Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 18 » Спортсмен ăнăçу çулĕпех утасшăн
Спортсмен ăнăçу çулĕпех утасшăн
20:14
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнчи Пикшик вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ олимп резервĕсем хатĕрлекен Шупашкарти училищĕре спорт ăсталăхне туптакан Эдуард Краснов кросра чупса Раççейре мала тухассишĕн Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинче иртнĕ ăмăртура, 4000 метра 12 минут та 18 çеккунтра чупса тухса, 1993—1994 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пирĕн корреспондент майăн 5-мĕшĕнче, вăл район администрацийĕпе райхаçат парнисемшĕн иртекен эстафетăра тăван шкул чысне хÿтĕлеме килнĕ май, унпа тата унăн наставникĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе А. С. Петровпа тĕл пулса калаçнă.
— Эдуард, Мускаври çĕнтерÿ ячĕпе саламлатăп сана. Питĕ маттур-çке эсĕ.
— Тавтапуç.
— Аçу-аннÿ те савăнчĕç пулĕ?
— Çапла, хĕпĕртенĕ.
— Çĕнтерÿ тума çăмăл мар, паллах, тренировкăсенче пайтах тар тăкма тиврĕ ĕнтĕ.
— Куллен икĕ хутчен тренировкăсем ирттеретĕп. Вĕсенче 20-шер километр чупатăп, хăш чух ытларах та. Ирпе — 12, каçпа — 8 километр. Çавна май кăтартусем те лайăхланчĕç. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, самаях. Хам та кăмăллă.
— Эдик питĕ ĕçчен те пултаруллă. Тренировкăсене ячĕшĕн тухмасть, вĕсенче мĕн пур вăйне парать. Çавăнпах кăтартусем те япăх мар, — калаçăва хутшăнчĕ Э. Красновăн наставникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Анатолий Сидорович Петров. — Унран пысăк класлă спортсмен пулмалла…
— Эдуард, çитĕнсен кам пулас тетĕн-ха?
— Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕне килсен, хам пурнăçа спортпа çыхăнтарас терĕм.
— Вĕренÿ еплерех пырать-ха тата?
— Хальлĕхе япăх мар.
— Умри тĕллевсем еплерех-ши, кăшт уçса памăн-ши?
— Çулла Сингапурта çамрăксен Олимп вăййисем иртеççĕ. Унта кайма — Шупашкарта, унтан Мускавра суйласа илмелли ăмăртусем иртеççĕ. Вĕсенче тупăшса хам вăя тепĕр хут тĕрĕслесе пăхасшăн. Пăхасшăн тени тĕрĕсех те мар, паллах, çĕнтерÿшĕн кĕрешесшĕн.
Сăмах май, иртнĕ шăмат кун, майăн 8-мĕшĕнче, Э. Краснов Шупашкарти "Олимпийский" стадионта иртнĕ çамрăксен пĕрремĕш Олимп вăййисене кайма кандидатсем суйласа илмелли Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 3000 метрлă дистанцие 8 минут та 35, 2 çеккунтра чупса тухса çĕнтернĕ, Европăра мала тухассишĕн иртекен тупăшăва хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Çав ятпа ăна тата унăн тренерне А.С. Петрова ăшшăн саламлатпăр.
— Çамрăксенчен чылайăшĕ халĕ пирус туртма, наркотикла япаласем шăршлама, эрех-сăрапа туслашма юратаççĕ, ун пекккисем, шел пулин те, спортсменсем хушшинче те тĕл пулкалаççĕ-ха. Кун пирки мĕн калама пултаратăн-ха эсĕ, Эдик?
— Халиччен çăвара пирус хыпса курман эпĕ. Малашне те туртас теместĕп. Наркотикпе эрех-сăрана та чунтан кураймастăп. Ыттисене те хам пекех сывă пурнăç йĕрки тытса пыма чĕнетĕп.
— Эдуард, ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, ăнăçусем сунатăп сана, Кÿлçырма каччи!
— Тавтапуç, çавăн пек пултăрччĕ.

В. Егоров
Миçе çын пăхнă: 554 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: хăвăрт утакансен спорчĕ, спорт | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024