Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2025 » Пуш » 30 » Тавра пĕлÿçĕсен форумĕнче
Тавра пĕлÿçĕсен форумĕнче
13:13
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци вулавăшĕнче "Тавра пӗлӳ тата ҫамрӑксем: истори астӑвӑмĕ тата ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ" регионсем хушшинчи форум иртрӗ. Унта тĕпчевçĕсем, çыравçăсем, архивпа вулавӑш ӗҫченӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, студентсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие видеоҫыхӑну мелӗпе Чӑваш Енĕн Хисеплӗ тавра пӗлӳҫи Виталий Станьял ăсчах уҫрӗ. Салам сăмахĕпе Чăваш Республикин Общество палатин пайташĕ Владимир Тяпкин тухса калаçрĕ. 
Ĕçлĕ ларăва Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин пуçларĕ. 
Спикерсем çаксем пулчĕç: Александр Вражкин, "СВ-Пресс" издательство ушкăнĕн директорĕ; Инна Никонорова, Чăваш Республикинчи Вырăс географи обществин уйрăмĕн ертÿçи; Людмила Федотова, Шупашкар хулин 60-мĕш шкул вĕрентекенĕ; Леонид Таймасов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ универсиеентетăн истори ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор; Алексей Александров (Элтияр), Çĕпĕрти филологи институчĕн (Раççей Наукăсен академийĕн уйрăмĕ) ăслăлăх ĕçченĕ, телерадиожурналист; Владимир Григорьев, Чăваш патшалăх гуанитари институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ; Владислав Николаев, журналист тата çыравçă; Иван Грачёв, генеалоги тĕпчевçи; Виктор Сорокин, «Волонтёр-тавра пĕлÿçĕсем» юхăм ертÿçи. 
Форумăн иккĕмĕш пайĕнче тавра пĕлÿ ĕçĕ-хĕлĕнче палăрнă хастарсене чысларĕç. Хутшăнакансем ăсталăх класĕсенче те ĕçлерĕç: "Генеалоги" (модераторĕсем - Андрей Михайлов тата Иван Грачев), "Чăваш тĕрри тата çип арлани" (модераторсем - Людмила Федотова тата Антонина Андреева), "Каллиграфи вăрттăнлăхĕсем" (модераторсем - Лариса Карташова тата Наталья Карманова), "Тăван ене пĕлетĕр-и?" интеллект вăййи (модераторĕсем – Любовь Матюкова тата Татьяна Семенова). 
Форум ăнăçлă иртрĕ. Леонид Захаров купăсçă хăйĕн савăк юрри-кĕввипе хутшăнакансен кăмăлне çĕклерĕ. 
Форумра Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕн пайташĕсем те пулчĕç (ертÿçи – Светлана Гурьева). Зинаида Михайлова тата Виталий Михайлов вĕрентекенсем пĕрлĕхĕн «Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» ята тивĕçрĕç. Общество палатин пайташĕ Иван Ефимов 2024 çулта кăларнă «Инженеры – механики 1977 года выпуска» кĕнекешĕн тата «Чи лайăх кĕнеке» конкурсра çĕнтернĕшĕн Алексей Милли ячĕллĕ диплома тивĕçрĕ, Ирина Михайлова вĕрентекене вара музей ĕçĕнче палăрнăшăн Тав хучĕпе чысларĕç. 
Ларăва Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин тата Чăваш наци вулавăшĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева йĕркелесе пычĕç.

Миçе çын пăхнă: 14 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2025  »
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2025