Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Пуш » 13 » Трак ен 80 çул тултарнине чыслăн уявларĕç
Трак ен 80 çул тултарнине чыслăн уявларĕç
17:26
Сăн ÿкерчĕк

Видеофильм

Презентаци

Видеорепортаж

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Трак ен хăйĕн юбилей уявне ирттерчĕ. Вăл Атăл çи газ уçлакан станцин спорт комплексĕн пысăк çуртĕнче иртрĕ. Унта Чăваш ен Элтеперĕ М.В.Игнатьев та хутшăнчĕ, Трак ен халăхне уявпа саламларĕ. Фоторепортаж. 

Красноармейски районĕ — Чăваш Енĕн варринчен çÿлерех, çурçĕр енче вырнаçнă район. Район администрацийĕ Шупашкартан 58 çухрăмра Красноармейски ялĕнче вырнаçнă. 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче туса хунă. Красноармейскине малтан Трак ятпа пĕлнĕ, çавăнпа халĕ те ку тăрăха Трак Енĕ теççĕ. Çурçĕр енче Шупашкар районĕпе, кăнтăрта Канашпа Вăрнар районĕсемпе, хĕвел анăç енче Элĕкпе Муркаш районĕсемпе тата çурçĕр-хĕвелтухăç енче Çĕрпӳ районĕпе чикĕленет. Чăваш Енре вăл лаптăкĕпе чи пĕчĕк район шутланать. 
 2015-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче Красноармейски районне туса хунăранпа 80 çул çитет. Ăна Чăваш АССРĕн Ĕç Тăвакан Тĕп Комитечĕн Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче туса хунă. Ăна малтан Трак районĕ тенĕ, каярах, 1940 çулта, Красноармейски ятпа улăштарнă. Пирĕн район кун-çулĕ çакăнтан кăна пуçланмасть, паллах, унăн тымарĕсем темиçе ĕмĕр каяллах, сĕм авалах никĕсленнĕ. 
Красноармейски районĕн хальхи çĕрĕ çинче пирвайхи çынсем темиçе пин çул каяллах пурăнма пуçланă. Кун çинчен район тăрăхĕнче ирттернĕ археологи тĕпчевĕсемпе истори палăкĕсем çирĕплетеççĕ: Çĕньял Упи таврашĕнче вырнаçнă авалхи çынсем пурăннă вырăнĕ,  Красноармейски çывăхĕнчи Мăн Шетмĕ юхан шыв хĕрринче вырнаçнă улăп тăпри, Кăмакал ялĕ çывăхĕнчи улăп тăпри (пăхăр ĕмĕрĕ), Тусай ялĕ çывăхĕнчи Хулату ятлă хулаш, Мăн Шетмĕ яле çывăхĕнчи Мăн сăрт ятлă хулаш, Кÿлхĕрри Карай ялĕ çывăхĕнчи улăп тăпри (тимĕр ĕмĕрĕ), Кĕрекаç ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă авалхи çынсем пурăннă вырăн тата масар, Янмурçин ялĕ çывăхĕнчи хулаш (вăтам ĕмĕрсем). Археологсем чавса пăхнă хыççăн çакă паллă пулнă: эпир - авалхи Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн йăхĕсен еткерĕсем.  Халапсем çирĕплетнĕ тăрăх, вун виççĕмĕш ĕмĕр варринче  Упи паттăр чăваш ертсе пыракан йăх çыннисем кунта куçса килнĕ те пурăнма пуçланă. Красноармейски (Трак) тăрăхĕнче, тĕпрен илсен, тури (вирьял) чăвашсем пурăнаççĕ. Чукун çул леш енче вара анат енчи чăвашсем пурăнни паллă.
Район лаптăкĕ 456,1 тăваткал километрпа танлашать, çав шутра ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем – 369,75 пин гектар, сухалакан çĕрсем – 30,336 пин гектар. Район территорийĕн тăсăмĕ çурçĕртен кăнтăралла – 27 километр, анăçран тухăçалла 22 километр пулать. Вăрмансем пĕтĕмпе 3901 гектар йышăнаççĕ, çав шутра уйрăм хуçалăхсен вăрманĕсем – 904 гектар. Вăрмансенче ытларах юман, çăка, вĕрене ÿсет.
Район тăрăхĕнче 7 юхан шыв юхса выртать. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 117,6 километрпа танлашать. Паллăраххисем: Мăн Çавал, Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ, Матьшу, Услантăр, Ункă и Сорăм. Районта мĕн пурĕ 104 пĕве тата плотина (кÿлмек). Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 304 гектар йышăнать, çав шутра çут çанталăк кÿлли – 3. Вĕсем -  Кÿлхĕрри (Карай ял тăрăхĕ, 7,8 гектар), Яманак (тепĕр ячĕ - Кушкă, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ, 5,6 гектар) и Йÿçкасси (Красноармейски ял тăрăхĕ, 3,4 гектар).
Районти халăх йышĕ 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 15163 çынпа танлашнă (1 тăваткал километрта 33 çынна яхăн пурăнать, Раççейре - 8 çын, Атăлçи федераллă округра - 29 çын, Чăвашра  - 70 çын). Танлаштарма: 1999 çулта районта 18,5 пин çын пурăннă. 1979 çулта — 22,3 пин, 1989 çулта — 19,7 пин. Пурăнакансен 98 проценчĕ -  чăвашсем. Районта 89 ял вырнаçнă. Чи пысăккисем:Именкасси, Мăн Шетмĕ, Упи, Алманч, Карай, Чатукасси.
 

Миçе çын пăхнă: 570 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Красноармейски, Трак ен | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024