Октябрь уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кăларчĕ. 740 страницăра Трак енри хуçалăхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмăсем, шкулсемпе ача сачĕсем, историлле палăксемсемпе çут çанталăкăн палла вырăнĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксен тăватă хушма кăларăмĕ район пурнăçĕпе анлă курăмлă паллаштарать. Кунта 1640 паллă çыннăн кĕске биографине вырнаçтарнă, вĕсенчен 870-шĕн сăн ÿкерчĕкĕ (портречĕ) пур. Тиражран 75 экземплярĕ энциклопедие кăларма хастар хутшăннă юлташсене парнелĕх пулать, 25 экземплярĕ республикăн библиотекисене каять. Сутлăха 1400 экземпляр тухать, çавăнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла. Энциклопедие районти тĕп библиотекăра илме май пур, вăл центрти бизнес-инкубатор çуртĕнче вырнаçнă. Тел. 8-960-307-20-02. Энцикопедин презентацийĕ чÿк (ноябрь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Максим Горький ячĕллĕ Наци библиотекинче иртет. 13.00 сехетре краеведени уйрăмĕнче пулать. Кам та кам район историпе тата культурипе кăсăкланать тата энциклопеди туянасшăн унта пырса курма йыхравлатпăр. |