!” — терĕç те вырăсла, унталла-кунталла тапса сикрĕç, тем самантра куçран çухалчĕç. Чылайччен шухăша кайса тăтăм эпĕ. Хамăн ачалăха аса илтĕм. Куç умне пĕр ỹкерчĕк тухса тăчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕ. Вăл тапхăрта хуçалăхри ĕçсенчен нумайăшне лаша вăйĕпе пурнăçланă. Çавăнпа та Ленин ячĕпе хисепленекен колхозăн бригадисенче 40-50 лаша таранах тытатчĕç. Кашни бригадăри “иккĕмĕш çăкăрпа” тымар çимĕç лаптăкĕсен рет хушшине çу каçипе икшер хут лашапа, суха пуçпе çыратчĕç-кăпкалататчĕç. Çак ĕçе вара пĕтĕмпех арçын ачасем пурнăçланă. Кĕçĕннисем лаша çавăтнă, аслисем суха пуç хушшине тăнă. Каччăсен юратнă ĕçĕ шутланнă вăл çав тапхăрта.. Çав çулсенче Упири чи хисеплĕ ватăсем Тимофей Борисовичпа Матрена Ивановна патне мăнукĕ — Мускавра пурăнакан, 5-6 класра пĕлỹ илекен Тимофей килетчĕ. Унăн ашшĕ — Валериан Тимофеевич — çав тапхăрта СССР нефтьпе газ министерствин пай пуçлăхĕнче ĕçлетчĕ. Ывăлĕ ỹт-пỹ енчен питех те тулăхчĕ. Пĕр сăмах та чăвашла пĕлменскер, хальиччен лашана кинофильм çинче кăна курнăскер çуллахи каникул кунĕсенче ăна çавăтма, каярах кỹлме, утпа çỹреме хăнăхрĕ, выртмана çỹреме пуçларĕ. Çĕр улми, вы-льăх кăшманĕн йăранĕсем хушшине тăрса лашапа тан утма вĕренчĕ. Чăваш ачисем хушшинче пурăнса вырăс каччи виçĕ уйăх хушшинче хăйĕн йывăрăшне самай пăрахрĕ, аслашшĕпе тата асламăшĕпе кăштах чăваш сăмахĕсемпе перкелешме вĕренсе çитрĕ. Пирĕн тăрăха иккĕмĕш çул килсен вара пирĕнпе самаях чăвашла пуплеме пĕлетчĕ. Вырăс ачи чăваш чĕлхи илемлĕ янăранине палăртатчĕ. Упири ỹкерчĕк — ашшĕ-амăшĕ чăваш, ял ачи чăваш чĕлхинчен ютшăнни мана самаях тĕлĕнтерчĕ, хумхантарчĕ, шухăша ячĕ. Тепĕр вунă çултан мĕн пулĕ? Футурологсем çирĕплетнĕ тăрăх, этемлĕх паянхи куна 7000 яхăн чĕлхепе калаçать пулсан, çитес вăхăтра 600-е яхăн чĕлхепе кăна калаçма тытăнĕ. Тепĕр тĕпчевçĕсем малашне 5-6 чĕлхе çеç сыхланса юласса ĕнентереççĕ. Нивушлĕ “чăваш” сăмах “патшалăх университечĕ”, “патшалăх педуниверситечĕ”, “патшалăх ял хуçалăх академийĕ”, “гуманитари институчĕ” ятсенче кăна сыхланса юлĕ. Мана пĕр ыйту канăç памасть: “чăваш чĕлхи пĕтес пулсан тăван халăхăмăрăн миçе проценчĕ чĕлхемĕре упраса хăварма тăрăшĕ-ши?” Тепĕр пĕлĕш каласа пани асран тумасть. “Ра-йонти тĕп сыватмăшра тухтăр патне черет кĕтсе ларатпăр, — тет вăл. — Çамрăк хĕрарăм виçĕ-тăватă çулхи пепкине манпа юнашар лартса хăварчĕ те хăй йăпăртлăха таçта çухалчĕ. Калаçакан хĕр ача пулчĕ Ксюша. “Чăвашла пĕлетĕн-и-ха?” — тетĕп вырăсла. “Çапла”, — тет хайхискер. Вăл акăлчанла вуннă таран шутласа пачĕ мана. “Пире ача садĕнче вĕрентеççĕ чăвашла”, — терĕ. Унăн сăмахĕсем çумне нимĕн те хушса калаймарăм”. Тăван республикăмăрта чăваш чĕлхине сыхласа хăварас ыйтăва пĕрре çеç мар хускатнă. Хальхи вăхăтра вара çак ыйту питех те актуаллă, мĕншĕн тесен, ман шутпа, çитес вăхăтра чăваш нацийĕ çухалас хăрушлăх питех те пысăк. Паян чăваш хĕрĕпе каччи çемье çавăрса ача çуратаççĕ, вĕсен тĕпренчĕкĕ вара ашшĕ-амăшĕн чĕлхине пач пĕлменни хăйне евĕрлĕ норма пулса тăчĕ. Тепĕр чухне ачана сăнран пăхатăн та “ку чăваш ачи” тесе шутлатăн, калаçма тăрсан вара шăпăрлан тăван чĕлхене вуçех пĕлменни палăрать. Е чăвашла ăнлансан та вырăсла перкелешет. Çак парадокслă пулăма час-часах тĕл пулма тивет. Ман шутпа, шкулта çеç чăваш чĕлхипе калаçни çителĕксĕр. Тăван чĕлхепе калаçма, ăна юратма вĕрентесси вăл çемьерен, атте-аннерен пуçланать. Кунта ача-пăча сачĕн те пĕлтерĕшĕ пысăк. Анчах та юлашки вăхăтра ачасене килте чăвашла сахалтарах та сахалтарах калаçтарма пуçлани сисĕнет. Чăваш çынни хăй ачине чăвашла вĕрентмеллех пек ĕнтĕ. Пире вĕрентнĕ-çке. Хамăрăн пепкесен тăван чĕлхепе калаçас-кулас кăмăлне çуралсанах пĕтерсе лартатпăр пулсан мĕнле чăвашсем вара эпир? Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев тăван халăхăмăра парса хăварнă халалĕнче çапла каланă: “Ачăрсене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентĕр”, — тенĕ. Тăван халăх истори-йĕпе культури питĕ пуян. Анчах та пирĕн ачасем ăна начар пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхи пире чăваш пулма, чăваш çĕр-шывне чăвашла хастарлăхпа юратса аталантарса пыма кирлĕ. Чăвашлăха аталантаракансем вара эпир — тăван чĕлхене тата халăха юратакансем. Георгий Борзин.

Миçе çын пăхнă: 395 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024