Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2021 » Ака » 26 » "Улăп-2021" конкурс-викторина пуçланчĕ
"Улăп-2021" конкурс-викторина пуçланчĕ
21:59
Сăн ÿкерчĕк
  1. Юрий  Вирьял поэт-лирик ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?
  2. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  3. Юрий Вирьял хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?
  4. Юрий Вирьялăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ăна литература çулне уçса параканĕсем кам-кам пулнă? Поэт мĕнле-мĕнле хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ-ши?
  5. Поэтăн чи паллă юррисене çырса парăр, вĕсене ытларах хăш композиторсем кĕвĕленĕ? Унăн пурĕ миçе юрă пур?
  6. Вăл Раççей поэчĕсен сăввисене чăвашла сахал мар куçарни паллă. Камсем вĕсем тата вĕсен хăш хайлавĕсене куçарнă-ши?
  7. Поэтăн пичетленсе тухнă поэзи кĕнекисене хронологи йĕркипе асăнса тухăр.
  8. Ачасем валли те сахал мар çырнă Юрий Вирьял. Эсир унăн çак темăпа пичетленнĕ сăвă кĕнекисене хронологи мелĕпе асăнса тухăр.
  9. Хамăр ентешсем ун çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта сахал мар статья пичетленĕ. Çав çынсене палăртăр. Ăна «çамрăклăх юрăçи» тесе кам каланă?
  10. «Хĕç евĕр çивĕч,

             Çиçĕм пек кăварлă,

Çут кĕмĕл саслă, витĕмлĕ чĕлхем!

Эс манăн ĕçĕмри сӳнми хастарлăх,

Юратупа кĕрешӳри илем!» - авторăн хăш сăввинчен çак йĕркесем? Ăçта тата хăçан пичетленнĕ вăл?

Асăрхаттарни: Викторинăна тĕп-тĕрĕс хуравланăшăн пĕтĕмпе 10 балл таран пухма пулать (кашни ыйту хуравĕшĕн 1 балл).

 

Миçе çын пăхнă: 197 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024