Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕн фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Унăн ячĕ - «Николай Петрович Петров». Кĕнекене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕпчевçĕсен канашĕ хатĕрленĕ тата пичете сĕннĕ. Тиражĕ - 100 экземпляр. Кĕнекене пуçтарса хатĕрлекенĕсем - Т.В. Артемьева, А.Д. Ахвандерова, В.В. Павлов ăсчахсем.
Биобиблиографиллĕ справочника филологи наукисен тухтăрĕ, профессор, академик, Чăваш Республикин тата тивĕçлĕ наука ĕçченĕ Н.П. Петров профессор çуралăранпа 80 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ. Ку кăларăма Николай Петрович пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă, чăвашла тата вырăсла çырнă 24 статья кĕнĕ, вĕсен авторĕсем - республикăмăрти паллă ученăйсем. Вĕсем хушшинче М.Ф. Чернов, А.П. Хузангай, Г.А. Дегтярев, Л.П. Сергеев, В.Н. Пушкин, А.Е. Горшков, В.И. Сергеев, В.Г. Родионов, А.П. Данилов, А.Д. Ахвандерова, П.Н. Метин тата ыттисем те. Кĕнеке вĕçĕнче Н.П. Петровăн наука ĕçĕсен библиографине панă: монографисем, брошюрăсем, учебниксем тата вĕренÿ пособисем, словарьсем, статьясем, заметкăсем, докладсен тезисĕсем, рецензисем, вĕрентÿ программисем, студентсем валли хатĕрленĕ тĕрĕслев ĕçĕсем, куçарусем.
Кĕнеке чăваш культурипе интересленекен кирек хăш ÿсĕмри вулакана та усăллă пулма пултарать: студентсене, аспирантсене, вĕрентекенсене, чăваш чĕлхине юратакан çынсене...
|