Тĕплĕнрех
Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакансем культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Ку мероприяти Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкне, Кино ҫулталӑкне халалланӑ уяв пулчӗ. Уява чылай ҫын пуҫтарӑнчӗ. Уява Шупашкартан вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Алексей Львов килсе ҫитрӗҫ.
Уявӑн 1-мӗш пайӗ Кӗҫӗн Шетмӗре пулчӗ. Унта пуҫтарӑннисем чӑваш халӑх художникне, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийен лауреатне Элли Михайлович Юрьева халалланӑ музейра пулса курчӗҫ. Вӑл Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ.
Уявӑн тӗп пайне «Ниме» йӑла-йӗркине кӑтартнипе пуҫларӗҫ. Ун хыҫҫӑн Красноармейски район пуҫлӑхне Олег Васильевич Дмитриева сӑмах пачӗҫ. Вӑл кунта пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ. Красноармейски район администрацин пуҫлӑхӗ Сергей Молотков сӑмах илчӗ. Вӑл пухӑннисене 2016 ҫула Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлтерчӗ, Раҫҫей Президенчӗн указӗпе паллаштарчӗ. «Чӑваш Республикинче ку ҫул — Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ», — терӗ. Хуть ӑҫта ӗҫлесен те ӗҫе юратса, кӑмӑлтан тумалли ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех Красноармейски районӗнче ку ҫулталӑка чӑваш гербӗн тата ялавӗн авторне Элли Михайлович Юрьева халалланине пӗлтерчӗ.
Пухӑннисене Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн ячӗпе вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов саламларӗ. Красноармейски районӗнчен тухнӑ паллӑ ҫынсем нумай пулнине палӑртрӗ. Ун хыҫҫӑн ӗҫре тата вӗренӳре палӑрнӑ, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн стипендине илме тивӗҫ пулнӑ ҫамрӑксене свидетельствӑсем пачӗ. «Ҫулталӑк ҫынни» ята тивӗҫнӗ Роза Александровна Николаевӑна тата Заволжский клубӑн ертӳҫине Полина Захаровнӑна ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн хисеп хучӗпе чысларӗ.
Уява пухӑннисем чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 75 ҫул тултарнине те паллӑ турӗҫ. Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса, ӑшшӑн саламласа, ырлӑх-сывлӑх сунса юбиляра сцена ҫинче хисеплӗ вырӑн пачӗҫ. Халӑх поэчӗн вышкайсӑр пысӑк талантне хак парса, Сергей Молотков Трак ен халӑхӗ унпа тивӗҫлипех мухтаннине, мӑнаҫланнине палӑртрӗ. «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Алексей Львов хисеп хучӗ парса чысларӗ. Ентеш поэт хӑйӗн ҫӗнӗ сӑввисемпе паллаштарчӗ, пурне те чӑвашлӑха упрассишӗн тӑрӑшмалли ҫинчен каларӗ.
http://www.chuvash.org/news/11384.html |