Васнар ялӗнче пурӑнакан Валентина Новоселова ҫуралнӑ кунне 104-мӗш хутчен уявланӑ. Ватӑскер пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ пулин те халӗ те алӗҫӗпе аппаланать, вулать, кукӑль пӗҫерет, хуҫалӑхра кӑштӑртатать.
Валентин Новоселова кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 104 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ. Пухӑннӑ хӑнасене вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Валентина Егоровна – районти пӗрремӗш телефонистка. Вӑл лайӑх ҫырма-вулама пӗлнӗ, мӗншӗн тесен 8 класс пӗтернӗ. Ентешӗсем телеграмма яма килнӗ, Валентина Новоселова вӗсене тӗрӗс ҫырма вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл колхоза ӗҫлеме куҫнӑ. Ун чухне укҫа пулман, йӑлтах фронта ӑсатнӑ. Колхозра ӗҫлесен вара пурӑнмалӑх тырӑ панӑ.
1996 ҫулта Валентина Егоровна каллех телефонистка ӗҫӗ патне таврӑннӑ. Ун чухне ӑна декрета кайнӑ ҫынна улӑштарма ыйтнӑ.
Вӑл упӑшкипе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ унӑн 11 мӑнук, вӗсен 14 ачи.
Автор: Софья Савнеш |