Трак тăрăхĕнчи шкулсенче пилеш пухасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ — ак çак кунсенче те Красноармейскинчи Трак шкулĕ таврашĕнче ӳсекен пилеш йывăççисем тавра шкул ачисем пухăнчĕç. Ĕçе ертсе пыраканĕсем — С.Н. Дмитриева класс ертӳçи тата социаллă педагог М.И. Кириллова. 10-мĕш класра пĕлӳ пухакансем пилеш пухма уроксем хыççăн пуçтарăннă. Ĕç кал-кал пынă май тупăшĕ те сахал мар — патшалăх валли вĕсем пурĕ 50 килограмма яхăн пуçтарма ĕлкĕрнĕ. Пилеш йышăçĕ пирĕн тăрăхра сахал мар ӳсет. Ятарласа лартнисем те чылай тĕл пулаççĕ — ара чăваш тĕнче курăмĕпе çак йывăçран усал-тĕсел те хăрать-çке. Çӳллĕшпе пилеш 20 метра яхăн ӳсме пултарать. Çупа çĕртме уйăхĕнче чечеке ларать те çырлисем — сапакăн-сапакăн пухăннисем — авăн-юпа уйăхĕсенче пиçеççĕ.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен