Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 5 » Трак енĕн хăйĕн талисманĕ пур
Трак енĕн хăйĕн талисманĕ пур
17:13
Сăн ÿкерчĕк
Район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ ХХI ларăвĕнче район талисманне йышăнчĕç. 
Пирĕн район хăйĕн символикисемпе пуян, унăн гербĕпе ялавĕ тата гимнĕ пур. Кунсăр пуçне мĕн пур 9 ял тăрăхĕнче те çав элемсем пур.
Трак енсем кунпа çеç чарăнман, малалла кайма шут тытнă. "Ялти туризма аталантарасси”, "Красноармейски районĕн яш-кĕрĕмĕ: 2011—2020 çулсем” тĕллевлĕ программăсене пурнăçласа районăн талисманне палăртас тата туса хатĕрлес енĕпе уçă конкурс палăртнă пулнă. Район администрацийĕнче икĕ уйăх хушши пирĕн района халалланă, хăйне евĕр мелĕпе (стилĕпе) пурнăçланă, маларах ытти тупăшусене тăратман ĕç-сувенирсене йышăннă. Пĕтĕмпе конкурса 19 ĕç тăратнă пулнă.
Талисмана палăртас тĕлĕшпе райадминистрацин фойинче çав ĕçсенчен конкурс йĕркеленĕ, курава хутшăннисем, куракансем вăл е ку ĕçшĕн хăйсен сассисене пама пултарнă.
Талисмана палăртас тĕлĕшпе конкурс комиссийĕ мĕн пур ĕçсене пур енлĕн тишкерсе хакланă. Каярах комиссипе районта пурăнакансен шухăшĕ пĕр килнĕ. Пурне те "кĕмĕл тĕслĕ шлем, хĕрлĕ кĕпе тăхăннă (район символĕсен элеменчĕсемпе илемлетнĕ), пиçиххи çыхнă, ăна "Трак Упи” наци ялавĕн элеменчĕсемпе илемлетнĕ, ("Трак ен Упи”) "упа” килĕшнĕ. Çак ĕçе Красноармейски вăтам шкулĕнче ÿнер ĕçне вĕрентекен А. М. Иванов пурнăçланă.
Упа — вăй тата паттăрлăх палли. Чăваш халăх историйĕнчен çакă паллă: пирĕн çар пуçĕсем хушшинче хăйсен йăхташĕсене çĕнĕ çĕрсем çине илсе каякансем те сахал мар пулнă. Атăл çи Пăлхар çĕр-шывĕн чылай хулисемпе ялĕсене аркатса тăксан, унти халăх çĕнĕ çĕрсене куçса кайнă. Пирĕн тăрăха, авă, Упи-паттăр йăхташĕсемпе куçса килнĕ.
Шлем — ĕлĕк вăрçăра пуç аманасран тăхăннă металран тунă çĕлĕк, хÿтĕлев символĕ, истори, культура, наци тата вырăнти ытти йăласене пĕлтерет.
Пиçиххи — кĕпе-тумтир çинчен çыхмалли япала çеç мар, пысăк паллă. Арçын пиçиххийĕ ар аталанса çитнине, унăн вăйĕпе паттăрлăхне палăртать. Ахальтен мар пиçиххи çине хĕç е укçа хутаççи çакнă. Кĕпе районăн гербĕпе тата ялавĕпе пĕрешкел, вăл упан чысĕпе мăнаçлăхне палăртать.
Талисман-сувенирпа районта иртекен мĕн пур мероприятисенче усă курĕç.

Миçе çын пăхнă: 503 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024