Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче "Туслӑх кӑшӑлӗ" вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Сумлӑ ентешсем" сӑвӑ тата "Пирӗн ентешсем - паллӑ ҫынсем" сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, "Улӑп - 2022" интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа "Итлес терӗм ҫӗршыв юррине" ятпа Карай сӑввисене вулассипе онлайн-конкурс кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пурӗ 179 ҫын хутшӑнчӗ. Асӑннӑ мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат ӗҫченӗсене, тӗп тата ача-пӑча библиотекисенче ӗҫлекенсене тав тӑватпӑр, ҫӗнтерӳҫӗсене ӑшшӑн саламлатпӑр.
Вӑйӑ-юрӑ уявӗнче фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ, шкул ачисем вара ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ. Уяв аслисемпе ачасем пӗрле вӑйӑ картине тӑрса юрланипе вӗҫленчӗ.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен