Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче Чăваш наци конгресĕн черетсĕр IX Аслă пухăвĕ иртнĕ.
Аслă Пухура икĕ ыйту сӳтсе явнă — çĕнĕ Устава йышăнассине тата «Чăваш халăхĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале çирĕплетессине. «Хыпар» хаçат пĕлтернĕ тăрăх Раççейĕн 22 тăрăхĕнчен тата чикĕ леш енчи патшалăхсенчен пурĕ 53 делегат хутшăнмалла пулнă. Çавăн пекех республикăн кашни районĕ 3-шер делегата яма тивĕçнĕ. Пирĕн районтан унта ЧНКан районти уйрăмĕн ертÿçи, Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕ З.П.Михайлова, Н.К.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ерÿçин çумĕ Н.Г.Ершов çыравçă тата "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕн ответлă секретарĕ Ю.З.Борисов журналист хутшăнма мандат илнĕ.
Уставне Николай Лукианов хатĕрленĕ. Мĕншĕн çĕнетме тивни пирки, мĕн улшăнни пирки вăл халăх умне тухса доклад каланă. Хăй сăмахĕнче вăл пурнăç улшăнни пирки пĕлтернĕ — экономикăра та, политикăра та, кашни сферăра тенĕ пекех — ылмашусем пулса иртнĕ. Унсăр пуçне обществăлла организацисене йĕркелекен саккунсем те çĕнелсех тăраççĕ. Çакна пула çĕнĕ Устав çырма тивнĕ те. Николай Лукианов çавăн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мĕнле улшăнусем кĕни çинче те чарăнса тăнă. Аслă Пухăвĕн делегачĕсем çĕнĕ Устав проектне пĕтĕмĕшле ырланă.
Тепĕр ыйтура «Чăваш халăхĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале ырларнă. Асилтеретпĕр: Чăваш наци конгресĕ унăн эскизне ятарлă конкурс ирттерсех йышăнчĕ. Ман Канаш Ювенальевсен вариантне çирĕплетнĕ хыççăн халь ĕнтĕ Аслă Пуху та ăна ырларĕ.
Сăмах май, çĕнĕ Устав проекчĕпе ЧНК сайтĕнче паллашма пулать.
Çăлкуç: http://chuvash.org/news/6180.html
Тĕплĕнрех |