Пуш уйăхĕн 11-мĕш числинче Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта "Юрий Скворцов пултарулăхĕ тавра" конференци иртрĕ. Хăнасене вĕренекенсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Конференцие Красноармейски районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури предметне вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех хăнара Илья Николаевич Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологипе культура факультечĕн ăслăлăх ĕçченĕсемпе студенчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем ку шкулпа ĕçлĕ килĕшÿ тунă. Çавна пула кунта прфессорсемпе ăслăлăх ĕçченĕсем час-часах пулаççĕ. Конференцие аслă категориллĕ вĕрентекен Васильева Вера Вениаминовна йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах сăмах Красноармейски районĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Васильев Юрий Алексеевич илчĕ. Килнĕ хăнасене программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеме ырлăх сунчĕ. Учительсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк ĕç тунине палăртрĕ. Ун хыççăн филологи ăслăлăхĕн тухтăрĕ, профессорĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕ кафедрин пуçлăхĕ Виталий Григорьевич Родионов "Паянхи литература аталанăвĕн тĕп туртăмĕсем" темăпа тухса калаçрĕ. Литература вĕрентĕвĕнче çĕнĕлле ĕçлемеллине те палăртрĕ.Малалла Галина Алексеевна Ермакова профессор, чĕлхепе литература методикин кафедра ертÿçи сăмах илчĕ. Вăл чăваш литературипе вырăс литературине танлаштаруллă вĕрентмелли çинче чарăнса тăчĕ. "Чăваш поэзийĕнче тухăç лирикин жанрĕсем" темăпа филологи ăслăлăхĕсен кандитачĕ Ирина Владимировна Софронова калаçрĕ. Çавăн пекех Юрий Скворцов пултарулăхĕнчи хаклăхсем çинчен филологи ăслăлăхĕн кадитачĕсем Екатерина Романовна Афанасьева тата Ирина Юрьевна Кириллова чарăнса тăчĕç. Хăнасем хыççăн Васильева Вера Вениаминовна, çак шкултах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, аслă категориллĕ учитель "Ю. Скворцов хайлавĕсенчи илемлĕх мелĕсем" темăпа паллаштарчĕ. Унтан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, районти творчествăлла ĕçлекен ушкăн ертÿçи, аслă категориллĕ учитель Михайлова Зинаида Петровна тухса калаçрĕ. Скворцов хайлавĕсем философилле произведенисем пулни çинче чарăнса тăчĕ. Хăнасене ырă канашсем панăшан тав турĕ. Конференцие пухăннисене Упири вăтам шкулăн 7 класс ачисем, "Çавал хумĕсем" кружок членĕсем, "Улахра" сценкăпа савăнтарчĕç. Ĕçе малалла Çавра сĕтел хушшинче тăсрĕç. Кунта та калаçмалли, сÿтсе явмалли чылай пулчĕ. Шкул администрацийĕ пысăк ĕç тунине те плăртрĕç хăнасем. Уйрăмах шкул музейĕ çĕнелсе пынине асăнчĕç. Космонавтика çулне халалланă стендсем те кăмăла кайрĕç. Шкул ачисене студентсем эстрада юррисемпе савăнтарчĕç. Хăнасем конференципе кăмăллă юлчĕç.
|