Фоторепортаж
Районти культура çуртĕнче, Э. Юрьев çулталăкне халалласа, йăлана кĕнĕ “Трак ен пики” конкурс иртнĕ. Кăçалхи тупăшăва сакăр пике хутшăннă. Вĕсене малтанах район пуçлăхĕ О. Димитриев, “Ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕн” Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Д. Посадский, “Чăваш пики-2015” республикăри тупăшăва хутшăннă А. Васильева саламланă. Тупăшăва хутшăннă пикесен малтанах “визит карточкипе” паллаштармалла пулнă, вĕсен Трак енĕн тулли историне, культурине, йăли-йĕркине пĕлме, творчество конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем наци костюмĕсем тăхăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Пикесен ăсталăхне ултă çынран тăракан жюри хак панă. Çивĕч тупăшура “Трак ен пики-2016” ята Анна Никифорова (Красноармейски вăтам шкулĕ, 9 класс) çĕнсе илнĕ. “Вице-Трак ен пики-2016” — Наталия Ершова (И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ). Наталья Яковлева “Ăс пике” (Красноармейски вăтам шкулĕ), Анастасия Антонова “Çепĕç пике” (Упи вăтам шкулĕ), Алла Яковлева “Ăста пике” (Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕ), Диана Данилова “Кăмăллă пике” (Трак вăтам шкулĕ) (вăлах “Куракансем кăмăлланă пике” ятлă пулнă), Кристина Сидорова “Сăпайлă пике” (Пикшик вăтам шкулĕ) тата Анастасия Николаева “Чипер пике” (Карай шкулĕ) номинацисенче палăрнă. Тăхтавсем вăхăтĕнче куракансене А. Алексеев, Г. Яковлев, С. Петров тата “Взгляд” ташă ушкăнĕ (А. Яковлева) савăнтарнă. Маттур пикесем Дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. |